Шăматкун, 27.04.2024, 13:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Хăвалăхра
Иртрӗҫ ача ҫулӗсем,
Вĕсене аса илем... 
Ытамра ялти илем,
— Эп кунта ялан килем.

Ҫуркунне хӑвалӑхра
Ҫурӑлаҫҫӗ ҫӗмӗртсем.
Шур пӗркенчӗк пек умра:
Пилеш, палан ҫеҫкисем.

Шурӑ ҫеҫке айӗнче  
Кайӑк йышӗ савӑнать.
Ҫемҫе тӗмӗ ҫийӗнче 
Кӑвакал чӗп кӑларать.

Йышланаҫҫӗ чӗр чунсем:
Сӑвӑрсемпе ӑтӑрсем,
Карассемпе ҫӑрттансем,
Хитре вӗҫен кайӑксем.

Хӑва папки мӑнтӑркка,
Кӑчки сарӑ, йӑлтӑркка.
Вулли хӑмӑр, яштака,
Ҫулҫи унӑн тӑсланка.

Ҫывӑхрах ларать утар,
Вӗллисем те сахал мар.
Ӗрчетсе хурт-хӑмӑрне,
Хатӗрпеҫҫӗ сим пылне.

Хветӗр пичче кӳршӗре,
Ӑсталатчӗ лӑпӑсем.
Вырсарни кун Ишекре,
Сут тӑватчӗ вӗсемпе.

Сыхӑ тӑнӑ хӑвана,  
Юраман касма ӑна.
Вӑрçӑ ҫулӗнче кӑна, 
Халӑх каснӑ вут тума.

Тӳрӗ, хитре хӑваран,  
Тунӑ ӑстаҫсем кӑрман.
Ӗҫре усӑ курнӑран,
Нихӑҫан тухмасть асран.

Хӑвалӑхри ҫырмара  
Чӗкеҫ тӑмӗ сахал мар. 
Тунӑ шӑхличӗ тӑмран,
Пит хитреччӗ кӑвакран.
 
Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.01.2010)
Миçе çын вуланă: 426 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz