Ашшĕпе амăшĕн питĕ илемлĕ хĕр ача çуралнă. Ăна Чиперпи ят панă. Унăн çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнă, йăлтăртатса тăнă. Куçĕсем вара… Янкăр тăрă пĕлĕт тĕслĕ, кăн-кăвак. Тути кĕлчечек пек хĕп-хĕрлĕ. Хитре çеç мар, ĕçчен те пулнă Чиперпи. Ашшĕ-амăшне те пулăшнă, урамри ачасемпе те выляма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хушшинче вăл чи хитри, чи ăсли, чи маттурри пулнă. Çемьере урăх ача пулман. Çавăнпа та Чиперпи пĕчченех ӳснĕ. Кил таврашĕнче йытă та, кушак та тытман. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕрне куç пек сыхланă, питĕ-питĕ юратнă. Сасартăк тем пуласран сыхласах çӳренĕ. Пĕр каçхине çывăрма выртсан Чиперпин ниепле те ыйхи килмен. Пӳртĕнче тĕттĕм. Ашшĕпе амăшĕ, кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, часах çывăрса кайнă. Чиперпи ыйхă вĕçсе кайнипе урама тухса кĕме шухăшлать. Урамра тӳлек çанталăк иккен. Çӳл тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, уçă çил вĕрсе иртет, хушăран йытă сассисем илтĕнеççĕ. Пӳрт умĕнчи сак çине ларать те Чиперпи çăлтăрсене сăнама пуçлать. Ытла та илемлĕ-çке вĕсем: пĕри тепринчен çутăрах. Çăлтăрсемпе киленсе ларнă вăхăтра тăруках ун çывăхнех пĕр çутă çăлтăр ӳксе анать. Халиччен кун пеккине курманскер, хĕр ача тĕлĕннипе хытса кайнă пек пулать. Кăшт тăрсан пăхать те – пӳрт умĕнчи улмуççи айĕнче çăлтăр йăлтăртатса выртать. Тем хушăра çăлтăртан арçын ача пулса та тăрать. Чиперпи чĕнейми пулса ларать. Кăшт сывлăш çавăрса илсен вăтанарах та тĕлĕнерех çапла ыйтать: «Эсĕ кам пулатăн ара?» — Тӳпери çăлтăр эпĕ, анчах та çĕр çине ансассăн çын пулса тăратăп, - тет тĕлĕнтермĕш каччă. — Çӳллĕ тӳпере пурăнатăн пулсан мĕншĕн çĕр çине анас терĕн вара?- кăсăкланать хĕр ача. — Эсĕ çăлтăрсем çине тинкерсе пăхнине асăрхарăм та анса курас терĕм, — хуравлать Çăлтăртей. — Питĕ илемлĕ пит-куçлă хĕр ача иккен эсĕ. — Эсĕ те питĕ илемлĕ каччă. Туссем пулăпăр эппин. Çăлтăртей тата Чиперпи! Хитре янăрать. Анчах та эсĕ ман пата мĕнле анса çӳрейĕн-ха? — Ан кулян, эпĕ çамрăк вĕт. Тата эпĕ питĕ хăвăрт вĕçетĕп. — Юрать апла.