Ытларикун, 30.04.2024, 13:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Леонид Антонов пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 27
Миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Уйăх, çăлтăр куллипе
Сурхури лăпкать чуна.
Шухă пурнăç çунипе
Ыткăнатăп эп — хăна.

Йăлтăр-йăлтăр шурă юр
Пĕр çунать, йĕплет куçран.
Шартламан асамлăх пур,
Чĕпĕтет вăл хăлхаран.

Улталаймăн пурнăçа.
Аллăмра ман — тилхепе.
Ман кун-çулăм — хам хуçа,
Сурхури, телей пилле.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 303 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ачаш, лăпкă чунлă сăра
Чĕнет кашнинех чăмăра.
Пурнатпăр çапла савăшса,
Йăваш шĕвеке хăнăхса.

Çынна тĕп тăвать çав эрех,
Ăнланăр çакна иртерех.
Кайсассăн çак чир вăраха
Юлать тус-тăван тăлăха.

Хаяр та çиллес аншарли,
Ултавлă, чее ун алли.
Ăна вăхăтра хуçмасан
Хăвна вăл пăвать мăюнтан.

Йÿç тĕтĕмлĕ, шăршлă тапак,
Чĕлхи камшăн ырă, пылак.
Кĕрсе вырнаçсассăн ăша
Йăлтах тĕп тăвать, апăрша.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 274 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.11.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Витĕрех кураймăп, 
Çын вăл кантăк мар. 
Чунăмпа туятăп, 
Ăшунта кăвар. 

Ах, çулсем чупаççĕ, 
Çук тытса чарма. 
Вăй-халсем чакаççĕ. 
Яш-йышпа утма. 

Сăн питре илемлĕ 
Кулă яланах. 
Ырă ĕç çынсемшĕн 
Тунă эс пайтах. 

Пурăнăç сукмакĕ 
Анлă сан, хивре. 
Çапларах сăмахăм: 
Пул ялан тĕпре.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 322 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çырма, çырма, çырма... 
Пайтах çав Чăвашра.
Пит меллĕ ярăнма
Юр çийĕн тайлăкра.

Ялта шăпах, кичем.
Ăçта-ши ачасем?
Те çунашки çукран,
Çукрах ярăнакан.

Çырмасерен йăмра, 
Кашни кĕрнек, лаштра.
Тураттисем черчен,
Пас пĕрчисем мерчен.

Туратсерен йăва,
Канать юр йăвара.
Пуçне усать йăмра
Чун кÿтнĕ вăхăтра.

Куракĕсем те çук,
Ăсаннă кăнтăра!
Ярăнакан та çук,
Çил çеç халь çырмара.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 269 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Петĕр нихăçан та сунар ĕçĕпе кăсăкланман. Çавна май сунар йыттине те усраман вăл. Пĕррехинче унăн килне вăрăм ураллă, çинçе пилĕклĕ çулталăксенчи вĕшле пырса явăçать. Чăвашсем мĕн авалтанпах кил-çурта йытă пырса кĕрсен ырра тенĕ. Халăх каланине тĕпе хурса Петĕр вăрăм сăмсаллă йытта тăрантарать, хăйĕн патне хăнăхтарать. Çитменнине йытти питĕ кăмăллă, çынсем çине тапăнманни курăнать. Шикленсе Петĕр ăна пурпĕрех сăнчăра лартать. 
Хăй механизатор пулнă май ăна вăл çăвĕпех тĕрлĕ ĕç тунă çĕре уя илсе çÿрет. "Беларусь" трактор алăкне уçсанах йытă юнашар кĕрсе ларать. Сисмесĕрех кĕрхи кунсем çывхараççĕ. Йытă самай тĕрекленет. Чупасса вара тĕлĕнмелле хăвăрт чупать.
Акă юпа уйăхĕ те кантăкран шаккать. Кун кĕскелнĕ май ял кĕтĕвĕ çытармаран таврăннине сисмен Петĕр. Васкавлăн урама тухса пÿрт умĕнчи ĕнипе сурăххисене кил хушшине кĕртсе хупать. Пахчана тухса пăхать те çĕр улми кăларнă лаптăка акса хăварнă ыраш калчи çинче сурăхсем çÿренине асăрхать. "Чим-ха, ку сурăхсене вĕшлепе хăратмалла" пырса кĕрет шухăш. Сăнчăрти йытта вĕçертет те Петĕр анкартине илсе тухса сурăхсем çине ĕслесе ярать. Йытта курнă сурăхсем вырăнтан хускалаççĕ, вĕшле те вĕсем хыççăн. Пуçланать вара ахăр самана. Халĕ ни сурăххисем, ни вĕшли çук. Петĕр васкавлă урама чупса тухать.
Пурнăç çыннине темĕн те кирлĕ. Пÿрт умне вăл виçĕ метр тăршшĕ ăвăсран чус хăма çуртарса виç кĕтеслĕх туса типме купаласа хунăччĕ. Акă ĕнтĕ пахчаран çухалнă сурăхсем Петĕр килĕ умнелле вирхĕнсе анаççĕ. Хыçалта — вĕшле. Чи малта пыракан сурăх купаланă хăман кĕтессине аяккипе пырса çапăнать. Пысăк хăвăртлăх пулнăран сурăх тирĕ çурăлса каять, хырăмĕ йăтăнса тухать. Петĕр хĕрсе кайнă вĕшлене нушаланса тытса сăнчăра лартать. Халĕ ĕнтĕ вилмеллех суранланнă сурăха тирпейлемелле. Çак ĕçе туса пĕтерсенех сурăх хуçи тупăнать. Сурăх хуçи Петĕртен пилĕк кил урлă пурăнакан Васса кинемин пулнă. Вассан кил умĕнчи пахчан карти хавшак пулнăран сурăххисем анкартине кĕрсе кайма пултарнă иккен. 
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 314 | Author: Л.Антонов - Малтикас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz