Шăматкун, 11.01.2025, 13:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 49
Миçе материал кăтартнă: 36-40
Страницăсем: « 1 2 ... 6 7 8 9 10 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Эпĕ Чаканар ятлă ялта пурăнатăп. Тăван ялăм мана питĕ килĕшет. Улăх-çаран çинче черетпе кĕтӳ кĕтетĕп. Вăрмана кăмпана çӳретĕп. Çуллахи шăрăх кунсенче вара туссемпе кӳлĕре шыва кĕретĕп.
Пахчара та ĕç нумай. Пĕррехинче çапла йăрансене çумларăм та кӳлĕ хĕррине кайса çăвăнса килем-ха терĕм. Шывĕ тăрă, ăшă. Малтан пит-куçа çуса илтĕм, вара урасемпе шыва кĕрсе тăтăм. Çапла тăратăп шывпа киленсе. Сасартăк темĕскер ман урасене ярса тытрĕ те шывалла сĕтĕрме пуçларĕ. Мĕнрен те пулсан çакланасчĕ тесе алăсене тăсрăм — нимĕн те лекмерĕ. Мана шыв тĕпнех сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ. Тĕттĕм, сивĕ, сывлаймиех пулса лартăм. Кăшт вăхăт иртсен сывлама çăмăлланчĕ, ăшă пулса кайрĕ. Ман паталла пĕр пулă ишсе пычĕ.
— Эсĕ кам?
— Эпĕ çын. Кӳлĕ хĕррине çăвăнма килтĕм.
— Ман хыççăн пыр.
— Ăçта илсе каятăн мана?
— Çитсен курăн.
Пулă мана пĕр шăтăка ертсе кĕчĕ. Шалта шултра чулсем выртаççĕ. Чулсем тавра чечексем ӳсеççĕ, фонтансем пĕрĕхсе тăраççĕ, пулăсем ишсе çӳреççĕ. Чи пысăк чулĕ çинче икĕ пăт таякан пулă ларать. Аллинче — вăрăм туя.
— Эсĕ кам пулатăн?
— Эпĕ — Укçине. Кӳлĕ хĕрринче тăраттăмччĕ те мана сирĕн пулăсем шыва сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕç. Халĕ эп сирĕн умра тăратăп.
— Эсĕ кӳлĕ хĕррине мĕн тума антăн?
— Çăвăнма.
— Куратăн-и, шыв епле тăрă кунта. Эсĕ вара таса шыва вараласа çӳретĕн. Пирĕн таса мар шывра пурăнас килмест. Хушăран пулă та тытатăн пуль-ха?
— Эпĕ аттепе çеç икĕ хут тытрăм.
— Вăт, вăт. Мĕншĕн пире пĕрмаях тытатăр? Пирĕн те кунта пурнăç пырать вĕт: сирĕн хăвăрăн пурнăç, пирĕн — хамăрăн. Кунта та пĕчĕк пулăсем çуралаççĕ, ишме, апат тупма вĕренеççĕ. Шел мар-и вĕсене тытма? Сире пула пирĕн йыш кашни кунах чакса пырать.
Эпĕ нимĕн калама аптраса тăратăп. Тĕрĕсех калать вĕт-ха ватă пулă. Хирĕç калама сăмах та çук.
— Сана кунти пурнăçа кăтартас пулать, унсăрăн эсĕ нимĕн те ăнланмастăн. Малашне пирĕн пурнăçпа пурăнма тытăнатăн.
Ватă пулă ман ума тăрса тем пăшăлтатма пуçларĕ. Пысăк хӳрипе çапрĕ те, мана япăх пулса кайрĕ: малтан алăсем çухалчĕç, кайран — урасем. Эпĕ пулă пулса тăтăм. Шăтăкран ишсе тухрăм. Мана хирĕç пĕр çамрăк пулă килет.
— Салам!
— Сана та салам!
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 310 | Author: Оксана Журавлева | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.12.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Астан хăйĕн шыври патшалăхĕнче савăнса çеç пурăннă. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çичĕ хĕрĕ. Чи асли — Стана ятлă. Хĕрĕсем вара пĕри тепринчен чипер пулнă. Шыв патши вĕсене питĕ юратнă. Кашни хĕрĕн уйрăм пӳлĕм, илемлĕ кĕпесем, хитре пушмаксем, йăлтăркка шăрçасем, хăлха çаккисем, сулă-çĕрĕсем… Астанăнни пек хитре хĕрсем патшалăхĕпе те никамăн та пулман. Ашшĕ хĕрĕсене куç пек сыхланă.
Астанăн Рина ятлă аппăшĕ пулнă. Çак усал та хытă чунлă хĕрарăм шăллĕ пуян пурăннине курайман, унăн пурлăхне ăмсаннă. Астанăн хĕрĕсене вара чунтан юратман. Рина шăллĕн патшалăхĕнче хăй хуçа пуласшăн çуннă. Астан вара аппăшĕн вăрттăн шухăшне пĕлмен, ун çинчен шухăшлама та пултарайман. 
Пĕррехинче аппăшĕ Астан патне хăнана килнĕ. Шăллĕ ăна вăхăтлăха пурăнма тесе хăна пӳлĕмне вырнаçтарнă. 
Пĕр кунхине Астан чи çывăх юлташĕ патне хăнана кайнă. Патшалăхне астуса тăма, хĕрĕсене пăхкалама Ринăна шанса хăварнă. Шăллĕ кайсанах çак хапсăнчăк хĕрарăм пĕтĕм патшалăха пăхса çаврăннă, чее куçĕсене выляткаласа куланçи тунă. Куç умĕнчи пуянлăха еплерех çавăрса илес-ши тесе кунĕн-çĕрĕн пуçне çĕмĕрнĕ. 
Ырă кăмăллă шыв патши хăйĕн асамлă туйине трон çинчех хăварнă. Çак туяна алла тытмалли ятарлă сăмахсем пулнă. Ăна Астанпа хĕрĕсем çеç пĕлнĕ. Асамлă сăмахсем каласа туяна алла тытсан çеç трон çине ларма юранă. Кам трон çине ларать — вăл патша.
Рина туяна парăнтармалли сăмахсене питĕ пĕлесшĕн çуннă, патша хĕрĕсенчен чееленсе те шахвăртса ыйтса пĕлесшĕн пулнă, анчах та Аслан хĕрĕсем, ашшĕ пекех, ăслă та шанчăклăскерсем, Ринăна пĕр сăмах та каламан.
Вара, ним тăвайманнипе, сĕмсĕр хĕрарăм апат хатĕрленĕ вăхăтра чипер хĕрсен куркисене тĕрĕссине калаттаракан кăн-кăвак тĕслĕ шĕвек ярса парать. Анчах та Стана мăн аккăшĕн вăрттăн ĕçне сисет, йăмăкĕсене те систерет. Хĕрсем куркари шыва пĕри те ĕçмеççĕ. Рина çакăншăн ниçта кайса кĕрейми тарăхса каять. Ун пуçĕнче тепĕр тĕрлĕ шухăш тĕвĕленет.
Каçхине, хĕрсем çывăрма выртсассăн, вĕсем çине лешсем сисмелле мар тухатланă шыв пĕрĕхет. Çав витĕмпе вĕсене пăрахăçа тухнă пĕр çурта илсе каять те хупса лартать. Ирхине хĕрсем вăранса каяççĕ те Ринăн киревсĕр ĕçне ăнланса илеççĕ, малалла мĕн тумалли çинчен шухăшлаççĕ. 
Станăн вăрăм çӳçĕ çинче пуç тури пулнă. Вăл çав турана илет те çĕре чакалама пуçлать. Хăйсене тухмалли шăтăка вĕсем черетпе чакалама калаçса килĕшеççĕ. Анчах та вăй кĕртмелли ĕçме-çиме çук ку шăтăк-шатăк çуртра. Чи кĕçĕнни, Вета, çĕр урайне йĕри-тавра пăхса çаврăнать те кĕтесре пĕр кăмпа ларнине курать. Ун çине çапла çырса хунă: «Хăвăр çинчен тĕрĕс сăмах каласан сирĕн пĕр ĕмĕтĕр пурнăçланать».
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 293 | Author: Анастася Харитонова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.12.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5» паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.
Акă пĕрремĕш урок – математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ.
Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», - шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ.
Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Женьăна: «Пирĕн кукамай чирлĕ, сыватсан лайăхчĕ», - терĕ. Вара Женя иккĕмĕш ĕмĕтне кукамай часрах сывалтăрччĕ тесе çырчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – Женьăн кукамăшĕ хăйне аван туйма пуçларĕ. Арçын ача питĕ савăнчĕ. Женя тетраде сунтăха хучĕ те çывăрма выртрĕ, вара ирчченех тĕлĕкпе айкашрĕ вăл.
Акă Женя пĕве хĕррине пулă тытма кайрĕ пек. Вăлтине шыва ячĕ те пулă кĕрессе сăнаса ларать. Сасартăк вăлта туртăнса илнĕ пек туйăнчĕ. Чалт! туртрĕ çÿлелле. Пысăк йăлтăркка пулă туртса та кăларчĕ. Савăнсах кайрĕ ача. Пулла вăлта йĕппинчен вĕçертме тытăнчĕ çеç – çепĕç те илемлĕ сасса илтех кайрĕ. Тин çеç туртса кăларнă пулă калаçать иккен. Ак тамаша! Халиччен пулă тытма нумай çÿренĕ Женя, пуллине те аванах тытса таврăннă киле… Анчах та кун пек калаçакан пулă тытса курманччĕ-ха. «Женя, эсĕ паян çăмăллăнах «5» паллăсем илтĕн, кукамуна та хăвăртах сыватрăн. Маттур эсĕ. Пĕве пуçĕнче выртакан тетраде шкула каякан ачасем пурте курчĕç, анчах пĕри те илмерĕç. Эсĕ – илтĕн. Эпĕ ăна ятарласа пĕве хĕррине кăларса хутăм. Пур япалана та çăмăллăн тума хăнăхсан хăвнах йывăр пулĕ. Тетрадь çине мар, хăвăн çине шанмалла. Ăслă пул, ĕçчен пул, тăрăшуллă пул. Ман ырă сăмахсене ан ман».
Ирхине Женя вăранса каять те тÿрех сунтăха пăхать. Асамлă тетрадь çук! Телей пĕр куна кăна пычĕ иккен. Вăт сана ылтăн пулă!
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 306 | Author: Станислав Григорьев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 28.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

     Ял çумĕнчи  Ыртус кÿллине пурте лайăх пĕлеççĕ. Пысăках мар вăл. Хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă, тем те тÿснĕ çак кÿлĕ. Ун çинчен хывнă юмах-халапа пĕтĕм ял-йыш пĕлет. Мана та асатте каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ вара сире каласа паратăп.
     Çуллахи  вăхăтра виçĕ кун хушши пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкерĕ. Витререн тăкнă пек çунипе ял çумĕнчи кÿлĕ те тулса кайрĕ. Пĕр каçхине ял халăхĕ çывăрма выртсан кÿлĕ çывăхĕнче сасартăк кĕмсĕрт! туни илтĕнчĕ. Ытти çынсем те илтрĕç, те илтмерĕç, анчах та эпĕ (ку вăл ман асатте, вăл Хĕветĕр ятлă) кÿлĕ çывăхнерех пурăннă пирки çак сасса уççăнах илтрĕм. Тул çутăличченех мĕн пулчĕ-ши тесе шухăшласа выртрăм. Ирхине ирех тăтăм та ял йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм, анчах нимĕн те асăрхамарăм. Вара кÿлĕ патне  кайса пăхма шутларăм. Хĕвел те шуса тухрĕ, кайăксем те юрлаççĕ, темиçе кун çумăр çунă хыççăн çанталăк уяртса ячĕ. Кÿлĕ çине сăнасарах пăхса илтĕм – нимĕн те улшăнман пек. Ирхи тÿлек те лăпкă çанталăкпа киленсе тăратăп… Сасартăк кÿлĕ çийĕн темле ăнланмалла мар сасă илтĕнсе кайрĕ. Сасси вăйланса та вăйланса пырать. Кăшт тăрсан кÿлĕ варринче пĕр пысăк пуç курăнса кайрĕ: ни çын пуçĕ пек мар, ни пулă пуçĕ мар – тискер те хăрушă. Хăранипе те тĕлĕннипе пĕтĕм вăйран хыттăн кăшкăрса ятăм. Ал-ура хускалми пулса ларчĕ, вырăнтан та хусканаймастăп. Çак тискер чун ним пулман пек манпа калаçма пуçларĕ.
 - Мĕн кăшкăратăн? – тет хайхискер.
     Манăн вара хирĕç сăмах чĕнме  чĕлхе те çаврăнмасть. Аран-аран хама алла илтĕм те: «Эсĕ пирĕн кÿлле ăçтан лекнĕ? – терĕм. Вăл вара çапла каласа ăнлантарчĕ.
 - Эпĕ ĕнер каçхине çумăр çунă вăхăтра  çÿлтен персе антăм. Манăн атте – Шыв патши, мана сирĕн кÿлле килсе ячĕ. Мĕншĕн тесен çак кÿлĕ тавра кашни каç Усал вăйсем пуçтарăнаççĕ, кÿлĕ тĕпĕнче хăйсем валли пысăк çурт лартаççĕ, усал ĕçсем тума кавар тăваççĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăннине юратмаççĕ, çынсем савăнса-кулса пурăннине кураймаççĕ, çынсем çирĕп сывлăхлă вăй-халпа кунĕн-çĕрĕн тăрăшса ĕçленине чăтма пултараймаççĕ. Вĕсем усал вăй ярса тăнипе çынсем пĕр-пĕрне ăнланми пулаççĕ, пĕр-пĕринпе вăрçса-харкашса пурăнма пуçлаççĕ, хуйхă-суйхă айне путаççĕ, йывăр чир-чĕрпе асапланаççĕ, хытă чĕреллĕ пулса тăраççĕ. Çавăнпа мана атте çак Усал вăйсемпе кĕрешме, вĕсене пĕтерме ячĕ те ĕнтĕ сирĕн кÿлле. Анчах мана пĕччен вĕсемпе тупăшма йывăр пулать. Кăмăлу пулсан пулăш эсĕ мана. Эпĕ Ыртус ятлă. Иксĕмĕр пĕр шухăш-кăмăллă пулар.
 - Эпĕ Хĕветĕр ятлă. Санăн ырă сăмахусем мана килĕшрĕç. Эпĕ сана пулăшма хаваспах килĕшетĕп. Тус-юлташлă пулар, пĕрле ырă ĕçсем тăвар, - терĕм эпĕ.
 - Анчах эпĕ шывра сывлаймастăп вĕт-ха.
 - Ан кулян, çак симĕс шĕвеке виçĕ сыпкăм ĕç те – ишме те пултаратăн, вăйу та çителĕклех пулĕ.
     Эпĕ Ыртус панă шĕвеке ĕçрĕм те – хул пуççисем çинче пуллăнни пек çунатсем ÿссе ларчĕç. Хăранипе пĕшкĕнсех лартăм.
 - Ан хăра! Вĕсем сана шывра çÿреме кăна кирлĕ, шывран тухсан – хăйсемех çухалаççĕ.
     Çĕнĕ туспа иксĕмĕр шыва кĕрсе кайрăмăр. Кунта пачах та урăх тĕнче! Шыв курăкĕ, шыв чечекĕ, шыв чĕр чунĕ, шыв кайăкĕ… Пулли тата миçе тĕрлĕ-ши?
     Ишсен-ишсен пĕр пысăк  шăтăка кĕрсе кайрăмăр. – Кунта пире никам та тупаймасть, - терĕ Ыртус.  Эпир сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр та Усал вăйсемпе еплерех кĕрешмелли çинчен канашларăмăр.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 391 | Author: Данилова Мария Юрьевна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

     Манăн асанне пур. Вăл Кĕтерне ятлă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпир унпа яланах шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл тем тĕрлĕ юмах та, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те, тем тĕрлĕ халап та пĕлет. Çывăхри вăрман çинчен, улăх-çаран çинчен, шыв-шур çинчен нумай каласа кăтартнă вăл мана. Хальхинче вара сăмах-юмах кÿлĕ çинчен пулчĕ.
      Асанне çуралса ÿснĕ ялтан инçех мар пĕр çавра кÿлĕ пулнă. Çав кÿлĕ çинчен халăх хушшинче темĕнле халап та çÿренĕ. Асанне илтнĕ тăрăх, çав кÿллĕн шăп варринче пĕчĕк утрав пулнă. Ун çинче сăмахпа каласа пама май çук тĕлĕнмелле хитре чечек ÿснĕ. Çав чечек çинче хĕп-хĕрлĕ виçĕ çырла илĕртсе ларнă. Анчах та пĕр çырлине те никам та татса илме хăяйман.
     Пĕррехинче пĕр чухăн старик хăйĕн йывăр хуйхине пусарас тесе нимĕн тума аптранипе кимĕ çине ларнă та утрав çинелле çул тытнă. Çак ырă кăмăллă мучие ялта пурте хисепе хунă, хăй те çынсене нумай пулăшнă. Анчах та хăйĕн инкек сиксе тухсан пĕр çын та пулăшма пултарайман, мĕнле пулăшмаллине пĕлмен. Мĕншĕн тесен унăн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне тухтăрсем те, ялти карчăк-сиплевçĕсем те сыватайман. Чирĕ вара кашни кунах амаланнă, чипер хĕр ача начарланнăçемĕн начарланса пынă. Нинукăн ашшĕпе амăшĕ те чире пулах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çавăнпа та Унтри мучи мăнукне çухатасран хăрать, ăна епле те пулсан сыватасшăн çунать. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, пĕртен-пĕр савăнăçĕ унăн вăл.
     Акă Унтри мучи кимми утрав патне çитсе чарăннă. Старик кимĕ çинчен аннă та хăй сисмесĕрех чечек умне пырса чĕркуçленсе ларнă. Куçĕсенчен куççулĕ  шапăртатнă. «Эй, Турă! Çăлсам манăн Нинука, сыватсам пепкеçĕме! Вилме ан парах ăна, Çÿлти Турă! Ыйтатăп, тархаслатăп, йăлăнатăп! Пулăшсам Нинукăма!» - тенĕ вăл куççуль витĕр. Мучин  хурлăхлă куççулĕ чечек çине ÿкнĕ те – çепĕç те илемлĕ кĕвĕ янăраса кайнă. Старик ура çине сиксе тăнă та чечек çине тĕлĕнсе пăхнă. Чечек çинче виçĕ хĕрлĕ çырла! Куçа шартараççĕ, асамлăн курăнаççĕ. «Эпĕ ăсран тайăлтăм-ши?» - тесе мучи пит-куçне шывпа çуса илме шутлать. Шыв çинелле пĕшкĕнет те – ун çине хăйĕн сăнĕ мар, чипер пике сăнĕ пăхать иккен. «Ман чечек çинче виçĕ çырла пур, санăн вĕсене илмелле те шыва кĕрсе ман тымар çине хурса ямалла. Вĕсем мана вăй параççĕ. Эпĕ ыйтнине тусассăн сана «сывлăх шерпечĕ» паратăп. Çулĕ çăмăл мар. Ăнăçу пултăр!» - тет çак чиперкке сăнĕ.
     Унтри мучи шикленкелесе шыва кĕрсе кайнă. Утнă-утнă вăл шыв тĕпĕнче часрах тымар патне çитес тесе. Çулĕ чăнах та çăмăл мар иккен: тумхахлă, хăрушă… Çырласене чиперех асăрханкаласа йăтса пынă-ха вăл. Ак тамаша! Пĕр çырли ÿкет те çурăлса каять. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь. Куляннипе мучин алли-ури чĕтреме тытăннă. Инкек çине синкек тенĕ пек, ăнсăртран мучи такăннă та тепĕр çырли аллинчен тухса ÿкнĕ. Шыранă-шыранă ват çын – тупайман. Пĕртен-пĕр çăлăнăç – алăри юлашки çырла! Сылтăм ал лаппи çинчи çырлана ÿкерес марччĕ тесе Унтри мучи малалла тăнкăлтатнă. Чечек тымарĕ патне çитесси темиçе утăм çеç юлнă. Сасартăк таçтан хăяматран шыв çĕленĕ шуса тухнă та  алă çинчи çырлана хыпса çăтса янă. Пĕтрĕ пуç! Юлашки шанчăк та сÿнчĕ. Старик аран-аран юлашки вăй-халпа тымар патне çитсе ÿкнĕ. Чунĕ кÿтсе килнипе тымара ыталаса илнĕ те ÿлесе макăрса янă.
     Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши? Унтри мучи пуçне çĕклесе пăхнă та – тымар çинче пĕр пĕчĕк кĕленче савăтпа «сывлăх шерпетне» курах кайнă. «Нинук! Мăнукăм! Чире çĕнтеретпĕр! Кĕт мана! Эпĕ час…» - савăннипе кăшкăрсах янă мучи. Вăл тымара чуп туса илнĕ те çĕре çити пуç тайнă. Унтан кĕленче савăта çирĕппĕн чăмăртаса тытса хăй килнĕ çулпа каялла уттарнă.
     Шыв тĕпĕнчен илсе килнĕ асамлă шĕвеке пĕр эрне ĕçнĕ хыççăн Нинук сывалнă, малтанхи пекех аслашшĕпе чĕвĕл-чĕвĕл калаçма, выляма-кулма пуçланă. Унтри мучи мăнукĕ çине пăхса савăнса çеç пурăннă. Урăх мĕн кирлĕ ватă çынна.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 307 | Author: Бобылева Наталья Юрьевна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz