Юнкун, 06.11.2024, 02:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 28
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Янкас шкулĕнчи пĕрремĕш вĕрентекене — Василиса Ивановна Иванована аса илсе 

Эпĕ пĕрремĕш класа 
пынине илеп аса: 
йышăнтăн анне пекех — 
иккĕмĕш анне пекех... 
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен. 

Пĕлÿ патăн тăрăшса — 
ÿстерме пирĕн ăса. 
Çĕр-шыва юрăхлă çын 
пулма тивĕç пур кашнин... 
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен. 

Ватăлса пырать кун-çул — 
хăш чухне тухать куççуль. 
Йăпатма ачун чунне 
Кĕç тухатăн куç умне...
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен. 

Хамăр халь пурăннă чух 
сана манса каяс çук. 
Ырă ĕçшĕн Тавтапуç — 
ĕмĕр-ĕмĕр Таймапуç... 
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен.

Н.Ершов

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 336 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тараватлăн чĕнет хăнана уй хапхи
Тараватлăн кĕтет униче...
Таймапуçăм сана, тăван ялăм, тавси!
Эс вырнаçнă кашнин чунĕнче.

Анкарти хыçĕнче — яштака хурăнсем,
Анкарти хыçĕнче — тарăн вар...
Ачаран илĕртсе астаран вырăнсем
Чĕннĕ чух — ун патне таврăнар.

Тарăн вар тĕпĕнче — пĕчĕк çеç юхан шыв,
Хум çапать унăн ик çыранне.
Çĕмĕрес тĕллевпе урăх çул çук, ан хыв —
Тÿрлетеймĕн тек çĕр суранне!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Эп яланах çапла калап: 
— Юрать-ха килĕм пур... 
Кил-çурт пуртан — çапла калап: 
Çĕнеймĕ вилĕм-мур! 

Эп яланах çапла калап: 
— Юрать-ха мăшăр пур... 
Мăшăр пуртан — çапла калап: 
Чунра ман ăшă пур! 

Эп яланах çапла калап: 
— Юрать-ха атьсем пур... 
Вĕсем пуртан — çапла калап: 
Ÿстер те — телей кур!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 377 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чĕпĕтет кăрлачĕ — 
Хÿхĕм хĕл илемĕ. 
Çав çула кăларчĕ — 
Халь киле килем-и? 

Манăçми кĕтесĕм, 
Палламасăр ан тăр. 
Хирĕç тух, аннеçĕм — 
Чун кăштах лăплантăр. 

Пулаймарăм хам та 
Ялăмра пĕр хушă... 
Хăш чухне чăнах та 
Кÿрейместпĕр усă. 

Кĕт, çуралнă хутлăх! 
Тăван çуртăм, пурăн! 
Патăр сана хÿтлĕх 
Атте лартнă хурăн...
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 336 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Яланхи пек çанталăк
лайăх пултăр паян...
Саншăн уçă халь алăк —
Хăв шкула эс каян.

Эх, илемлĕ-çке кунĕ:
Йăл кулать çут хĕвел...
Хĕпĕртет ача чунĕ:
Пĕлÿ кунĕ — телей!

Çуллахи вăхăт шунă —
Иртнĕ вăл ахаль мар...
Çу каçа эс те тунă
Ырă ĕç сахал мар.

Эх, илемлĕ-çке кунĕ:
Йăл кулать çут хĕвел...
Хĕпĕртет ача чунĕ:
Пĕлÿ кунĕ — телей!

Сывлăхна çирĕплетнĕ —
Чăнахах эс маттур.
Вăй-хална тĕреклетнĕ —
Вĕренме йăлт май пур.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 442 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 29
Хăнасем 29
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz