|
Категорире миçе материал: 69 Миçе материал кăтартнă: 61-65 | Страницăсем: « 1 2 ... 11 12 13 14 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Çума-çумăнах утатăр,
65 çул пĕрле.
Сывлăха чипер упратăр,
Турă пулăштăр сире!
Хушса юрламалли:
Атăл шывĕ йăлтăр-йăлтăр
Çĕклет сирĕн кăмăла.
Пурăнăр-ха, савнă мăшăр,
Сирн телейĕр çурмалла.
Тимĕр туй сайра пулать вăл,
Пурăнма пĕлсен кăна!
Эс маттур, хăта! Ан ватăл,
Юратать тăхлач сана.
Хушса
юрламалли.
Ĕмĕр çулĕ вăрăм пултăр,
Кĕленче пек яп-яка.
Сăн-питре хĕвел йăл!
култăр,
Хуйхă вĕçтĕр аякка.
Хушса
юрламалли.
Ачасем пурри вăл – ырă,
Пирĕн шанчăк ватлăхра.
Уявра янратăр юрă,
Ыр ят юлтăр халăхра!
Çу уйăхĕн 7-мĕшĕ, 2010 çул.
|
Вăрçă
вучĕ витĕр тухрăн,
Вилĕме
хирĕç тăрса.
Çĕр
питне юнпа шăвартăн
Чăтрăн
йывăр суранна.
Тăхлан
çумăра пăхмасăр
Вăй
хуран лазаретра.
Яланах
пач куç хупмасăр
Сиплен
йывăр сурана.
Вилĕмрен
çăлса хăвартăн
Сахал
мар салтаксене!
Халĕ
те асран ямастăн
Çав
хăруш самантсене.
Хура-шур
самай эс куртăн –
Йывăр
пулчĕ самана!
Халĕ
мăшăрпа пурнатăн,
Савăнатăп
эп санпа!
Тăван
халăхăм манмарĕ,
Хăйĕн
паттăр салтакне.
Тватă
орденпа чысларĕ,
Илем
кĕртрĕ кăкăрне!
Мухтанап
санпа, хăтаçăм,
Сывлăха
ăста упран!
Тăхăр
вунă çул тултартăн,
Хавшак
мар эс сывлăхран.
Атте
турă пехиллерĕ,
Тватă
ывăла сире.
Савнă
мăшăрпа телейлĕ!
Хĕм
сапать ялан чĕре!
Пур
сăлтавĕ савăнмашкăн,
Ăслă-тăнлă
ывăлсем.
Ватлăхра
чуна уçмашкăн,
Сахал
мар вĕт мăнуксем!
Сĕрме
купăсне юратрăн,
Эс
ăна яман алран.
Ачусем
выляç хастаррăн,
Савăнар
пĕрле паян!
Ваттисем
çапла калаççĕ:
-
Пурăнать ыр çын 100 çул!
Тăвансем
сана сунаççĕ:
- Çирĕп
сывлăхлă эс пул.
|
Юнлă вăрçа кайрĕç çамрăксем, Яла тăрса юлчĕç ватăсем. Уй-хир ĕçне турĕç вĕсемех, Ачисене кĕтрĕç вĕçĕмех. Паттăрла пуç хунă пиччесем, Куççульпе йĕретчĕç инкесем. Ĕçре уçăлатчĕç кăмăлсем, Асăмран каймаççĕ вилнисем. Выçă хырăм пит аван пĕлет, Пушă пулнă кил-çуртри кĕлет. Çил арманĕ курман тыр пĕрчи, Сайра çинĕ çăнăх икерчи. Ачана е суккăр- чăлаха, Шеллемерĕ нимĕç никама. Йывăр пурнăç килчĕ халăха, Пулман вăхăт çывăрса канма. Тăван халăх паттăр пулнăран, Хăтăлчĕ чăваш та тамăкран. Çитрĕç киле сывă юлнисем, Пĕрлех килчĕç йывăр сурансем. Тухрĕç уява ветерансем, Кĕмĕлленнĕ çÿç пĕрчийĕсем. Кăкăр тулли орден-медальсем, Çĕр-шыв панă хаклă парнесем!
|
Иртрӗҫ ача ҫулӗсем, Вĕсене аса илем... Ытамра ялти илем, — Эп кунта
ялан килем.
Ҫуркунне хӑвалӑхра Ҫурӑлаҫҫӗ ҫӗмӗртсем. Шур пӗркенчӗк пек умра: Пилеш, палан ҫеҫкисем.
Шурӑ ҫеҫке айӗнче
Кайӑк йышӗ савӑнать. Ҫемҫе тӗмӗ ҫийӗнче Кӑвакал чӗп кӑларать.
Йышланаҫҫӗ чӗр чунсем: Сӑвӑрсемпе ӑтӑрсем, Карассемпе ҫӑрттансем,
Хитре вӗҫен кайӑксем.
Хӑва папки мӑнтӑркка,
Кӑчки сарӑ, йӑлтӑркка. Вулли хӑмӑр, яштака, Ҫулҫи унӑн тӑсланка.
Ҫывӑхрах
ларать утар, Вӗллисем те сахал мар. Ӗрчетсе хурт-хӑмӑрне, Хатӗрпеҫҫӗ сим пылне.
Хветӗр пичче
кӳршӗре, Ӑсталатчӗ лӑпӑсем. Вырсарни кун Ишекре, Сут тӑватчӗ вӗсемпе.
Сыхӑ тӑнӑ хӑвана, Юраман касма ӑна. Вӑрçӑ ҫулӗнче кӑна, Халӑх каснӑ
вут тума.
Тӳрӗ, хитре хӑваран, Тунӑ ӑстаҫсем кӑрман. Ӗҫре усӑ курнӑран, Нихӑҫан
тухмасть асран.
Хӑвалӑхри
ҫырмара Чӗкеҫ тӑмӗ сахал мар. Тунӑ шӑхличӗ тӑмран, Пит хитреччӗ кӑвакран.
|
Ҫӳремет ҫырми лапамӗнче, Вырӑн тупнӑ Лариван ҫарань. Юлчӗ ӗмӗр
куҫ ытамӗнче, Тухас çук ман асӑмран нихçан.
Тӗрлӗ тӗслӗ пин-пин чечексем, Тутлӑ шӑршӑ сараҫ улӑхра. Сӗр-сӗрлеҫҫӗ
вӗлле хурчӗсем, Сӗрме купӑс пекех хӑлхара.
Асӑмра пурӑнать ҫак илем, Ҫепӗҫ юрӑ хамран парнелем.
Ҫӗр ҫырли
хӗрелсе тут илсен, Юратаҫ пикесем пуҫтарма.
Ҫаран курӑк ÿссе ҫитӗнсен, Ҫамрӑксем
ҫул тытаҫсӗ ҫулма.
Сар хӗвел тÿперен хӗм сапатъ, Таврара юрӑ-кӗвӗ юхать.
Каччӑсем
ҫавапа ут ҫулса, Вӑй виҫеҫҫӗ ӗҫре тупӑшса.
Ҫывӑхрах шӑпчӑк юрӑ хывать, Пикесен йӑл кулли ытамлать.
Паккус
хыҫҫӑн паккус йӑванать, Сӑрт хыҫне сар хӗвел пытанать.
Асӑмра пурӑнать ҫак илем, Ҫĕнӗ юрӑ хамран парнелем!
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|