Ытларикун, 30.04.2024, 05:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 107 108 »

Вĕçленейсен çурхи аки-сухи,

Епле паха тус-юлташсен куравĕ.

Шавлать паян ентешĕмсен пуххи...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Куç умĕнче халь пирĕн мĕн пурри

Мĕн лайăххи — Тăван çĕршыв мухтавĕ.

Янрать паян ентешĕмсен юрри...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Чун савăнать, тăванăм, акă, туй...

Ĕçчен çынна — Тăван çĕршывăм тавĕ.

Кĕрлет паян хаваслă Акатуй...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Вĕçленейсен çурхи аки-сухи,

Епле паха тус-юлташсен куравĕ.

Шавлать паян ентешĕмсен пуххи...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Куç умĕнче халь пирĕн мĕн пурри

Мĕн лайăххи — Тăван çĕршыв мухтавĕ.

Янрать паян ентешĕмсен юрри...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Чун савăнать, тăванăм, акă, туй...

Ĕçчен çынна — Тăван çĕршывăм тавĕ.

Кĕрлет паян хаваслă Акатуй...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 274 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мĕнпур чăвашсен Тутарстанри Аслă уявне халалласа

Тутар хули — Нурлат,

Кунта чăваш юрлать...

Юрла, тăван, юрла —

Чăвашсене ырла!

Тутар хули — Нурлат,

Юмахри пек курнать...

Ыр сун, тăван, ыр сун

Çапла хушать ыр чун!

Тутар хули — Нурлат,

Малашлăхпа пурнать...

Çĕнел, хула, çĕнел —

Йăл култăр çут хĕвел!

 

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 231 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пултаруллă ентеше — Иван Афанасьевич Прокопьев-Чураль сăвăç-юрăçа, çуралнăранпа 65 çул тултарнă май тата паянхи творчество каçне халалласа.

Тавралăх мамăк пек шап-шурă,

Паян та кăшт çăватчĕ юр...

Иван Чураль хайлать çĕн юрă —

Кĕвĕлеме таланчĕ пур.

 

Илсе ăсталăхне хăй тĕллĕн,

Тухайрĕ юрă тĕнчине...

Янраç вĕсем пит илĕртỹллĕн —

Савăнтараççĕ çынсене.

 

Хăех вăл сăвăç, композитор,

Юрлать хăех, купăс калать...

Ĕмĕтленни ун чăн та çиттĕр —

Çапла Трак енĕм халаллать!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 307 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кĕçĕн Шетмĕри хăйсен ентешне,Чăваш халăх поэтне — Юрий Сементере хисеплесе пỹлĕм уçнă уяв ячĕпе

Савса ỹстернĕ Кĕçĕн Шетмĕ

Вышкайсăр чаплă çынсене.

Тавралăхпа хитре çĕнетнĕ —

Куратпăр паллă сăнсене.

 

Çак хутлăх вăл —сăваплă вырăн,

Çавна чун-чĕрепе сисеп.

Ентешсене чыслаççĕ ыррăн,

Тăван кĕтес парни — хисеп.

 

Паян кунта уçатпăр пỹлĕм—

Сементере сума суса.

Вăл музеех пулать, ав, ỹлĕм,

Хăварăпăр халь — тав туса.

 

Асрах тытать çуралнă Танăш.

Мухтавлă улăпĕсене.

Тăванлăх туйăмĕ ку — шанăç:

Манса каймаççĕ вĕсене!

 

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 274 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Манмастпăр, Виталий Петров, сана,

Манмастпăр эпир юрӑçа.

Пуриншěн те çывăх, ентеш сан ятна

Тытатпăр ир-каç ăна асра.

 

Эс чаплă юрӑç пулса пурнăçра

Çунтарнă пиншер чěрене.

Юратнă çěр-шывшăн чипер самантра

Тăман хěрхенсе вăй-хална.

 

Патвар, улăп евěр чăваш ачине,

Мухтатпăр сана сăвăра.

Çак сăвва сан палăку вырăнне

Упратпăр тăван халăхра.

 

Усраççě ятна Чӑваш ен çыннисем

Ентешě пекех чěрере.

Пуриншěн те хаклă та çутă сăнна

Çухатмěç куçран ěмěрех.

Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем | Миçе çын пăхнă: 292 | Author: Ольга Андреева, Тавăшкасси | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.05.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz