Тунтикун, 20.05.2024, 10:37
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 36-40
Страницăсем: « 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Кăрлачра кун çути куртăн,
Çитмĕл çул-çке маларах.
Çемьере аслийĕ пултăн,
Çунат хушрăн Типвартах.
 
Вăрçă çулĕ хăв сисетĕн,
Нумай куртăн асапне.
Хăш-пĕр чух аса илетĕн,
Ешĕл курăк апатне.
 
Вĕренме ăс-тăн çитертĕн,
Пуç усмарăн пурпĕрех.
Вырăсла халь вĕрентетĕн,
Вăй-хал пур-ха чăннипех!
 
Эс ÿстернĕ улма сачĕ,
Тулăх çимĕçпе ялан.
Аслаçун хисеплĕ ячĕ,
Юлчĕ ĕмĕр санпалан.
 
Тава тивĕçлĕ учитель,
Эс хисеплĕ - Раççейре!
Ят-сума çÿлте тытма пĕл,
Вăл упрантăр чĕрере!
 
Ачусем сана манмаççĕ,
Тав тăваççĕ чĕререн.
Уявпа халь саламлаççĕ,
Ăш-пилпе вĕт инçетрен!
 
Çитмĕл çул тултартăн эсĕ
Çулсем иртрĕç çиçĕм пек.
Çÿç пĕрчийĕсем шуралчĕç,
Сывлăху сан чиперех!
 
Санпала эп мухтанатăп.
Пул тĕреклĕ сывлăхран.
Пурăнма 100 çул сунатăп,
Кая мар эс халăхран.
 
 2003 çул, кăрлачăн 21-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 252 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çитмĕле эс çитрĕн, тус-тăванăм,
Ватăлатпăр ĕнтĕ, мĕн тăван?
Мăнуксемшăн халь эс тăрăшатăн,
Пирĕншĕн вĕсем епле аван!

Ертÿçех пулмашкăн эс çуралнă,
Ĕçÿсем пыратчĕç сан кал-кал.
Ахальтен-им орденпа чысланă,
Вăл та хушрĕ ĕçлеме вăй-хал!

Шут ĕçне те пит аван пĕлетĕн,
Тупсăмне эс илнĕ аçуран.
Мăнукран та хăв çавнах кĕтетĕн,
Эп шанатăп, юлмаççех санран!

Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитсе пытăр,
Çÿлти Турă пулăштăр ялан.
Çĕр çула çитмешкĕн сывлăх пултăр,
Вăй-халу ан чактăр нихăçан!

2002 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕ.


Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 251 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çеçпĕл çеçкисем çурăлаççĕ,
Çитрĕ ĕнтĕ çуркунне.
«Çеçпĕл» садĕнче юрлаççĕ,
Ман чăвашăн юррине.
 
Çурхи кун епле илемлĕ,
Кайăк-кĕшĕк савăнать.
Ачисем, ав, илĕртÿллĕ,
Ашшĕ-амăш ал çупать.
 
Пепкесем тĕлĕнтереççĕ,
Курма пынă халăха.
Тумĕсем ас илтереççĕ,
Ĕлĕкхи чăвашлăха!
 
Канăçа çухатнă, тейĕн,
«Çеçпĕл» сачĕ йышĕнче.
Ăнлансам, хăвах пĕлетĕн,
Ăнăçу – вăй хунинче.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 273 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Паян кунĕ пит илемлĕ,
Парнене памашкăн меллĕ.
Кăмăл туса сана чунран,
Çыратăп сăвă хам ятран.

Сăн-пит çинче çиçет куллу,
Хаваслă туйăм вăратса.
Чунра сан ăшă кăмăлу,
Ĕçе тăватăн юратса.

Ача садне ĕçе çÿрен,
Вăхăт иртни те сисĕнмест.
Хăв ачуна ялан кĕтен,
Пĕрле чухне чун хĕпĕртет.

Пуçна усмастăн, чиперех!
Юрлан, ташлан эс, çамрăк пек.
Çапла пул ĕмĕр-ĕмĕрех!
Пурнăçу пултăр чечек пек!

Çуралнă кунĕ сан паян,
Алла тытам-ха эп баян.
Юрла, ташла эс, савăнтар,
Эс пулнă яланах патвар!

Нарăс уйăхĕ, 2009 çул.

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 266 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çăлтăр евĕр хĕр çуралчĕ,
Илчĕ амăш ытамне.
Эх, илемлĕ сăн-сăпачĕ!
Савăнтарчĕ ашшĕне.
 
Елчĕкре кун çути куртăн,
Теменькке кил-çуртĕнче.
Аллă çул кăçал тултартăн,
«Çеçпĕл» сачĕ йышĕнче.
 
Йышлă çемьере эс ÿснĕ,
Çиччĕмĕшĕ - вуннăран.
Йывăр самантсенче тÿснĕ,
Чун хавалĕ пулнăран!
 
Вĕренме ăс-тăн çитертĕн,
Илтрĕн аслă çын ятне.
Халь вăй-хал хурса тимлетĕн,
Юратса, ача садне!
 
Янкасра эсир тĕплентĕр,
Чун юратнă мăшăрпа.
Ывăлпа хĕр çитĕнтертĕр,
Турă патăр мăнука!
 
Ачаран эс пулнă çывăх,
Юрăпа та ташăпа.
Эп сунатăп çирĕп сывлăх
Пурăнма ял-йышăмпа!
 
        Нарăс уйăхĕ, 2009  çул
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 212 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz