Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, çăлтăрсем пурăннă. Вĕсем ытарма çук хитре пулнă, çĕрле пĕтĕм тĕнчене çутатса тăнă. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăннă, усал ĕç тăвасси вĕсен шухăшĕнче те пулман. Çăлтăрсен пĕр йăла пулнă: çулталăкра пĕрре çĕр çине анса çынсем еплерех пурăннипе кăсăкланмалла, пулăшу кирлĕ пулсан — пулăшмалла. Çак ырă йăлана вĕсем çирĕп тытса пынă. Кашни çулах пĕр-пĕр çутăрах, хастартарах çăлтăра çĕр çине антарнă. Виçĕм çул Манмас пулса курнăччĕ çынсем патĕнче. Çĕр çине ура ярса пуссанах халăхăн нушине ăнланса илнĕччĕ вăл. Уйăх ытла çумăр çуман пирки çĕр пичĕ типсе ларнă, йывăç-курăк сарăхса кайнă, тырпул, пахча çимĕç ӳсме пăрахнă, кӳлĕсем ăшăхланнă, çулсем тусанпа витĕннĕ, çынсем шăрăхпа аптăраса çитнĕ, чирлисен шучĕ икĕ хут ӳссе кайнă. Çак хăрушă ӳкерчĕке курсан Манмасăн чĕри хĕссе килнĕ, чунĕ ыратма пуçланă, кăмăлĕ хуçăлнă. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах каялла тӳпене вĕçсе хăпарнă та çĕр çинчи инкек çинчен Аслă Çăлтăра каласа кăтартнă. Аслă Çăлтăр вара тӳрех Çумăр Çăлтăрне хăй патне чĕнтернĕ те çĕр çинчи хурлăхлă лару-тăрупа паллаштарнă. Лешĕ пулăшма сăмах панă, хăй сăмахне тытнă: тепĕр эрнерен ăшă та лăпкă çумăр икĕ кун хушши çĕр çине лӳшкенĕ. Çакна пĕлсен Манмас та, Аслă Çăлтăр та питĕ савăннă. Пĕлтĕр вара çĕр çинчи халăх нуши-тертне сăнаса пĕлме Санлука янăччĕ. Мĕнле шухăшпа каялла таврăннă-ха вăл? Çĕр çинче унăн сывлăшĕ пӳлĕнсе ларнă иккен. «Сывлăш таса мар, сывлама йывăр, пыра кăтăклакан, куçа касакан тем тĕрлĕ йӳçĕ шăршă та пур çĕр çинче», — тесе каласа панă вăл Аслă Çăлтăра. Аслă Çăлтăр каллех хыпăнса ӳкнĕ. Мĕнле пулăшмалла-ха çынсене? Шухăшласан-шухăшласан вăл Сывлăш Çăлтăрĕпе Сывлăм Çăлтăрне чĕнтернĕ те çапла каланă: «Ырă çăлтăрăмсем! Çĕр çинче пурăнакан çынсене пулăшмалла пирĕн. Манăн шанчăк — сирĕнте. Çĕр çине таса сывлăш ямалла — пурте çăмăллăн сывлама пултарччăр. Çĕр çине таса сывлăм ытларах тăкмалла — сад-пахчасем, уй-хирсем, улăх-çарансем наркăмăшлă тусанран тасалччăр», — тенĕ. Икĕ ырă çăлтăр хăйсен ĕçне пурнăçласа тăма сăмах панă.
Юмахсар ялĕ ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çыннисем кăмăллă та лăпкă кунта, ĕçчен те тараватлă. Кашни хăй шухăш-ĕмĕчĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе пурăнать. Пĕр уйрăмлăх çеç пур ку ялта — пурте пĕр-пĕрне юмах каласа пама юратаççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр чухне хăйсене те юмахри пекех туяççĕ вĕсем. Кĕмĕлпи те юмах итлеме питĕ юратать. Çемьере вăл иккĕмĕш хĕр ача. Унăн аппăшĕ — Ылтăнпи, йăмăкĕ — Пăхăрпи. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Пур — пĕрле, çук — çурмалла вĕсен яланах. Ашшĕпе амăшĕ те килĕштереççĕ, юратаççĕ вĕсене. Вĕсен пахчинче пĕр тĕмеске пур, çав тĕмеске çинче шурă хурăн ӳсет. Хурăн айĕнче илемлĕ йывăç сак пур. Ку — Кĕмĕлпин чи юратнă вырăнĕ. Каçсерен вăл сак çине тухса ларать те тӳпенелле тинкерсе çăлтăрсен вăййипе киленет. Хăй пĕлекен юмахсене аса илет, çĕнĕ юмахсем шутласа кăларать. Акă паян та вăл хăйĕн юратнă вырăнĕнче ларать, янкăр тăрă тӳпери çăлтăрсене сăнать. Унччен те пулмасть — ун умне çӳлтен пĕр çутă пусма анса тăрать. Çутă шартарнипе Кĕмĕлпи куçĕсене аллипе хуплать, уçма та хăраса ларать. Çав вăхăтра сасă илтĕнет: «Хăпар! Телейлĕ пулатăн! Ан хăра! Хăпар, хăпар, хăпар…» Сасă çухалнăçемĕн çухалса пырать. Кĕмĕлпи хăй сисмесĕрех пусма тăрăх çӳлелле хăпарма тытăнать. Хăпарма питĕ çăмăл иккен: вĕçсе хăпарнă пекех туйăнать ăна. Пăхать те — умра çап-çутă хула тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатса ларать. Çурчĕсене çăлтăр евĕр ăсталанă. Урамсене çутă çаврашкасем çутатса тăраççĕ.
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, Çăлтăрстан ятлă патшалăхра Çăлтăрçă ятлă асамçă хĕрарăм пурăнать. Вăл пурне те пĕлет, пурне те сисет, пурне те курать, илтет, сăнать, туять, ăнланать, пулăшать… Ăна хăйне те ку çĕршывра пурте пĕлеççĕ. Камăн мĕнле инкек сиксе тухать — тӳрех ун патне сĕнӳ е пулăшу ыйтма пыраççĕ. Çăлтăрçă никама та хирĕçлемест, сив сăмахпа çапса хуçмасть, ăшшăн калаçса кăмăлĕсене уçать, хуйхи-суйхине ыйтса пĕлет, пулăшма сăмах парать. Пĕррехинче ун патне икĕ çăлтăр, Йăлтăрпипе Çутпи пыраççĕ, иккĕшĕ те куççульпех йĕреççĕ. Çăлтăрçă вĕсене мамăк пĕлĕт евĕр çемçе пукан çине лартать, çумăр шывĕ пек тăрă шыв ĕçтерет, мĕн хуйхăпа çӳренине ыйтса пĕлет. Хĕр ачасем пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çапла каласа параççĕ: — Пирĕн чи юратнă çыннăмăр — аннемĕр — чирлесе ӳкрĕ, çичĕ эрне асапланать, сыватмăшра та выртса тухрĕ. Усси çук. Пуçĕ çаврăнать, вăйĕ çук: вырăн çинчен те тăраймасть. Çăлтăрçă аппа, аннене ура çине тăратма пулăшăр-ха, тархасшăн. — Аннĕре эсир хăвăрах пулăшма пултаратăр. Эпĕ сире кирлĕ сĕнӳ çеç паратăп. — Эпир мĕн тумаллине йăлтах тăватпăр, пире калăр анчах. — Сирĕн аннĕр питĕ илемлĕ, ĕçчен, кăмăллă хĕрарăм. Ун çинчен куç илме май çук. Çавăнпа та усал та кĕвĕç чунлисем ăна куçăхтарнă. Сыватма вара çăмăлах пулмĕ. Çĕрстан çĕршывне кайса уй варринче ларакан улмуççи çинчи йӳçĕ пан улмие татса килсе çитермелле, вара сывалать. Анчах та Çăлтăр турри никама та Çĕрстана кайма хушман. Çавăнпа та унта çичĕ сехет хушшинче кайса килмелле, ытларах тăрсан — Çăлтăр турри сисме пултарать. — Тавах сана, Çăлтăрçă аппа, эпир кайса килетпĕрех, вăхăтра çитме тăрăшатпăр. Йăлтăрпипе Çутпи мĕнле каясси пирки шутлама тытăнаççĕ. Иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне икĕ çын вырнаçмалăх пĕчĕк карап туса пама ыйтаççĕ. Лешĕ хаваспах килĕшет. Ылтăн алăллă каччă виçĕ кун хушшинче хăвăрт вĕçекен карап ăсталаса парать. Хĕр ачасем пиччĕшне тав тăваççĕ те çула тухаççĕ.
Пĕр пуян çемьере арçын ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ чунтан савăннă: пĕртен пĕр ачи-çке-ха. Вĕсем ăна темиçе çул кĕтнĕ. Савăнăç тени тинех вĕсем патне те çитнĕ. Арçын ачана Савтей ят панă. Питĕ ачашласа ӳстернĕ çак ачана: мĕн ыйтни йăлтах ун умĕнче пулнă, нимрен те чару пулман. Çавăнпа та хăйне çеç юратса ӳснĕ Савтей. Никама та юратман, хĕрхенмен, пулăшман вăл, пур-çукшăнах кӳрентерме те вăтанман. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç», — теççĕ çав. Ку ачана хăйне те ял çыннисем килĕштерсех кайман, анчах та кун çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламан. Мĕншĕн тесен Савтейĕн ашшĕ ăна питĕ хӳтĕленĕ, уншăн такама та тем тума хатĕр пулнă. Çак ялтах тепĕр урам вĕçĕнче чухăн çын çемйинче Чунпи ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл Савтей пек мар, пачах урăхла пулнă. Çын хуйхи-суйхине сăмахсăрах ăнланнă, пулăшма васканă, пурне те ырă суннă. Çынсене те, чĕр чуна та чунтанах юратнă. Хăй вăл ытарма çук чипер хĕр пулнă: яштака пӳ-силлĕ, пăхса тăранмалла мар илемлĕ пит-куçлă, кăн-кăвак куçлă, вăрăм çӳçлĕ. Пĕтĕм ял çынни ун çине ăмсанса та юратса пăхнă. Анчах та пуянсем чухăн çын хĕрĕ тĕлĕнмелле хитре пулнăшăн кĕвĕçнĕ. Пĕррехинче вăрмана çырла пуçтарма кайсассăн курайман çынсем Чунпие тапăнаççĕ, ăна вĕлересшĕн пулаççĕ. Çав вăхăтра тĕлĕнтермĕш япала пулса иртет. Усал çынсен серепине çакланнă Чунпи икĕ аллине тӳпенелле çĕклет те тем пăшăлтатса илет. Унччен те пулмасть — вун çичĕ çулхи Чунпи йăлтăркка çăлтăр пулса тӳпенелле вĕçсе хăпарса каять. Чиперккене пĕтерме шутланă çынсем тĕлĕнсе хытса пăхса тăрса юлаççĕ.
Эй, çынсем! Мĕншĕн эсир тăван çĕре юратми пултăр-ши? Сывлăш таса мар, пур çĕрте те çӳп-çап, йывăç-курăк та ешермест, чĕр чунсем те сахалланса юлчĕç. Çыннисем те салху, кичем. Мĕн тумаллине никам та пĕлмест. Вĕсем хăйсем айăплă-çке. Çак çĕр пичĕ юхăннă вăхăтра пĕр çемьере пиллĕкмĕш ывăл çуралать. Ăна Ырван ят параççĕ. Вăл ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Асламăшĕ ăна темиçе çул каялла çĕр пичĕ еплерех илемлĕ пулнине, çынсем пуян та телейлĕ пурăннине каласа парать. Ырван вара çав илеме куçпа та курман. Каччă шутне кĕнĕ Ырван пĕррехинче сĕм çĕрле куçне темле çутă çинипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче палламан хĕрарăм тăра парать. Хăй шап-шурă кĕпепе, çӳçĕ сап-сарă. Ырвана çак хĕрарăм Турă пекех туйăнса каять. Яш каччă малтанах хăраса ӳкет. Анчах та çак хĕрарăмран темле ырăлăх тапса тăнине сиссе лăпланнă пек пулать. — Эсĕ ан хăра манран. Эпĕ — Ырă Сывлăш, Çĕрпи тесе чĕнеççĕ. Мана Усал Вăйсем петересшĕн. Тархасшăн, çăлса хăвар мана. Эсĕ çеç пулăшма пултаратăн. Мĕншĕн тесен ăслă та ырă кăмăллă çынсем çеç çĕре упраса хăварма пултараççĕ. — Эпĕ сана пулăшатăпах. Мĕнле пулăшмаллине кăна пĕлместĕп. — Санăн пĕр çăлтăр тупмалла. Вăл — Телей çăлтăрĕ. Чи малтан вара Телей хăвăлне шыраса тупмалла. Телей хăвăлĕнчи çутă çул тӳпенелле илсе каять. Эпĕ сана шанатăп. Ăнăçу пултăр! Тепре тĕл пуличчен! Çĕре мĕнле пулăшасси çинчен Ырван ирчченех шухăшласа выртрĕ. Ура çине тăрсан та пуçран шухăш каймарĕ. Ăçтан тупмалла-ха ку Телей хăвăлне? Халиччен вăл нумай кĕнеке вуласа тухнă, анчах та Телей хăвăлĕ çинчен ниçта та çырман. Тĕрлĕ шухăшпа пуçа çавăрса кун иртни те сисĕнмерĕ. Каç пулчĕ. Ырван çывăрма выртрĕ. Тутлăн тĕлĕрсе кайрĕ çеç — тĕлĕк тĕлленчĕ. Вăл сала урамĕпе пырать пек. Ун умĕнче сак çинче хĕр ача ларать пек. Вĕсем пĕр-пĕрне паллаççĕ пек. Çак хĕр ача Телей хăвăлĕн тĕлне пĕлет пек.