|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 516-520 | Страницăсем: « 1 2 ... 102 103 104 105 106 107 108 » |
Çĕпĕрте те ыр йăла Çĕклентерчĕ кăмăла. Чăвашсем мана: “Хăта”, – Тесе чĕнчĕç пĕр ялта.
“Кил, хăта. Çĕр вырт, хăта, Васкаса ан кай. Тăхта”, – Тени маншăн чăнласах Ылтăнран та хаклăрах.
|
Кирек кам патне те инкек Куçа курăнмасăр килет. Каçать урам урлă инке, – Васкать те ĕçе, Те киле.…
Вăл ÿкрĕ ури шуçнипе Пăрлак çул çине пĕвĕпе.
Тăратрăм йăтса инкене. “Ах, хуçрăм пуль, – терĕ, – Хула”. Инкен çул çинчи инкекне Пайлас килчĕ ман Çурмалла.
|
Вылятрĕ вăрăм хÿрине Ун чух чакак чакаклатса. “Çыру килет”, – Тесе анне Каларĕ ун çине пăхса.
Халь çук анне. Çапах манман Эп вăл тахçан каланине. Тăван яла чунтан-вартан: “Эс, – терĕм, – Иккĕмĕш анне”.
Вылятрĕ вăрăм хÿрине Чакаклатса чакак паян. Савса пăхса эп ун çине: “Çыру килет, – терĕм, – Ялтан”.
|
Çĕпĕр çĕрĕ ытла та-çке тулăх, – Тем те çырнă, Ÿкернĕ кун-çул. Катаран сарăлса выртать шурлăх, – Шурлăх урлă выртать чуллă çул.
“Хура çул” ятлă вăл. Ячĕ унăн Тухас çук самана асĕнчен. Асăнмалăх ăна Сталин тунă Хура тарлă этем шăмминчен.
|
Кин кĕртсессĕн Урине Илтрĕ хуняма ятне. Чĕрне вĕççĕн Урине Пырса пăхрĕ каçхине Çамрăксем çывăрнине. Кинĕ чăмăр пĕççине Хунă ывăлĕ çине.
Кинĕ çук чух ывăлне: “Петĕр, – терĕ Урине, – Ман шутпа, ку кин пире Нимĕн чухлĕ те хывман. Тем пекехчĕ çимĕкре Урăх кин тупса парсан”.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|