Юнкун, 06.11.2024, 02:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 28
Миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Куç тулли — туратлă тăвансем...
Ман сире халь ыталас килет.
Чĕререн тухаççĕ сăмахсем —
Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.

Куç тулли — юратнă юлташсем...
Ман сире халь чуп тăвас килет.
Эсир маншăн пурте çулташсем —
Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.

Куç тулли — ĕретлĕ ĕçтешсем...
Ман сире халь ыр сунас килет.
Тулăх пулччăр пирĕн сĕтелсем —
Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.

Куç тулли — хисеплĕ хăнасем...
Ман сире халь тав тăвас килет.
Çапла лайăх иртчĕр уявсем —
Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 321 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.11.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кĕрхи пурлăх паян кĕлетре — 
Ял ĕçченĕ ялан хисепре: 
Ăста алăсенче ĕç вĕрет — 
Çĕр çынни пĕтĕмпех ĕлкĕрет... 

Ĕçлесессĕн кăна эс пуян — 
Кулленех çакна лайăх туян. 
Сан пур енлĕ ăста пулмалла — 
Чĕре хушнă пек вăй хумалла. 

Ĕç пырсассăн ялан шав ăнса —
Пурăнас та килет савăнса. 
Хамăр тунă ĕçрен пахи çук, 
Тăван тăрăхăмран хакли çук. 

Сулăмрах-тăк халь пурнăç утти — 
Нихăçан сÿнес çук ял çути. 
Ан хуплаччăр хура пĕлĕтсем —
Çитсе пыччăр таса ĕмĕтсем.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 319 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.10.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пире пĕчĕкрен сăпкара эс ӳстертĕн,
Илсе Шетмĕпе Çавалтан вăй-хална.
Атте-аннесен çăкăрне эс çитертĕн —
Чунтан тав сăмахĕ калатпăр сана.

Пирĕн тĕллевĕмĕр,
Пирĕн телейĕмĕр —
Хамăр çуралнă юратнă Трак ен.
Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр,
Нишлĕ ӳсмерĕмĕр —
Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!

Пире ыррине вĕрентсе эс çын турăн,
Умра — ăраскаллă та çутă тивлет.
Ĕçре пархатар кăтартатпăр маттуррăн,
Санпа мухтанса пурăнассăм килет.

Пирĕн тĕллевĕмĕр,
Пирĕн телейĕмĕр —
Хамăр çуралнă юратнă Трак ен.
Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр,
Нишлĕ ӳсмерĕмĕр —
Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!

Эпир тăванла алла-аллăн утатпăр,
Малтан малалла инçете тинкерсе.
Пулас ăрусемшĕн çĕн шанчăк туптатпăр —
Пыратпăр куллен йывăра çĕнтерсе.

Пирĕн тĕллевĕмĕр,
Пирĕн телейĕмĕр —
Хамăр çуралнă юратнă Трак ен.
Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр,
Нишлĕ ӳсмерĕмĕр —
Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 366 | Author: Николай Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эпĕр питĕ телейсĕр çуралнă —
Аслă вăрçă пуçланнă çулта.
Аттесем çапăçу хирне кайнă —
Арçынсем сахалланнă ялта...

Аттесем вăрçăра парăнмарĕç —
Ăнланатпăр вĕсем тӳснине.
Аттесем вăрçăран таврăнмарĕç —
Пĕлеймерĕç эпир ӳснине.

Вăрçă шавĕ кĕрлерĕ те иртрĕ —
Арканмарĕ текех çирĕп мир.
Пуçсене шурă юрĕ те витрĕ —
Асатте те халь пулнă эпир.

Тахçанах пирĕнпе çук пулин те —
Манăçмаççĕ нихçан аттесем.
Нимле вăрçă ан курччăрччĕ ĕнтĕ
Паянхи ачасен ачисем!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Author: Николай Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ачашлать питрен çурхи уç çилĕ
Пăсланать те çăп-çăра тĕтре —
Сарлака та симĕс уй-хир çийĕн
Явăнать шап-шуррăн пĕлĕтре.

Улăхать-çке тӳпене хĕвелĕ,
Ылтăн пек хĕмне вăл сапалать —
Ешерен калча çине телейлĕн
Савăнса пăхса йăл-йăл кулать.

Шуçăмпах вăраннă та тăрийĕ,
Çут хĕвелшĕн хытă хĕпĕртет —
Сăвăлать: «Ял-йышăмăр тыррийĕ
Калама çук хӳхĕм ӳстĕр!» — тет.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 316 | Author: Николай Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 40
Хăнасем 40
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz