Эрнекун, 27.12.2024, 14:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 56-60
Страницăсем: « 1 2 ... 10 11 12 13 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Манăн анне лавккара
Куллен ĕçлет сутăçра.
Килен-каян çынсене
Сутать кирлĕ таварне.
 
Шкул ачине – пĕремĕк,
Вылямалли мечĕк.
Ватă çынсене вара 
Сĕнет çемçе çăкăра.

Кирлĕ тавар вăл сутать-
Тем туянма та пулать.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 348 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Килчĕ! Килчĕ! Çуркунне!
Юхан шывсем те тухрĕç.
Хĕвел хытă пĕçертет.
Сивĕ юра пĕтерет.
 
Ачасем урама тухаç.
Савăнаççĕ йăл кулса.ĕ
Кăшкăраççĕ те кулаç.
Хĕл иртет çке макăрса.
 
Ах! Çуркунне! Çуркунне!
Савăнтаран çке эс пире.
Ăшшипе, хĕвелĕпе
Тата чун хавалĕпе.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 356 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ҫынсем пӗр-пӗринпе тимлӗ пулни чун-чӗрере яланах ырӑ туйӑм хӑварать. Ҫамрӑк этем ватӑ ҫынна шыв кӳрсе парать-и, хӗр-упраҫ вӑрҫӑ инвалидне шавлӑ хулара урам урлӑ каҫарса ярать-и, кӳршӗ кӳрше йывӑр вӑхӑтра пулӑшма васкать-и - харпӑр хӑй ирӗкӗпе тунӑ ырӑ ӗҫсем этем хытӑ чунлӑ маррине уҫса параҫҫӗ.
Ҫынсем сисӗмлӗ чӗреллӗ пулни чуна хускатать. Хӑвӑн та ҫынна ырӑ тӑвас килсе каять. Кивҫене юлнӑшӑн мар, чун ыйтнипе, кӑмӑл туртнипе. Таврара ҫавӑн пек ҫынсем пур чухне пурӑнма та ҫӑмӑлрах пек туйӑнать. Чун савӑнать.
Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял-Шетмӗре пурӑнакан Арсентьев Николай Арсентьевич ҫакна нумай пулмасть тепӗр хут туйса илчӗ.
Ватӑ килти хуҫалӑха тӑр-пӗчченех тытса пырать. Ҫынсем пахчисенче ҫӗр улми кӑларма тытӑнаҫҫӗ-и, утӑ ҫулаҫҫӗ-и е тата темӗнле ӗҫ пуҫлаҫҫӗ-и - унӑн та ӑш вӑркама пуҫлать. Лартнӑ пахча ҫимӗҫе пуҫтарса кӗрсе хумалла вӗт, хӗл каҫмалла, выльӑхсем валли те утӑ хатӗрлемелле. Ҫуллахи кун хӗвелӗ хӗртсе пӑхать. Ан картинче талккишпе утӑ выртать. Ватӑ ҫын кунӗпе тенӗ пек утӑпа тӑрмашрӗ: ирхине салатрӗ, каярах темиҫе хутчен тавӑрса ҫӳрерӗ -утта хӑвӑртрах сарайне кӗртес пулать-ҫке, мӗншӗн тесен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, паян-ыран ҫумӑр пуҫланмалла. Ҫумӑр ҫитсен вара ӑҫта кайса кӗмелле-ши, пӗрре ҫума пуҫласан чарӑнас ҫук-ха вӑл!
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 550 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Упи ялӗ — ман ҫуралнӑ ялӑм, 
Ҫак кӗтес — юратнӑ вырӑн ман. 
Унпала тек ҫӗкленет вӑй-халӑм, 
Ун патнех чӗре туртать ялан.

Уйрӑмах ҫулла илемлӗ эсӗ —
Йывӑҫсем сип-симӗс ларнӑ чух. 
Вӑлтапа Ҫавал хӗрне ҫитсессӗн... 
Пуллисем выляҫ — ытарма ҫук!

Инҫех мар вӑрманӗ — савӑнмалӑх. 
Чӑрӑшсем, хырсем темӗн чухлех... 
Сывлама унта питех те лайӑх, 
Калӑн эс: рая лекнӗ! тесех.

Упи ен — районӑн пӗр кӗтесӗ, 
Ӳстеретӗн ӑслӑ ҫынсене... 
Кунта пур писателĕ, поэчӗ — 
Чӑвашра пӗлеҫҫӗ вӗсене.

Саламлатпӑр района эпир те — 
Ҫитмӗл пилӗк ҫул ҫитнӗ ятпа. 
Сӑвӑсем ҫыратпӑр каҫ та, ир те, 
Туслашас тесе — райхаҫатпа.


Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 435 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ак чĕрĕлет тавралăх, 
симĕсленет вăрман.
Татах куçать ачалăх
аяккарах манран.

Юрлать-ха асăнмалăх
ĕнер, паян, ыран.
Сăрт хыçĕнчи йăмралăх
хăв асунта тытсан.

Куçăм тулли пуянлăх
çуралнă ялăмра.
Пур та çав мухтанмалăх
юратнă вырăнпа.

Тулать, тулать тавралăх
янравлă юрăпа.
Савăнтарать тавралăх
чыслă, ĕçчен çынпа.

Аса илсемччĕ, тусăм,
çуралнă вырăна!
Час-час пулсамччĕ,тусăм,
тăван килте-çуртра.

Хлебнова Наталия
  Карайри вăтам шкул, 7-мĕш класс, 13 çулта 
  «Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 378 | Author: Ангелина | Кам хушнă: конкурс | Хăçан: 26.12.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz