Вырсарникун, 12.05.2024, 07:08
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 51-55
Страницăсем: « 1 2 ... 9 10 11 12 13 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Чун тăвăрланса килсен куç алăкне яри уçса ирĕк тÿпенелле тинкерес пулать тени пырса çапрĕ Славикăн йывăр шухăшсемпе арпашăнса пĕтнĕ пуçне. Мĕнле çĕнмелле ĕнтĕ халь сан хăватна? 
Тÿлек çанталăкĕ те шкултан таврăнакан ачана пулăшаймарĕ. Кайăксен чÿхенсе тăракан сасси юрă шăрантарнăн мар, темле вĕçсĕр-хĕрсĕр чарăнми симфони евĕр туйăнчĕ. Йывăррăн утса пынă май Славик çав кайăксем çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ. Пăхăсăн, лешсем ăна ăнланаççĕ пек тата — пĕр самант шăпланчĕç. Арçын ачан куçĕнче шевле выляма пикенчĕ. Хăй те сисмерĕ-  иртни унăн асне вăрăнчĕ. 
Сывлăм ÿкнĕ йывăç-курăк çине, илемлĕ те капăр пÿрт тăррисем çине çутă та мăнаçлă хĕвел пайăркисем хаваслăн сапаланчĕç. Тутлăн та ăшшăн хуп турттаракан Славикăн ачаш пичĕ çине те ÿкмесĕр юлмарĕç. Йăл-йăл кулса
сĕртĕнчĕç вĕсем арçын ача питне. Кайăк-кĕшĕк юрри илтĕннипе пĕрлех тĕлĕнмелле ырă шăршă тарăннăн сывлакан сăмсана палкаса кĕчĕ. Çурма уçă чÿречерен вĕçсе кĕнĕ варкăш çилĕ те мăйĕнчен сăр! пырса ачашларĕ. Славик çакна туйса илчĕ тейĕн. Пĕр айккинчен тепĕр айккине вăш-ш! çаврăнса выртрĕ. Тутлă ыйхăпа киленсе тăранман пуль-иç, мăнтарăн ачи. Эх, выртасчĕ те туясчĕ пĕр кана чун каниччен çак телее!
Анчах кил-терĕшри ĕçсем пуррине аса илсен Славикăн çемçе тÿшек çинчен йăпăр-япăр сиксе анма тиврĕ. Сенкер кăвак тĕслĕрех куçне пĕр-иккĕ мăчлаттарса илчĕ, чÿречерен пăхса çĕнĕ куна савăнăçлăн саламларĕ те хăй те сисмесĕр тенĕ пек кил картине чупса тухрĕ.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 341 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çывãрас   умêн  Илюш  пичи  тепêр  хутчен  витене  кêрсе  пãхас  терê. Вãл  паян  ахаль  те  витерен  кêме  пêлмерê. Паян  çеç  пасартан  туяннã  лаша  хãй  патне  туртрê. Çулланã арçын  ут  патне  пычê  те  ун  çине  ытараймасãр  пãхрê. Лешê  хаваспах, куçран  пãхса  тав  тунãн  сêтеклê  утта  пêтêрет. Пãхса  ытармалла  мар! Хãй  питê  самãр. Çилхийê  вара йãлтãртатса, ярãмãн-ярãмãн  силленсе тãрать. Куçêсем  вара! Унта  мêн  чул  ырлãх, мêн  чул  вãрттãнлãх! Епле  илêртеççê  çав  ãшã  куçсем!
    Мêншêн  Илюш  пичи  лаша  туянас  терê-ха? Ара, хальхи  вãхãтра  пêччен  пур  êçе  те пурнãçласа  êлкêрме  май  çук  вêт. Халь  социализм  вãхãтêнчи  пек  мар. Хãвна  мêн  чухлê  çêр  лаптãкê  илес  тетêн, çавãн  чухлê  илме  пулать. Анкартинче  50  сотка, кãмãл тусан  арендãпа  тепêр  50  сотка. Тата  кашни  ял  çыннине  колхоз  çêрне  пайласа  тепêр икê  гектара  яхãн  çêр  лаптãкê  пурри  çинчен  êнентерсе  свидетельствãсем  валеçсе  панã. Вãт  çав  çêре  хуçи  хуть  те  кама: е  колхоза, е  фермерсене  арендãна  пама  пултарать.
     Илюш  пичин  хãйêн   çêр  пайê  çук-ха. Ашшêпе  амãшêн  (йывãр  тãприсем   çãмãл  пулччãр) пур. Çав  çêр  пайêсене  шãпах  хãйне  илесшêн  хыпаланать   Илюш. Çавãнпа лаша  туянчê  те. Êлêк  кашни  арçын  пуçне  5  гектар  çêр  тивнê, êçе  пêтêмпех  алпа, лашапа  тунã. Илюш  пичче  мêнрен  кая? Вãйê  пур-ха. Ачисем  те  килсе  пулãшма  шантараççê. 
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 353 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вылякансем:
Ирина – 14 çулхи хĕр
Коля, Саша – пĕр класс ачисем
Слава – çĕнĕ вĕренекен
Лидия Владимировна – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Петр Максимович – физкультура вĕрентекен çамрăк учитель
Елизавета Максимовна – социаллă педагог
 
Çутă вĕренÿ класĕ. Учитель сĕтелĕ  çинче --  кĕнекесен купи. Çиелте – Çеçпĕл Мишши çырнă «Пурнăçпа вилĕм» сăвви.
Урока пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ. Ачасем класа васкавлăн кĕчĕç. Тупăшрĕç, калаçрĕç, кулкаларĕç. Тепĕр самантран алăка уçса учитель кĕчĕ.
 
 
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ырă кун пултăр, ачасем!
А ч а с е м: Сывлăх сунатăп.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а. Кам çук паян класра? (куçне çĕклесе пăхмасăрах ыйтрĕ учитель.)
К а т я. Матвеева Ирина тата Саша Петров.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ашшĕ-амăшĕ çук та ытла чăрсăрланса кайрĕ çав хĕр. Эсир те урока хатĕрленмесен ун пек анса ларатăр. Инçе юлмарĕ.
 
Алăк чĕриклетни илтĕнчĕ. Ку Ирина пулчĕ
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 1014 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

П е т р  М а к с и м о в и ч. Командирсем, кунталла килетпĕр. Кам ман хăш алăра шăхлич выртнине пĕлет, çавсем пĕрремĕш пулаççĕ.
К о л я. Кунта (сулахай алла çапса каларĕ).
С а ш а. Сылтăмминче.
П ç т р  М а к с и м о в и ч.  Кольăсен команди пĕрремĕш пулать. Вăл тĕрĕс пĕлчĕ.
К о л я. (ачасене вырнаçтарса тăратса). Катя, эсĕ сетка патнерех тăр. Вася, шнурокна çых, кофту çаннисене тавăр. Вăл чăрмантарать сана. Пирĕн вара çĕнтермелле.
С а ш а. (хăйĕн ушкăнĕни тус-тантăшĕсене). Йĕркеллĕ выльăр.
 
   Вăйă пуçланчĕ. Саккăрмĕш класс ачисен сасси таврари шăплăха хупларĕ.        Ачасем хушшинче пĕр Ирина çеç курăнмарĕ. Вăл сак çинче ларчĕ.   
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 680 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Паян пирĕн пата класа природоведени вĕрентме Лилия Владимировна килчĕ. Луиза Петровна чирленĕ терĕç.
-Пĕлетĕр-и, ачасем, эпĕ виç кун каялла çеç Тĕнче уçлăхĕнчи юлташран  электрон почтăпа çыру илтĕм, - терĕ вăл.
-Ну… - хăюсăррăн сăмах хушрĕ сарă çÿçлĕ, хыçалти парта хушшинче ларакан Оля.
Лилия Владимировна ачасене куçран тимлĕн сăнаса пăхрĕ те каласа пама тытăнчĕ:     
-Акă мĕн çырса пĕлтерчĕ мана çĕнĕ тусăм.
Ĕлĕк-авал, пин-пин ĕмĕр каялла Тĕнче уçлăхĕнче пĕлĕтсемпе çăлтăрсемсĕр пуçне нимĕн те пулман. Тачка та тĕттĕм, çутă та сапаланчăк пĕлĕтсем кунĕн-çĕрĕн хуçаланнă, унталла та кунталла тĕлли-паллисĕр шунă, çĕрлесерен çăлтăрсен вăййипе киленнĕ. Çăлтăрсем вара пĕтĕм тĕнчипе сапаланнă. Кашни çăлтăр машин фари евĕр çутатакан темиçешер пин куçсенчен тăнă. Вĕсем каç еннелле пĕрле пухăнса пĕр-пĕринчен хытăрах çутатмалла вылянă. Иккен, çав вăхăтра çăлтăрсен амăшĕ, Ама çăлтăр, Тĕттĕме хирĕç кĕрешнĕ, çавăнпа вăл хăйĕн ачисене йышлă çуратнă тата вĕсене çутă хăвачĕ парнеленĕ. Ара, уçлăха çутă парнелеме, Тĕттĕме çĕнтерме ĕмĕтленнĕ вăл. Ачисем амăшне чун-чĕререн хисепленĕ. Сĕмсĕр Тĕттĕме парăнтарас тĕллевпе унпа пĕрле пĕр шелсĕр çутатнă. Вăй-халĕ пĕтсе çитнĕ çăлтăрсем вара юлашки çутă пайăркисене çутатса çĕре ÿкнĕ. Ахальтен мар паянхи кун çăлтăр ÿкнине курсан: «Манăн çăлтăр тÿпере,»- теççĕ. Çăлтăр ÿкнĕ вăхăтра мĕн çинчен те пулин шухăшлама ĕлкĕрсен, çав ĕмĕт пурнăçланма пултарать тесе ĕненеççĕ çынсем.
-Лилия Владимировна, эпĕ çăлтăр ÿкнине пĕрре анчах курнă,- хăй шухăшне пытармарĕ Якку.
-Ан чăрмантар-ха эсĕ. Лилия Владимировна, çăлтăрĕсем вĕсем пурте ÿксе пĕтме пултараççĕ-шим? - кăсăкланчĕ пурне те пĕлме юратакан Петĕр. 
-Халĕ çук,- кĕске пулчĕ учитель хуравĕ. -Ун чухне вара, Ама Çăлтăрăн та вăйĕсем пĕтеççĕ. Вăл кĕç-вĕç ÿкес пек çÿç пĕрчи çинче тытăнса тăрать. Унăн пепкисем вара уçлăхра пĕччен юлĕç. Вĕсем пулăшу ыйтаççĕ. Мĕнпе пулăшма пултарĕç-ши çăлтăрсене пĕлĕтсем? Тĕрĕс, нимĕнпе те. Тĕттĕме пулăшсан çеç.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz