Шăматкун, 27.04.2024, 13:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 66-69
Страницăсем: « 1 2 ... 12 13 14

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Йӑмра ҫырми пирӗн ялта,
Вырнаҫнӑ паллӑ вырӑнта.
Ҫемен картийĕ ҫуммипе, 
Юхса вӑл кӗнӗ Шетмӗне.

Уҫланкӑра, юнашарах,
Ҫуртсем лартаҫҫӗ Ҫеменсен. 
Ик ӗмӗртен кӑшт маларах,
Никӗсленет ман Тӑван ен.

Шӑнкӑртатса ҫырма юхать, 
Ямайсене шутлаттарать...
Ҫеменсемпе пӗрле пулса,
Тымарланаҫҫӗ ҫак ялта.

Ямайӑн йӑх тымаррине, 
Тӑван ял-йыш сан пӗлмелле.
Кунран-куна архивсене,
Тивӗҫлӗ ячӗ ҫитмелле!

Ҫурт-йӗр вырнаҫнӑ вырӑнсем,
Паян куна та пур вӗсем.
Эпир калатпӑр яланах:
—Ҫемен, сан хуттӑрна, тавах!

Карта тытса уничере,
Ял-йыш сыхланӑ уй-хирне.
Ҫырма хӗрне атте-анне,
Илемлӗ тытнӑ картине.

—Ӑҫта чӑваш, унта йӑмра,
— Тесе калаҫҫӗ халӑхра.
Йӑмра ҫырмийӗ те вара,
Вырӑн тупать ҫак сӑмахра.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 422 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кашни ҫыннӑн ӗмӗр вӗҫӗ пур, 
Пурӑннӑ чух курмастпӑр та ӑна. 
Ирттересчӗ пурнӑҫа сатур,
Ҫĕр ҫинче, вӗт, хӑнара кӑна.

Кулянатпӑр телей ҫук тесе,
Ҫын умне тухатпӑр именсе.
Вӑхӑтсӑр каятпӑр ватӑлса,
— Килӗшетпӗр алӑпа сулса.

Хапсӑнаҫҫӗ хӑшӗсем мула,
Пулӑшаймӗ вӗсене Мулла.
Пурӑнасчӗ ҫӗр ҫинче таса,
Асӑнтӑр ял-йышӑм мухтаса!

Каҫ илемӗ—уйăх—хӑпарсан,  
Кун пуҫламӑш — сар хӗвел — тухсан. 
Ҫын телейлӗ—мӑшӑрпа пулсан, 
Куҫ тулли ачийӗсем ларсан!

Пурӑнатпӑр ҫӗр ҫинче пӗрре,
Килес ҫук тек ҫаврӑнса тепре.
Пурӑнар-и, савӑнса пӗрле? 
Тӑвансемӗр, хамӑр ӗмӗре!
 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 444 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хӗрарӑмсем кунтӑк ҫакса
Акнӑ тырра ҫуран утса.
Пухнӑ ӑна алпа вырса,
Юлман пучах уйра выртса.

Йӗтем ҫинчен ҫерем касма,
Каяттӑмӑр ҫӗр-шыв типсен.
Уйра тыр-пул пулса ҫитсен,
Лавпа пуҫланӑ турттарма.

Йĕтем çине кĕлте пырсан,
Ăна хуратчĕç капана.
Туса пыма арҫын ӗҫне,
Ҫӑмӑл пулман ачасене.

Кайнӑ вӑрҫа вӑй питтисем,
Капан тӑватчӗҫ мучисем.
Сӗлӗ, ыраш, тулӑ капань,
— Пӗрре кӑна кунта пулман.

Кӗтӳ кайсассӑн ирхине,
Тухнӑ ял-йыш йӗтем ҫине.
Ҫаппуҫҫипе авӑн ҫапма,
Вӑхӑт пулман ача пӑхма.

Капан ҫинчи кӗлтесене,
Илсе хуратчӗҫ ҫӗр ҫине.
Вӑй-хал хурса ҫаппуҫҫипе,
Ҫапатчӗҫ авӑн кунӗпе.

Хӑшсем вара тӗшӗ тырра,
Хунӑ хӗвел питне сарса.
Кун тӑршшинче типсе ҫитсен,
Кӗнӗ пухса шырлӑх айне.

Варкӑш ҫилпе сӑвӑрттарса,
Тасатнӑ тырӑ имҫамран.
Ҫавра ала ҫине ярса,
Кӑларнӑ тырӑ тасатса.

Ҫав пурнӑҫа аса илсен,
Эп тӗлӗнетӗп вӗсенчен. 
Епле ҫитернӗ вӑй-халне?!
Ӳстернӗ вӗт ачисене!

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 387 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эх, илемлӗ курӑнатчӗҫ 
Тӑван ял урамӗсем.
Ҫуркунне шап-шур ларатчӗҫ,
Пахчари улмуҫҫисем.

Урамри ем-ешӗл курӑк,
Ҫаран евӗр курӑнать.
Вӑйӑра мӗн чухлӗ ҫамрӑк?..
Юмахри пек туйанать.

Ҫурӑлсан ҫӗмӗрт ҫеҫкийӗ,
Вӑййа тухнӑ пикесем.  
Ян! кайсан "Урам ҫеммийӗ",
Пухӑннӑ яш-кӗрӗмсем!

Йӑлтӑр-йӑлтӑр Шетмӗ шывӗ:
—Шӑнкӑр-шӑнкӑр сас парать.
Вӑйӑри илемлӗ шавӗ,
Чунӑма савӑнтарать.

Вӑйӑ картине тӑрсассӑн, 
Савнине алран тытса.
Эх, ташлаттӑмӑр хавассӑн!  
Харӑссӑн ура тапса.

Купӑсне алран ямастчӗ,
Шур Картиш каччи—Кирилл.
Вӑйӑра ташлаттаратчӗ,
Ҫаврӑнаттӑмӑр "Кадриль".

Яланах пӗрле ташланӑ,
Юратса ялти хӗрне!  
Вӑй хурса ӗçре тарланӑ, 
Канӑҫа пĕлмен чӗре!

Ленька, Саньккӑ, Ваҫкӑ, Куҫкӑ,
Пулнӑ манӑн тантӑшсем.
Халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫуккӑ,
Асӑмра ялан вӗсем.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 492 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.01.2010 | Рейтинг: 4.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 ... 56-60 61-65 66-69


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz