Эрнекун, 17.05.2024, 03:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 21-25
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 7 ... 107 108 »

Шăвать кун-çулăм малалла.

Çĕлен çулне те ак ăсатрăм

Пире чĕтретрĕ вăл хăватлăн.

Ырри те пулчĕ пуль пайтах

Анчах çĕлен сăхать хытах.

Халь ĕнтĕ ĕçлĕ çул шырар,

Лаша кăмăлĕпе пурнар.

Алрахчĕ пултăр тилхепе,

Юртар-ха ырлăх çулĕпе.

Ан çухатсам çулна, Лашам,

Санра эп шанăçа курам.

Çĕн çулăн кĕреки кĕрле,

Лашам, эпир ялан пĕрле!

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 368 | Author: Л.И.Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шурă лаша çулĕ —

Кашниех хĕпĕртесе

Кĕтсе илчĕ пулĕ...

Хăнасем паян нумай,

Кĕреке те тулăх...

Кив çула ăсатнă май,

Усалли, ан çулăх!

Тăвансем йĕри-тавра —

Кăмăла уçаççĕ...

Юрласассăн пĕр çавра —

Ташлама пуçлаççĕ.

Савăнаççĕ ваттисем,

Çамрăксем те йышлăн...

Ĕмĕтсем — çунатлисем

Пурнăçланччăр чыслăн!


Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Н.Г.Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

6
Мӑн Шетмӗ шкулӗнче ӗҫленӗ
Сатирик — Сӳпенкке Илли.
Ҫырма ӑна вара пилленӗ
Иван Мучин ҫӑмӑл алли.
Тусĕсемпе — Шавли, Сироткин,
Уяр, Колюшкинпа Нямань –
Тĕл пулнă, ҫырусем ҫÿретнӗ,
Пĕрне-пĕри вĕсем манман!
Сÿпенккене юратнă «Капкăн»
Хăй ачи пек. Мĕн-ма тесен
Пулнах çав хăйне май талантлă
Ун шÿчĕ-фельетонĕсем.
Шкулта та ӑннӑ унӑн ӗҫӗ.
Директор пулнӑ. Тивĕҫпех.
Анчах та шел: ылханлӑ вӑрҫӑ
Татать ҫыравҫӑ пурнӑҫне.
7
Манман-ха кӑшт астукалаҫҫӗ 
Мӑн Шетмӗ шур сухалёсем!
Хӗветёр Уяра. Ҫыравҫӑ,
Синкерлӗ вӑхӑтсем ҫитсен,
Кунта ачасене вӗрентнӗ
Тӑван чӗлхемӗре кӑштах.
Шупашкарта вăл тем тесен те
Ĕҫ тупайман ӗнтӗ, паллах.
Вӑл вӑхӑтра: камсем элекҫӗ —
Ҫавсем ҫеҫ пулнӑ хисепре.
Чӑвашӑн чӑн интеллигенчӗ!
Чӗтре вӗсем умне тӑрсан! Чӗтре!
Ҫук! Ҫук! Вӗсем... хӑйсем чӗтренӗ
Пулнишӗн вӑйсӑр Уяртан!
А вӑл ҫав "ҫынсене"... хӗрхеннӗ,
Пĕр сив сăмах та каламан...
(Малалли пулать).
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 300 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

8
Художник Алексей Григорьев -
Профессор пулнă. Четриксем.
Картинăсем ăста ÿкернĕ.
Поэзи чунĕллĕ этем.
Шкултах, Супенккене пула вăл,
Пуçланă сăвăсем çырма.
Ун пулнă псевдоним - "Бывалый"!
Кăшт... çапларах-ши курăнма...
Анчах сăввисене нихçан та
Вăл пичете паман пулас.
Хăй пуçĕпе хăех ăнланнă:      '
Поэт пулмашкăн... кирлĕ сас!
Вара вăл каснă урăх алăк
Тăван культурăна кĕме:
Мĕн чуль тĕпчев, статья, каталог...
Никам хаяймĕ тиркеме!
9
Трофимов Прохор: Çap çыннийĕ.
Полковник. Пулнă вăрçăра.
Ку темăпа вăл мĕн çырнийĕ
Выртман библиотекăра.
Эпир ача чухне: вуланă
Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла.
Мĕнле-ха савăннă, мухтаннă
Ун кĕнеки лексен алла!
Вара... вара алран ямасăр,
Çыврас килсея те — çĕрĕпе
 «Çÿренĕ" чăлкăм куç хупмасăр
Кĕнекери геройсемпе.
Ирпе ирех, шкула кайсассăн,
Сăмах — çав кĕнеке тавра!
Çапла вĕрентнĕ юратмашкăн
Пире çуралнă çĕр-шыва.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 280 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

10
Редакторччĕ Хисеплĕ Анна
Васильевна. Кушар енчен.
Вăл хăйĕн пурнăçне йăлт панă
Хаçат ĕçне. Ним юлмиччен.
Тракра ĕçлерĕ вăл пĕр хушă,
Каярахпа, ав - Сĕрпуре.
Пĕлместĕп: пулнă-ши ун пушă
Самант хăть хăй валли пĕрре?
Пулман! Пулман тесех калатăп
Ăна эп çывăх пĕлнĕрен.
(Турти кăштах лекет-мĕн-ха та
Мана Çĕньял Шетмĕ енчен).
Ялан - шырав! Ялан - çĕннийĕ!
Мĕн канăва тухичченех!   
Вăл пулнă самана сассийĕ!
Алла тăк — хăй вырăнĕнчех!
11
Учитель-фронтовик Георгцй
Трофимович тесен, эпир —
Шетмĕ енсем — пĕлетпĕр пурте:
Хăварнă вăл çапах та йĕр
Поэзире. "Çырни сахал ун —
Тесе ÿпкелеме пулать.
Анчах вăл... пурăнман кахаллăн!
Ăна кашни савса вулать:
Сăввисене... çу пек шăратнă!
Пиçсе çитмесĕр васкаман
Тÿрех редакцие чупмашкăн!
Çынпа та пулнă вăл аван:
Калаçнă, кулнă е шÿтленĕ, 
Анчах та... виçине тытса.
Черкке те, май пулсан, çĕкленĕ
Пире пурне те ыр сунса!
(Малалли пулать).
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 290 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz