Ытларикун, 30.04.2024, 21:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Леонид Антонов пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 27
Миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Раштав уйăхĕ вĕçленсе пырать пулсан та çанталăк кăмăллă. Тавралăх шап-шурă юрпа витĕннĕ, сивĕсем çыртсах каймаççĕ-ха.
Ĕç кунĕ пуçланнипе пĕрлех "Çăлтăр" хуçалăх ертÿçи Павел Иванчă "Волга" автомашина шоферне чĕнет те Шупашкара каясси çинчен пĕлтерет.
— Тепĕр çирĕм минутран кĕске планерка ирттернĕ хыççăн тухатăп, урхамах хатĕр пултăр, — тет. Михал Ваççин урхамахĕ яланах хатĕр. Иртнĕ кун ĕç вĕçленсенех вăл ăна "апатлантарнă", çуса тасатнă — çула тухмалла кăна. Гаража кĕрсе урхамаха пăхса çаврăнать те вăл, тапратса кантур умне пырса лартать. Кантăккипе капотне тусантан шăлса тасатать, ураписене тĕрĕслет.
Çав вăхăтрах ял енчен Çтаппан Микулайĕ килни курăнса каять. Машин патне çитнипе пĕрлех вăл Ваççаран ăçта каяссине ыйтса пĕлет.
— Шупашкара çитмелле терĕ-ха хуçа, — хыпарлать Ваççа.
Çакă çеç кирлĕ пулнă Микулая.
— Тăхта, тархасшăн, пĕр 7—8 минут, эпĕ çиччас киле кучченеç патне чупса кайса килетĕп, — тесе ялалла вĕçтерет.
Мĕн кучченеçĕ йăтса килет-ха ĕнтĕ ку? Хула тăрăх кучченеç валеçсе çÿремелле-и тата манăн, мăртлатса илет хăй.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 387 | Author: Л.Антонов - Малтикас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хыпарлать кунçулăн чанĕ
Тепĕр çул иртни çинчен.
Çамрăклăх лашин каçанĕ
Хыçала юлать иккен.

Кивелетпĕр. Çакă шухăш
Сухăр пек хăпмасть манран.
Эсĕ çеç, çавра сар уйăх,
Вĕçĕм çĕнелсе тăран.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 388 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Авăт, авăт, путенем,
Сансăр аслă хир кичем.

Эсĕ лăпкăн авăтсан,
Тулă ÿсĕ ярăнса.

Янăравлă сассупа
Паркарах çуллен урпа.

Çепĕç туйăмна кура
Хÿхĕмрех ыраш уйра.

Авăтсамччĕ кăмăлтан,
Эп те савăк санпалан.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 373 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юрлать валак. Ģут шуç витре.
Сар çу – çĕн уйăх – тÿпере.
Кулать савни, шÿтлет савни:
Ģĕн уйăха тытайăн-и?
Мана парне парайăн-и?
Кăмăлăма уçайăн-и?
Юрлать валак. Тулать витре.
Ишет сар уйăх витрере.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 316 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шăнкăрч тусăм килмелле,
Ăсталарăм эп вĕлле.

Улăхрăм тирек çине,
Ģакрăм сар хĕвел питне.

Умĕнче хунав турат,
Шăнкăрч ун çиче ларать.

Лăпкăн çеç çунат сулса
Юрă юрлĕ тав туса.

Шыв юхать , кĕрлет апрель.
Ман вĕлле пушах-ха , шел.

Пулчĕ кăлăхах кĕтни,
Кайрĕ харама шанни.

Сар хĕвеллĕ ирхине
Пăхрăм эп вĕлле çине.

Умĕнче ĕçчен çерçи
Сиккелет, шавлать чим-чим!

Эп хавас, çерçи те кайăк.
Пурăнах, манран çук айăп.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 375 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz