Шăматкун, 23.11.2024, 23:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 506-510
Страницăсем: « 1 2 ... 100 101 102 103 104 ... 107 108 »

Куç сиктермесĕр ман çине
Анне пăхать кив рамкăран.
“Ачам, – тет пек, –
Хура-шурне
Эп курнă, тÿснĕ тем таран”.

Ахальтен мар ĕç лашипе
Танлаштаратăп аннене.
Куратăр-и,
Ик медальпе
Эрешлентернĕ кăкăрне.

Анне сăнне тĕнче умне
Лартас килет – 
Хĕвел çумне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 459 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ак пичевлерĕç ирхине
Ăна тĕпри лаша çумне.

Нăтăртатать мăйра çĕн хăмăт.
Чăнкăртатать çĕн чĕн йĕвен.
Тăпăртатать
Лава хăй хăвăрт
Туртса каяс пек
Пĕр-пĕччен.

Çÿрен тиха,
Калатăп тÿррĕн, –
Ахальтен мар эс
Пичевре.
Туртма пĕлсессĕн ÿлĕм çÿрĕн
Çулта-йĕрте ялан тĕпре.

Лава туртса ухла пуçна, –
Хуçу мухтатăр уттуна.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 376 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чарсан –
Хăй пăшăрханатчĕ,
Хĕрхенеттĕмччĕ хăйне.
Час мунча хутса яратчĕ
Эп çултан килсен
Анне.

Хăпăл-хапăл пĕçеретчĕ
Сар хуплу пĕр кăмака.
Мунча хыççăн ĕçтеретчĕ.
“Сиплĕ, – тетчĕ, –
Кулавкка”.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 430 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çултан килтĕм эп вăхăтлăха
Сар хĕвеллĕ çуркунне яла.
Аçу тунă вырăсла хапха
Çĕклентерчĕ шутсăр кăмăла.

Хапха çеç-и?
Хăлăпне тытса
Курас килчĕ ăшă туйăмпа.
Вырăсла хапха яр уçăлса:
“Килех!” – терĕ
Çепĕç сасăпа.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 367 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кил-çурчĕ урамран пăхма
Сап-сарă чăкăт кăшăлĕ.
Чĕнсессĕн те – 
                   сăмах хушма
Хуçин пулмарĕ кăмăлĕ.

Ун хыçĕнчен шалт хупăнса
Чĕтренчĕ урам алăкĕ.
Мăн алăк айĕн 
                      хăрлатса
Хаяррăн вĕрчĕ анчăкĕ.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 380 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz