Авкаланчăк Шетмĕ юхан шывĕ
Ик енпе кашлаççĕ хăмăшсем.
Ирĕн-каçăн канăçсăррăн темшĕн
Куç илмеççĕ сăрă хумсенчен.
Шĕмпĕлт-шĕмпĕлт чỹхенсе ачашшăн
Хумĕсем лăпкаççĕ хăмăшне.
Мĕн курни-илтни çинчен васкавлăн
Пĕлтереççĕ пулĕ пĕр-пĕрне.
Çырана,ав, чăнкине пăхмасăр
Сырса илнĕ çĕр чĕкеçĕсем.
Вĕсене пачах асăрхамасăр
Ярăнса вĕçеççĕ чарлансем.
Йывăçсем те пуçĕсене тайнă,
Саламлаççĕ тейĕн илеме.
Савнă Шетмĕ, чăннипех мухтавлă
Çулна тыт мал ĕмĕтсем патне.
|