Анна карчӑк умӗнче Чӑх-чӗп каҫӑртнӑ пуҫне. Ҫулте, ват йӑмра ҫинче, Куртӑм кайӑк ушкӑнне. Хӗвӗшеҫҫӗ, шӑпланаҫҫӗ — Пикенсех тем ӑстапаҫҫӗ. Пӗр улатакка тук-тук Тутарать мӑлатукпа. Кунта ӗҫсӗр кайӑк ҫук: Пӑрчӑкан мӑн савапа. Кӑсӑя линейкӑпа. Шӗвӗртет патак ҫерҫи, — Ытла ҫивӗч ун ҫӗҫҫи. Хӑма кар та кар татса Хытах ывӑннӑ курак. "Кан-ха кан! Кӑшт кан ларса! Кӑшкӑрать ӑна чакак. Шӑнкӑрч сарӑ кайӑка Вӗрентет: "Ҫапларах кас!" Урам урлӑ аякка Шӑхӑрса вӗҫет турпас. Кайӑксен ӗҫне курма С ӗтӗрет кушак пусма. Прис!
|