Вырсарникун, 28.04.2024, 03:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 61-65
Страницăсем: « 1 2 ... 11 12 13 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Юр пĕрчийĕ çаврăнса:
Лăпкăн-лăпкăн ярăнса:
Çĕр çине вăл ÿкет.
Таврана илем кÿрет.

Шурă юр – хĕл палли:
Юр пĕрчи – ун парни.
Йăлтăркка та мерчен:
Ун кун-çулĕ черчен.

Вăйлă çил вĕрсен
Пин-пин юр пĕрчисем
Çавра çил ташшипе
Çаврăнаççĕ вĕсем.

Сар хĕвел йăл кулсан
Юр пĕрчи çутатать.
Ăшă кун пуçлансан
Шыв пулса çухалать.

Степанова Ольга
  Карайри вăтам шкул: 7-мĕш класс: 13 çулта 
  «Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 346 | Author: Ангелина | Кам хушнă: конкурс | Хăçан: 26.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ялăм ман – Сурăмхĕрри,
Пит илемлĕ-çке хайхи.
Тикĕс-тикĕс уй-хирсем,
Тарăн-тарăн çырмасем.
 
Юрласа юхать Кăшлав,
Уй-хирте тăрать шăв-шав.
Васкатать ĕçе тăри:
«Сухаласа акрăр-и?»
 
Пит ĕçчен ял-йышăм ман
Пур ĕçе те пуçласан.
Ĕç пĕтсен вара ялан
Савăнма пĕлет аван.
 
Тарават, хастар çынсем
Пурăнаççĕ çак ялта.
Ĕненместĕр-и çакна -  
Килсе курăр хăнана!
 
Кириллова Екатерина
Карайри вăтам шкул: 8-мĕш класс: 14 çул
«Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 348 | Author: Ангелина | Кам хушнă: конкурс | Хăçан: 26.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кам-ха ирхине тăрса
Апат-çимĕç хатĕрлет?
Ăш ыйхăран вăратса
Пире апат çитерет?
 
Кам-ха пире юратса
Ачашласа ÿстерет?
Ырă тĕслĕх кăтартса
Хăй пек пулма вĕрентет?
 
Кам-ха пире саламлать
Уяв кунĕ ячĕпе?
Савăнсах парне парать –
Хитре çĕленĕ кĕпе?
 
Эпир лайăх вĕренсен
Камăн чунĕ савăнать?
«Пиллĕксем» илсе килсен
Камăн тути йăл кулать?
 
Пире çын тăвас тесе
Кам-ха пĕрмай кулянать?
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе
Ачисемшĕн тăрăшать?
 
Кам-ха пирĕнпе ялан
Чунне уçса калаçать?
Савăнăç-инкек пулсан –
Йăлтах çурмалла пайлать?
 
Ку вăл – чи-чи хаклă çын,
Ман юратнă, çывăх çын.
Ку вăл – чи хитре анне –
Ăна манмăп ĕмĕрне.

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 320 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.12.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Красноармейски - çуралнă кĕтес, 
Чĕререн савăнатăп санпа.
Сан пекки эпĕ урăх пĕлмес - 
Улăштармăп сана никампа.

Эс мана кун çути парнелен,
Малалла талпăнма та хистен...
Тÿрĕ чунлă пулма вĕрентен
Ăраскаллă пулма та пиллен.

Савнă çĕрĕн кăçал юбилей - 
75 çулпа саламлар!
Ăна пурте сунар çут телей -  
Манăçми сăмахсем халаллар:

Сывă пулччăр çĕнелнĕ ялсем,
Туслăха упракан ыр çынсем
Авалтан ÿсекен вăрмансем,
Тыр-пулпа ешерен уй-хирсем... 

Савнă ен, ман калассăм килет,
Ĕçÿсем сан пур хак пама!
Çыннусен ялан пултăр хисеп,
Вĕсемпе эс пултар мухтанма.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 367 | Author: Фролов Савелий | Кам хушнă: dred | Хăçан: 16.12.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Кашни çын хăй хыççăн ырă ят хăварма тăрăшать, район ятне çĕклеме ĕмĕтленет. Вĕсен хушшинче учительсен тÿпи те пур. Манăн ырă ята тивĕçнĕ вĕрентекенсем çинчен çырас килет.
Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ятлă-сумлă учительсем нумай. Вĕсенчен пĕри – Галина Аркадьевна Васильева, ман юратнă пĕрремĕш вĕрентекен. Вăл илемлĕ пит-куçлă, хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă, вăтам çулсенчи хĕр арăм. Галина Аркадьевна Анат Кушар ялĕнче кун çути курнă. Гавриловсен аслă ачи пулнă. çак çемье ял хушшинче ятлă-сумлă шутланать. Амăшĕ, Елизавета Павловна, аслă медсестра. ĕçри пултарулăхне кура вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ ята тивĕçнĕ, ашшĕ - Аркадий Гаврилович -патшалăх служащийĕнче нумай çул ĕçленĕ. Пĕчĕк тĕпренчĕкĕ ырă та сывă çитĕнни вĕсене савăнăç кÿнĕ. Амăшĕ ачине мĕн пĕчĕкренех ырă çын пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Ырă çыннăн пурте ырă пулмалла. Чи малтанах юратнă хĕрне хуть те мĕнле ĕçе те чунтан тăрăшса тума вĕрентнĕ. Наян çын ырă пулаймасть тенĕ. Хĕр çак сăмахсене ăша хывнă. çынна юрăхлă пулма тăрăшнă. Галина Аркадьевна вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.
Пысăк ĕмĕтпе пурăнаканскер Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, алла аттестат илсен, И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне кĕçĕн классен уйрăмне вĕренме кĕрет. Тăван шкулта чухнех юрра-ташша юратнă хĕр кунта та хăйĕн пултарулăхĕпе пĕрле вĕренекенсене тĕлĕнтерет.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 550 | Author: Андреева Виктория | Кам хушнă: dred | Хăçан: 16.12.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz