Юнкун, 22.05.2024, 05:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Леонид Антонов пултарулăхĕ

Кушак мыскари
Раштав уйăхĕ вĕçленсе пырать пулсан та çанталăк кăмăллă. Тавралăх шап-шурă юрпа витĕннĕ, сивĕсем çыртсах каймаççĕ-ха.
Ĕç кунĕ пуçланнипе пĕрлех "Çăлтăр" хуçалăх ертÿçи Павел Иванчă "Волга" автомашина шоферне чĕнет те Шупашкара каясси çинчен пĕлтерет.
— Тепĕр çирĕм минутран кĕске планерка ирттернĕ хыççăн тухатăп, урхамах хатĕр пултăр, — тет. Михал Ваççин урхамахĕ яланах хатĕр. Иртнĕ кун ĕç вĕçленсенех вăл ăна "апатлантарнă", çуса тасатнă — çула тухмалла кăна. Гаража кĕрсе урхамаха пăхса çаврăнать те вăл, тапратса кантур умне пырса лартать. Кантăккипе капотне тусантан шăлса тасатать, ураписене тĕрĕслет.
Çав вăхăтрах ял енчен Çтаппан Микулайĕ килни курăнса каять. Машин патне çитнипе пĕрлех вăл Ваççаран ăçта каяссине ыйтса пĕлет.
— Шупашкара çитмелле терĕ-ха хуçа, — хыпарлать Ваççа.
Çакă çеç кирлĕ пулнă Микулая.
— Тăхта, тархасшăн, пĕр 7—8 минут, эпĕ çиччас киле кучченеç патне чупса кайса килетĕп, — тесе ялалла вĕçтерет.
Мĕн кучченеçĕ йăтса килет-ха ĕнтĕ ку? Хула тăрăх кучченеç валеçсе çÿремелле-и тата манăн, мăртлатса илет хăй.
Правлени çуртĕнчен пĕр ик çĕр метрта кăна пурăнать Микула. Каланă пекех кĕске вăхăтра аллинчи хăмăр хут михĕпе персе те çитет. Çак михĕсене эпир хăй вăхăтĕнче витаминлă курăк çăнăхĕ тултараттăмăр.
— Мĕн кучченеçĕ сан унта, кама кĕртсе памалла ман ăна? — интересленет шофер.
— Хăраса ан ÿк-ха, Ваçли Михалчă, ку михĕри кучченеçĕ — кушак аçи. Йăлăхтарса çитерчĕ мур. Какай тушкине кирек ăçта çаксан та çăлăнăç çук. Кушак пĕрех шăтăк тупса кĕрет, какая тустарать. Хăтар мана çак кушакран, Шупашкара кайса яр, ахаль тумăп, — тесе сăмахне вĕçлет Микула. Шÿтлеме юратакан Ваççа миххе илет те машинăн хыçалти ларкăчĕ çине кĕртсе хурать. Çав вăхăтрах хуçа та алăкран тухни курăнать.
Акă ĕнтĕ вĕсем тапранса та каяççĕ, самантрах Упи ялĕ хыçала тăрса юлать. Асфальт сарнă таса çулпа Шупашкара çитсе килесси йывăр ĕç мар хальхи вăхăтра. Район центрĕпе те сыв пуллашрĕç вĕсем, кĕçех Ишек лапамĕ курăнса каять.
— Пирĕн машина çинче Çтаппан Микулайĕ парса янă кучченеç пур-ха, — систерет хуçана Ваççа.
— Мĕн кучченеçĕ тата? — шахвăртать хуçа.
— Аш вăрлакан кушак аçине Шупашкара ярса хăварма парса ячĕ Микула. Ишек лапамне аниччен çул хĕррине курăнмалли вырăна лартса хăварар-ха эпир ăна. Кам та пулсан пуянлăх тесе миххе хурса каятех. Каланă, тунă.
Хăйсем пасар çумĕнчи апатлану çурчĕ умне çитсе чарăнаççĕ. Ку вырăнтан михĕ ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Кĕçех Пикшик енчен "Волга" — такси пысăк хăвăртлăхпа анни курăнса каять. Михĕ патĕнчен иртсе каять вăл. Çук çав, илемлĕ михĕрен хăтăлаймăн. Шофер машинăна чарать те каялла парса михĕ патне çитсе те ларать. Малалла мĕн пуласси каламасăрах паллă. Михĕ кабинăра. Такси тăвайккинчен мĕнле хăвăртлăхпа аннă, апатлану çурчĕ умĕпе те çавăн пекех иртсе каять. Эпир те унран юлмастпăр. Таксинчен пĕр çухрăм хыçалтан ĕç-пуç мĕнле вĕçленессе сăнаса пыратпăр. Матрас фабрики те хыçала тăрса юлчĕ, ял хуçалăх академийĕн вĕренÿ хуçалăхĕ патнелле çывхаратпăр. Умра пыракан такси чарăнчĕ те шофер алăкран тухса кушак миххине аяккалла вăркăнтарчĕ. Кунпа лăпланмарĕ-ха, чупса пырса кушак миххине мечĕке тапнă пек пĕрех панлаттарчĕ. Кăмăла кайман пулас çул çинче тупнă пурлăх. Халĕ ĕнтĕ такси шоферĕнчен кулса эпир ăна хыçа хăвартăмăр.
Кун ăнăçуллă иртсе кайрĕ. Павел Иванчăн мĕн планлани пĕтĕмпех пурнăçланнă. Ĕç кунĕ пĕтнĕ çĕре ырă кăмăлпа таврăнтăмăр.
Микула эпир таврăнасса кантур умĕнчех кĕтнĕ. Кушак мыскари çинчен, ăна ăçта хăварнине каласа кăтартрăмăр.
Унтанпа шăпах вунă кун иртрĕ. Вун пĕрмĕш кун ирпе-ирех Микула колхоз кантурĕ умĕнче çÿрет. Мана курсанах: пĕтрĕмĕр, Ваççа, тесе ячĕ. Кушак аçи таврăнчĕ вĕт.
— Ан кулян, кăçал кушак аçи çулĕ, — терĕм эпĕ хирĕç. Мухтан кушаккупа, вунă кун хушшинче хĕрĕх пиллĕк çухрăмран каялла çитме пултарнă вăл.
Категори: Леонид Антонов пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (04.02.2011) | Автор: Л.Антонов - Малтикас
Миçе çын вуланă: 391 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz