Районти вулавăш ĕçченĕсене халалласа
Сахал мар кĕнеке тусĕсем,
Черетре те нумай кĕтекен...
Вулама юратаççĕ вĕсем —
Пурнăçра усси пур кĕнекен!
Вулаканшăн уçах алăксем,
Кулленех паллашма çĕннипе,
Ытларах кăмăллаç çамрăксем —
Тăван килĕ пекех чăннипе.
Килсерен кĕнеке çутипе
Ăнтăлатпăр пĕлỹ тĕнчине.
Тан утатпăр кун-çул уттипе —
Ыр сунатпăр мĕнпур çынсене...
Кĕнеке пире ăс панăран,
Малашне те вулар юратса...
Вăл ан кайтăр нихçан алăран —
Тăтăр çак пурнăçа çутатса!
|