Тĕп сиплев
çурчĕн хирургипе урологи
уйрăмĕнче вăй хуракан ĕçченсене
медицина сестрисен уявĕ ячĕпе
Шур
халатлă пикесем –
Пирĕн
сывлăх хуçисем!
Ура
çине тăриччен,
Куç
илмерĕр ман çинчен.
Шур
халатлă пикесем –
Канăçа
çухатнисем!
Тимлесе
хĕрÿ ĕçре –
Парăнмастăр
чир-чĕре!
Шур
халатлă пикесем –
Çурхи
кун илемĕсем!
Çутă
тĕнче шевлине,
Парнелетĕр
çынсене!
Шур
халатлă пикесем-
Юрă-ташă
ăстисем.
Çÿресе
кану çуртне,
Кăтартатăр
концертне.
Шур
халатлă пикесем –
Мухтава
тивĕçлисем!
Манас
çук нихçан сире.
Сывлăх
панăшăн пире!
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |