|
Категорире миçе материал: 28 Миçе материал кăтартнă: 26-28 | Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Ачалăхри савăк кунсем
Иртрĕç çиçĕм пек.
Яш чухнехи ыр вăхăтсем
Чăн та иçĕм пек...
Пурнăç çулĕ такăр мар
Теççĕ авалтан,
Атте-анне пилленине
Асра тыт малтан!
Чăпар кăвак кăвакарчăн
Ларчĕ çурт çине.
Тăнăç пурнăç кайăкне эс
Курмăн вăрçнине...
Хăв суйланă мăшăрна
Юрат ĕмĕрне.
Пурнăç пур пĕр иккĕ килмест —
Савăр пĕр-пĕрне!
Кун-çул шăвать шыв юххи пек —
Чарма çук ăна.
Эпир вара çак çĕр çинче
Хăнара кăна...
Пĕрле ӳснĕ тантăшсем
Ялан чĕрере.
Тус-юлташпа пурăнмалла
Çутă тĕнчере!
Сас параççĕ хур кайăксем
Çӳллĕ тӳпере,
Çунатсемпе сулнă майăн
Ыр сунаç пире...
Пурнăç курнă ватăсем
Юлччăр хисепре.
Вĕсен ăслă халалĕсем
Пулччăр чи тĕпре!
|
Вăрçă тени пулмасть-çке çухатусăр, Вилнисене йĕрлевçĕсем шыраççĕ… Таврăннисем те: е чăлах, е сусăр – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Сыв юлнисем те халь хĕрÿ хевтесĕр, Вăй-халĕсем кунсеренех ыраççĕ… Пур пеккине ялан хисеплĕр эсĕр – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Уяв çитсен, вĕсем çавах хаваслă, Ват салтаксем те сухалне хыраççĕ… Вĕсен сăмахĕ пирĕншĕн чăн аслă – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ. Тепре чухне аса килет-ши яшлăх; Вăййа тухма çĕн çăпата сыраççĕ… Анчах хăйĕн ĕçнех тăвать-мĕн ватлăх – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Пуçран тухмасть пуль ĕлĕкхи ĕçченлĕх: Кирлех пулсан – каллех тырă выраççĕ… Питех те шел, нумайăшĕн пĕчченлĕх, Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Манса пĕрин ятне те ан хăварăр, Вĕсем çинчен ĕмĕрĕпех çыраççĕ… Кирек хăçан çул парăр, вырăн парăр – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
|
Вăрçă асапне кашниех пĕлет, Вăл – кашни этем чунĕнче… Ветерансене саламлас килет Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Вăрçă тенине кашниех сивлет, Вăл – кашни ăру юнĕнче… Ветерансене ыталас килет Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Паттăрсен ĕçне халăх ас илет, Ячĕсем – чĕре çумĕнче… Ветерансене юратас килет Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Пирĕншĕн пĕрмай пултăрччĕ тивлет, Пурăнар-ха çын шутĕнче… Ветерансене тав тăвас килет Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче! Шанчăк юлашки самантра вилет, Хаклă пирĕншĕн çутă тĕнче… Ветерансемпе савăнас килет Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Çĕршыв яланах телейне пиллет, Парăмлă – вĕсен умĕнче… Ветерансемпе мухтанас килет Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|