Шăматкун, 11.05.2024, 14:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Ĕçне кура хисеп (Ачасен пултарулăх конкурсĕ)
 Кашни çын хăй хыççăн ырă ят хăварма тăрăшать, район ятне çĕклеме ĕмĕтленет. Вĕсен хушшинче учительсен тÿпи те пур. Манăн ырă ята тивĕçнĕ вĕрентекенсем çинчен çырас килет. 
Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ятлă-сумлă учительсем нумай. Вĕсенчен пĕри – Галина Аркадьевна Васильева, ман юратнă пĕрремĕш вĕрентекен. Вăл илемлĕ пит-куçлă, хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă, вăтам çулсенчи хĕр арăм. Галина Аркадьевна Анат Кушар ялĕнче кун çути курнă. Гавриловсен аслă ачи пулнă. çак çемье ял хушшинче ятлă-сумлă шутланать. Амăшĕ, Елизавета Павловна, аслă медсестра. ĕçри пултарулăхне кура вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ ята тивĕçнĕ, ашшĕ - Аркадий Гаврилович -патшалăх служащийĕнче нумай çул ĕçленĕ. Пĕчĕк тĕпренчĕкĕ ырă та сывă çитĕнни вĕсене савăнăç кÿнĕ. Амăшĕ ачине мĕн пĕчĕкренех ырă çын пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Ырă çыннăн пурте ырă пулмалла. Чи малтанах юратнă хĕрне хуть те мĕнле ĕçе те чунтан тăрăшса тума вĕрентнĕ. Наян çын ырă пулаймасть тенĕ. Хĕр çак сăмахсене ăша хывнă. çынна юрăхлă пулма тăрăшнă. Галина Аркадьевна вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.
Пысăк ĕмĕтпе пурăнаканскер Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, алла аттестат илсен, И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне кĕçĕн классен уйрăмне вĕренме кĕрет. Тăван шкулта чухнех юрра-ташша юратнă хĕр кунта та хăйĕн пултарулăхĕпе пĕрле вĕренекенсене тĕлĕнтерет.
1980 çулта алла диплом илнĕ çамрăк тăван шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентме пуçлать. Хăйне вĕрентнĕ учительсемпе ĕçлеме тивет çамрăк педагога. Шкул çулĕсече мĕнле предмета юратасси пĕтĕмпех вĕрентекенрен килнине учитель лайăх ăнланать. Ачасене чунтан юратса ĕçе кÿлĕнет çамрăк специалист. Юрă-ташă ăсти пулнă май, çак ăсталăха ачасене те парсах пырать. Вăл хатĕрленĕ ташăсемпе ачасем конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
ÿссе çитĕнекен ăрăва пĕлÿ панисĕр пуçне Галина Аркадьевна хĕр арăмсен советĕнче те тăрăшсах ĕçлет. Концерт лартмалла-и – сценари хатĕр. Тĕрлĕ уяв валли прогамма çырма та ÿркенмест. çапла кăнтăрла та, каçпа та лăш курмасăр тăрăшать пултаруллă Кушар хĕрĕ. Хăйне вĕрентсе пыракансенчен уйрăмах Зерняева Галина Матвеевнăна яланах ырăпа аса илет. Вăл ÿснĕ Ялта хăй вăхăтĕнче клуб пулнă. Уявсенче Галина Аркадьевна çамрăксемпе пĕрле спетакльсем, концертсем яланах кăтартма тăрăшнă. Вăл йĕркелесе пынипех çавра сĕтел, диспут, лекци ирттересси йăлара пулнă. Пултарулăхне кура халăх ăна шаннă. Икĕ тапхăр ял совечĕн депутачĕ пулнă. Паян та вăл ял полселенин депутачĕ.
Ман шутпа, вĕрентекен илемлĕ çын. çакна унăн сăнĕ те, тумĕ те, чунĕ те çирĕплетсе парать. Вăл класа кĕни, сывлăх сунни, утни, калаçни, темăна ăнлантарни, доска çине çырни, ыйтусем пани, шÿтлеме пĕлни – пурте куç умĕнчех. Пире вĕрентнĕ 4 çул хушшинче унăн сăнĕ хаяр пулнине ас тумастăп. Хăйĕн хурлăхне те пире кăтартмастчĕ. Эпир йăнăшсан, урока хатĕр мар пулсан та нихăçан та сасса хăпартса каланине илтмен. Мана темшĕн вăл аслă аппа пек туйăнатчĕ. Унпа калаçма питĕ ансат. Вăл хăйне мăнăрах тытнине те эпĕ курман. Ачасем ăна яланах хисеплеттĕмĕр. ÿссе çитсен те ун пек пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Чунĕ тата епле ырă пирĕн вĕрентекенĕн! Кашни ачана ăнланма пултарать, пулăшма тăрăшать. Вăл çав тери ĕçчен çын. Алли унăн ÿкерме те ăста. Хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе пире тĕлĕнтеретчĕ. Тен, çавăнпах пулĕ пирĕн класс ачисенчен нумайăшĕ хитре ÿкерет. Ку та унăн тивĕçех тесе шутлатăп эпĕ.
Илемлĕ çын вăл – пуриншĕн те тĕслĕх. Ахальтен мар учительсем те ун патне канаш ыйтма яланах пыраççĕ. Темшĕн мана ваттисен сăмахĕ аса килчĕ. Ваттисем ятлă çынна ял савать тесе ахальтен каламан. Пĕрремĕш вĕрентекен пиркиех каланăн туйăнать çакна. Пире вăл пур çынра та ыррине курма вĕрентрĕ,хăй те тĕслĕх вырăнĕнче.
Галина Аркадьевна тĕрлĕ япала ăсталама юратать. Хăй тата вĕренекенĕсем илемлетсе тунă ĕçĕсене шкулта йĕркелекен куравсенче час-часах тĕл пулатăн.
Санăн чĕрÿнти ыр кăмăллăх, ăш пиллĕх, тараватлăх яланах ачасен чĕрине куçса пытăр. Эсĕ маншăн вĕрентекен те, анне те, шанчăклă тус та. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех асра тытăп сана!

калав авторĕ: Андреева Виктория
Номинаци: «Савнă тăван ен – Красноармейски»
Шкул: "Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул"
Класс: 6
Миçе çулта: 12
Ертÿçи: Васильева Вера Вениаминовна

Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: dred (16.12.2009) | Автор: Андреева Виктория
Миçе çын вуланă: 553 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz