Пĕр чухăн çемье пурăннă. Хăш-пĕр чухне сĕтел çинче пĕр татăк çăкăр та пулман. Анчах та вĕсем пĕр-пĕрне питĕ юратнă: ашшĕпе амăшĕ тата икĕ ывăлĕ. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман: пĕр-пĕрне хисепленĕ, пулăшнă, пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă. Килĕштерсе пурăннипе, пер-пĕрне ăнланнипе вĕсем чухăнлăха çĕнтерсе пынă. Пĕчĕк пӳрчĕ вĕсен таса, тирпейлĕ, хăтлă пулнă.
Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ ĕçе тухса кайсан пиччĕшĕпе шăллĕ пулă тытма кайма шутланă. Пулă вăл тутлă та усăллă апат. Килте нимĕн те çимелли çук чухне — пушшех те.
Акă ачасем пĕве хĕррине çитрĕç. Кивĕ кимĕ çине ларса кĕсменсемпе авăса-авăса пĕве варрине кĕрсе ларчĕç. Кунта шăв-шав çук, пулă лайăх кĕрет. Ачасем вăлтисене шыва ывăтса ĕлкĕреймеççĕ — пулă хыççăн пулă çакланать. Каçхи апат пулчĕ те. Арçын ачасем савăнса çеç лараççĕ. Киле кайма хатĕрленеççĕ. Хавхаланса ларнипе ачасем сисмен те — тӳпене хура пĕлĕтсем сырса илнĕ. Чашлаттарса çумăр çума пуçларĕ, аслати авăтма, çиçĕм çиçме тытăнчĕ. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыв çинче пушшех те хăрушă иккен. Ниçта тарса пытанма çук, çиçĕм çиçсе куçа шартарать, аслати авăтса чуна çӳçентерет. Ачасем часрах пĕве хĕрринелле ишме пуçларĕç. Çине-çине хум пырса çапнипе кимĕ малалла шумасть, пĕр вырăнта тăнă пек туйăнать. Акă пĕр вăйлă хум килсе çапрĕ те кимме ӳпĕнтерсе ячĕ. Ачасем шыв айĕнче çапкаланчĕç-çапкаланчĕç, ниепле те çиеле ишсе тухаймарĕç. Шыв вăйĕ вĕсене пĕве тĕпне туртса анса кайрĕ. Арçын ачасем малтан шывпа чыхăнчĕç пулсан — халь вара пулăсем пек шывра çăмăллăнах сывлама пуçларĕç. Вĕсем çине пулă сăнлă çынсем пĕрре тĕлĕнсе, тепре шеллесе пăхрĕç. Мĕншĕн тесен пĕве тĕпне лекнĕ çынсем урăх нихăçан та кунтан тухайман. Тухсассăн та çĕр çинче вĕсем нумай пурăнайман. Çакна пĕлсен ачасем чарăнайми макăрма пуçларĕç: «Пире çӳлте аттепе анне кĕтеççĕ, эпир ăçтине те пĕлмеççĕ вĕсем. Паян пулă яшки пĕçерсе çиесшĕнччĕ».
«Ачамсем, ун пекех татăлса ан макăрăр-ха эсир. Эпĕ сире хам пата пурăнма илетĕп. Кунти пурнăçа эсир часах хăнăхатăр, тус-юлташсем тупатăр», — терĕ пĕр ватă пулă. Вара ачасене хăйĕн килне илсе кайрĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ майĕпен лăпланчĕç, макăрма та чарăнчĕç.
Çĕр çинче ашшĕпе амăшĕ ачисене кĕтрĕç-кĕтрĕç, кĕтсе илеймерĕç, шырама тухрĕç. Пĕве хĕррине шыраса çитрĕç, пăхаççĕ — çаврăнса ӳкнĕ кимĕ шыв çинче чӳхенсе тăрать, ачасем ниçта та курăнмаççĕ. Амăшĕн чĕри яш! чиксе кайрĕ. «Ăçта пирĕн ачасем? Путса вилнĕ-и?» — хурлăхлăн кăшкăрса ячĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ куççуль юхтарса килне таврăнчĕç.
Ватă пулă ачасене хăй çурчĕпе паллаштарчĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕн кăмăлĕсем хуçăк пулсан та мучи пӳртĕнчи илемлĕ япаласене тӳрех асăрхарĕç. Пӳлĕм варринче ларакан çавра сĕтеле темиçе тĕслĕ чултан тунă, вăл йăлтăртатса çеç тăрать. Пукан хыçĕсем пулă çуначĕсем евĕрлĕ, ун çине ларсассăн хыçалтан çунатлă çын пек курăнатăн. Стена çинче тĕрлĕ тĕслĕ пулă пуçĕсем çакăнса тăраççĕ: кăвакки, хĕрли, хăмăрри, хури, сарри… Пысăк чӳрече кантăкĕсем тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатаççĕ. Кантăкăн çӳлти пайĕ сарă тĕслĕ пулнă пирки хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнать.
Пулă мучи тирпейлĕхе, тасалăха, илемлĕхе юратать иккен. Пӳртре кашни япалан хăйĕн вырăнĕ пур. Ватă пулă пĕчченех пурăнать. Унăн икĕ ывăл пулнă. Пĕррехинче уçăлма тухсан вĕсене çĕр çинчен шуса кĕнĕ çĕлен-калта çисе янă. Мучи куляннипе вăхăтсăрах ватăлса ларнă. Халĕ вăл çамрăк çынсенче хăйĕн ывăлĕсене курать, вĕсене пулăшма тăрăшать.