Эрнекун, 17.05.2024, 09:08
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 81-85
Страницăсем: « 1 2 ... 15 16 17 18 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Эп сансăр тунсăхланине
Сисет-ши сан чуну?
Ялан тухать ман куç умне
Хĕр чухнехи сăну.

Мăнукусен сассисемпе
Шавлать-тĕр кил-çурту.
Пĕлсем:
Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе
Эс – манăн ырату.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 381 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Аван-и, аппа?
Час-час пыма
Çĕпĕр çулĕ пĕртте çывăх мар.
Малтанах сана пĕлсе тăма
Çырупа яратăп пĕр хыпар.

Хам сывах-ха.
Манси карчăкки
Йăлт çухатнă ватлăх канăçне.
Тĕл пулсан,
Пĕрмай мана хайхи:
“Кин тăвасчĕ, – тет, –
Чăваш хĕрне”.

Кĕр çитсессĕн манси каччипе
Хĕр пăхма пыратпăр Чăваша.
Кун çинчен эс
Сар кĕр çитеспе
Кăшт систер сăмах май ял-йыша.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 366 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кĕтмен-çĕртен йăлтах арканнă
Анне телейĕ çуркунне.
Çуратнă та –
Тÿрех чăрканă
Мăн хуйхăпа мана анне.

Ÿкернĕ вăл асăрхамасăр
Куççуль тумламĕ ман çине.
Эй, Турăçăм, паян та майсăр
Туятăп ун йывăрăшне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 405 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Куç хупмарĕ çăлтăр ирчченех.
/Тÿпере тем чул та ун йышши./
Ун çинче те,
Çĕр çинчи пекех,
Кунпа Çĕр ытла та шавлă-ши?

Мĕн пулса мĕн килĕ!
Эп кайса
Пĕлес тетĕп – пусарам чуна.
Пĕр самант Çĕр чăмăрне чарса
Антарса хăварăр-ха мана.



Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 368 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Уй пушаннă, саралнă вăрман...
Таврара тем чухлех кĕр палли.
Хуларан ялалла каякан
,çлемен кун 
Автобус тулли.

Хам çума,
Хĕсĕнсе те пулин,
Лартрăм çамрăк чикан майрине.
Хăлхинчи çавра кĕмĕл алкин
Çути ÿкнĕ ун пичĕ çине.

Çĕмĕрт куçлă.
Пите – выляса
Ачашларĕ хура çÿç кăтри.
Хăй вĕри.
Тарламасăр чăтса
Епле пытăр арçын чун-чĕри.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 410 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz