Çÿреттĕм Филадельфи штатĕнче. Ентеш вĕçетчĕ уçлăх анинче. Кусем тек Андриян çинчен тĕпчеççĕ, Хăш халăхран вăл теççĕ, кам вăл Мăнкамăллăн калап: — Чăваш. — Мĕнле чăваш? — Совет çынни. Çунатлă çын. Чăваш. Çăлтăр татма пултаракан юлташ.
Пуç тайрăм Миланри театра. Хамăр Натюш ташларĕ-çке, ара! Балет турри, шур акăш, лĕпĕш теççĕ, Хăш халăхра çуралнине пĕлмеççĕ. Хĕпĕртесех калап: — Чăваш. — Мĕнле чăваш? — Совет çынни. Асамлă çын. Чăваш. Турăсенчен ирттерекен юлташ.
Тем тавлашать ик çын Уругвайра. Иккен, сăлтавĕ пирĕн Ухсайра. Хайхискерсем мана ярса илеççĕ: Хăш халăхран çак чаплă сăвăç теççĕ. Пуçа ухса калап: — Чăваш. — Мĕнле чăваш? — Совет çынни. Сăпайлă çын. Чăваш. Чун-чĕрене хĕм сапакан юлташ.