Шăматкун, 30.11.2024, 10:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 28
Миçе материал кăтартнă: 26-28
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ачалăхри савăк кунсем
Иртрĕç çиçĕм пек.
Яш чухнехи ыр вăхăтсем
Чăн та иçĕм пек...
Пурнăç çулĕ такăр мар
Теççĕ авалтан,
Атте-анне пилленине
Асра тыт малтан!

Чăпар кăвак кăвакарчăн
Ларчĕ çурт çине.
Тăнăç пурнăç кайăкне эс
Курмăн вăрçнине...
Хăв суйланă мăшăрна
Юрат ĕмĕрне.
Пурнăç пур пĕр иккĕ килмест —
Савăр пĕр-пĕрне!

Кун-çул шăвать шыв юххи пек —
Чарма çук ăна.
Эпир вара çак çĕр çинче
Хăнара кăна...
Пĕрле ӳснĕ тантăшсем
Ялан чĕрере.
Тус-юлташпа пурăнмалла
Çутă тĕнчере!

Сас параççĕ хур кайăксем
Çӳллĕ тӳпере,
Çунатсемпе сулнă майăн
Ыр сунаç пире...
Пурнăç курнă ватăсем
Юлччăр хисепре.
Вĕсен ăслă халалĕсем
Пулччăр чи тĕпре!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 326 | Author: Николай Янкер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Вăрçă тени пулмасть-çке çухатусăр, 
  Вилнисене йĕрлевçĕсем шыраççĕ…
  Таврăннисем те: е чăлах, е сусăр – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Сыв юлнисем те халь хĕрÿ хевтесĕр,
  Вăй-халĕсем кунсеренех ыраççĕ…
  Пур пеккине ялан хисеплĕр эсĕр – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Уяв çитсен, вĕсем çавах хаваслă,
  Ват салтаксем те сухалне хыраççĕ…
  Вĕсен сăмахĕ пирĕншĕн чăн аслă – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
 
  Тепре чухне аса килет-ши яшлăх;
  Вăййа тухма çĕн çăпата сыраççĕ…
  Анчах хăйĕн ĕçнех тăвать-мĕн ватлăх – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Пуçран тухмасть пуль ĕлĕкхи ĕçченлĕх:
  Кирлех пулсан – каллех тырă выраççĕ…
  Питех те шел, нумайăшĕн пĕчченлĕх,
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Манса пĕрин ятне те ан хăварăр,
  Вĕсем çинчен ĕмĕрĕпех çыраççĕ…
  Кирек хăçан çул парăр, вырăн парăр –
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
 
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 425 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вăрçă асапне кашниех пĕлет,
  Вăл – кашни этем чунĕнче…
  Ветерансене саламлас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Вăрçă тенине кашниех сивлет,
  Вăл – кашни ăру юнĕнче…
  Ветерансене ыталас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Паттăрсен ĕçне халăх ас илет,
  Ячĕсем – чĕре çумĕнче…
  Ветерансене юратас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Пирĕншĕн пĕрмай пултăрччĕ тивлет,
  Пурăнар-ха çын шутĕнче…
  Ветерансене тав тăвас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
   
  Шанчăк юлашки самантра вилет,
  Хаклă пирĕншĕн çутă тĕнче…
  Ветерансемпе савăнас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Çĕршыв яланах телейне пиллет,
  Парăмлă – вĕсен умĕнче…
  Ветерансемпе мухтанас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 457 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz