Юнкун, 27.11.2024, 12:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 511-515
Страницăсем: « 1 2 ... 101 102 103 104 105 ... 107 108 »

Кив сак çине ÿкет сар çулçă
Кĕрхи кунсем çывхарнăран.
Килсе курасшăн чĕрем çунчĕ, –
Хакли мĕн пултăр тăванран.

Сана эп куç тулли куратăп, –
Ытарайми тăран умра.
Сана, тăванăм, аякра та
Туяттăм эпĕ хам çумра.

Салху чухне эп калаçаттăм
Сăну çине пăхса ялан.
Хапха умне чупса тухаттăм,
Кĕтеттĕм çырусем санран.

Кив сак çине ÿкет сар çулçă,
Лар ман çума, савнă тăван.
Сана курсассăн кăмăл тулчĕ,
Чун уçăлчĕ сана курсан.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 416 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пăтратрăн кăмăла, –
Те ман выртса йĕрес.
Юратуран ытла
Мула хакларăн эс.

Каях,
Сана валли
Пулмарĕ мулăм ман.
Ман юрату валли
Пулмарĕ вырăн сан.

Пÿлместĕп сан çулна.
Каях.
Мана эс ман.
Çула каякана
Хаяр сунма хушман.

Каях.
Эп пăлханса
Пăхса юлам хыçран.
Чуна ыраттарса
Эс тухăн ман асран.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕре кĕрсе
Леш тĕнчене
Каятпăр – ятлĕç пымасассăн.
“Мĕскер хăвартăн Çĕр çине?” –
Тесе ыйтаççĕ тет
Пырсассăн.

Чăнах пулсан,
Эппин, унта
Мана хăвармĕç-ха ыйтмасăр.
“Ял-йыш валли поэт ята
Хăвартăм”, – тейĕп
Вăтанмасăр.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 394 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пурччĕ пĕр мучи. Ялан
Вăл çÿретчĕ сăхманпа.
Пасарта,
Çăва тухсан,
Сут тăватчĕ табакпа.

Чĕлĕм хыпнă çур пасар
Хĕвĕшетчĕ ун тавра.
Çынсене табак ним мар
Çывăхлатнă-ши вара?

Пĕр-пĕрне пÿлсе,
Тĕксе
Калаçатчĕç кăмăлтан.
Йăтайми халап илтсе
Эп килеттĕм пасартан.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 434 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ĕне сурăм ирхине,
Çу ÿкертĕм çÿпçере.
Кĕпе-йĕм кил картине
Çуса çакрăм ик витре.

Арăм çенĕк умĕнче
Ларчĕ кăмăллăн кулса.
Вăл пур чух картишĕнче
Юри ÿкрĕм тăсăлса.

Арăм кÿршĕ илтмелле:
“Ах, Микуç!” – тет ÿлесе.
Эпĕ выртрăм месерле
Сывламасăр итлесе.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 357 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz