Юнкун, 08.05.2024, 10:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Янмурçинти Кирилл Петрович Петрова ăнăçу, телей сунса 

Аçу енчен — Çеруш йăхĕнчен
Ят-сумлă тавраш тăрăхра.
Ĕçре хыçра пулман халиччен,
Хисеплĕ çынсем ял-йышра.

Аслă пĕлÿ илме пултартăн
Эсĕ — зоотехник, сад ăсти.
Ырă ятпа халь пурăнатăн
Пур-ши тата сан пек ăсти?

Хурт-хăмăрпа чуна уçатăн 
Сывлăху çирĕп, хавшак мар.
Сакăр вунна хыçа хăвартăн
Вăй-хал енчен илсен патвар.

Хитре садра улма-çырлийĕ
Çулсеренех савăнтарать.
Ялан пуян сан сĕтел çийĕ—
Кĕтнĕ хăна килсех тăрать.

Пурнăç тени — этем шăпийĕ
Иртеймĕн Турă çырнинчен.
Килчĕ киле пурнăç нушийĕ
Çăмăл пулмарĕ халиччен.

Вăхăтсăрах хăраххăн юлтăн
Ывăлпа хĕрĕр те халь çук.
Эс пулмăн нихăçан та ютă —
Ывăлу пур сан, çич мăнук.

Пуçна ан ус нихçан та, тусăм,
Çак çĕр çинче эпир хăна.
Кашни ирех килсессĕн шуçăм
Телейлĕ кун пултăр сана!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 270 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.11.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Паян сан, сăвăç, юбилей. 
Эс пур — поэзире телей! 
Чечек пек сăвă хайласа, 
Ялан эс пурăн савăнса. 

Сунас килет, тусăм, сана, 
Вăрăм кун-çул, телей кăна! 
Такăр çулу поэзире, 
Вăл пытăр вăрăм ĕмĕре!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 254 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.10.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Петĕрпе Якур пĕрле, 
Пурăнаççĕ кÿршĕлле. 
Петĕр аншарли ĕçмест, 
Якур вара тиркемест. 

Петĕр пÿрчĕ кермен пек, 
Ал ăстийĕ чăннипе. 
Якур чирлет ĕçнипе, 
Ÿпке-пĕвер чирĕпе. 

Юхăнтарчĕ кил-çуртне, 
Пымасть алли ун патне. 
Ялан шăварать пырне, 
Хĕн кăтартать çемйине. 

Кашни кунах ун мухмăр, 
Кивçенле ĕçет Якур. 
Каласан та çук усси, 
Пулмасть пурнăç тăвасси. 

Ĕçсен манать кил тĕлне, 
Шыраттарать мăшăрне. 
Çухатрĕ сăн-сăпатне, 
Пĕтерчĕ хăй сывлăхне. 

Эрех пĕтмĕ нихăçан, 
Намăс кăна халăхран. 
Хăвăн ятна варалан, 
Пурăн çынсемпе пĕр тан! 
* * * 
Тек вуламăп эп мораль — 
Пĕл, хăвна тытма эс халь!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 264 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тусăма — Николай Михайлович Никонорова — ăнăçу сунса

Йăс шăнкравлă купăспа
Çитсе куртăр Мускава.
Кĕвĕ-юрă янратса
Çĕнсе илтĕр мухтава.

Парне пачĕç Тулăран —
Янăравлă купăса.
Ярас çук ăна алран,
Выльăр халь ура тапса.

Сан çитмен кĕтес юлман —
Тутарта та çармăсра...
Кайнă Кăнна Кушкине,
Юлчĕç моркисем асра!

Тюмень тăрăхне мухтан
Хăв кунта вăй хунăран.
Тус-тăванĕ йышлăран,
Хăнара ялан пулан.

Юрă-кĕвĕ хайлама
Ăс-тăн пухрăн Хусанта.
Пур сăлтавĕ савăнма —
Пурăнан хавас чунпа!

Хисеплетĕн мăшăрна,
Ачусем выляç çумра.
Эп сунатăп пурсăра —
Çирĕп сывлăх пурнăçра!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 319 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.06.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çичĕ теçетке тултартăн, 
Нарăс уйăх вĕçĕнче. 
Купăсна алран ямастăн, 
Пур тăвану хушшинче. 

Сан сассу илемлĕ, уçă, — 
Шăпчăкран та кая мар. 
Эп калам сана яр уççăн, 
Артистран та кая мар. 

Пурнăç кăшăлĕ сан çирĕп, 
Эс ăна ванма ан пар. 
Мăшăрпа пурнатăн ирĕк, 
Мăнуксем, ав, юнашар. 

Пурнăçăн илемлĕ тĕсĕ — 
Чун юратнă мăшăру. 
Вăрăм пултăр унăн вĕçĕ, — 
Тата хăвăн кун-çулу! 

Аллă çуллăх сывлăх пултăр — 
Каччăран та ирттерен, 
Çутă çăлтăр йăлтăр! култăр, 
Çупăрлатăр сăн-питрен! 

Тăван кĕтесе кам манĕ? 
Çунат сарнă вырăна. 
Шулхара сан тус-тăванĕ, 
Килчĕç пурте хăнана. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 269 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz