(Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакан Вера Васильевна Матвеевана Аслă вăрçă асапĕнчен кил-йышăма хăтарнишĕн чысласа)
Аппаçăма эп сăнласшăн,
Килĕр, çепĕç сăмахсем!
Кил-йышна тертрен çăласшăн
Иртрĕç сан яш кунусем.
Вăрçă хирĕ кĕр-кĕрлерĕ,
Вилĕм сапрĕ çĕр çине.
Çын куççулĕпе тĕрлерĕ
Гитлер хăйĕн тĕррине.
Вăтанмас чуна уçмашкăн —
Умран нишлĕх çухалман.
Ялсенче çỹрерĕ кашкăр —
Хăратма арçын пулман.
Лашапа çĕр сухаланнă,
Тытнă эс чĕлпĕрĕнчен.
Çĕнтерỹшĕн нушаланнă
Манса çамрăклăх çинчен:
Тырă вырнă, утă çулнă,
Парăннă сана вăрман.
Пахча тунă, шоссе тунă,
Шикленсе нихçан ларман.
Эх, хăçан-ши эсĕ каннă?
Кил-йыш та ыйтать йĕрке.
Пăрчăкан пек кускаланă
Пĕр тухмасăр ирĕке.
Шак, шаккаççĕ ултă кашăк...
Тĕлĕнеп халь шутласан.
Тарнă çумран юрă-ташă...
Çапла килчĕ шăпу сан.
Сăпка хуçи те эс пулнă,
Эпĕ выртнă-çке унта.
Хăв кулсан, тен, эп те кулнă.
Çумра çывăх çын пуртан.
Апая шеп хисепленĕ,
Йăл тутам халь сарăлать.
Фермăра чысне çĕкленĕ,
Шутласан, пыр капланать.
Костер-курăк хулăн, çỹллĕ,
Çулатчĕ вăл ир-ирех.
Пулин хамăр ача пỹллĕ,
Вăй-хал хунă пурпĕрех...
Сар хĕвеллĕн çуталатăн
Эс, аппаçăм умăмра.
Юратуллăн пуç таятăп
Ыр тунишĕн пурнăçра! В
ăрăм ĕмĕр эсĕ пурăн
(Илчех вăрçă сывлăха)!
Кунĕсем пурах-мĕн Туррăн,
Çăтмах та парнелĕ-ха!
|