|
Категорире миçе материал: 28 Миçе материал кăтартнă: 16-20 | Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Янкас шкулĕнчи пĕрремĕш вĕрентекене — Василиса Ивановна Иванована аса илсе Эпĕ пĕрремĕш класа пынине илеп аса: йышăнтăн анне пекех — иккĕмĕш анне пекех... Сан яту — Вĕрентекен, эс пире: "Вĕрен!" текен. Пĕлÿ патăн тăрăшса — ÿстерме пирĕн ăса. Çĕр-шыва юрăхлă çын пулма тивĕç пур кашнин... Сан яту — Вĕрентекен, эс пире: "Вĕрен!" текен. Ватăлса пырать кун-çул — хăш чухне тухать куççуль. Йăпатма ачун чунне Кĕç тухатăн куç умне... Сан яту — Вĕрентекен, эс пире: "Вĕрен!" текен. Хамăр халь пурăннă чух сана манса каяс çук. Ырă ĕçшĕн Тавтапуç — ĕмĕр-ĕмĕр Таймапуç... Сан яту — Вĕрентекен,
эс пире: "Вĕрен!" текен. Н.Ершов
|
Тараватлăн чĕнет хăнана уй хапхи Тараватлăн кĕтет униче... Таймапуçăм сана, тăван ялăм, тавси! Эс вырнаçнă кашнин чунĕнче.
Анкарти хыçĕнче — яштака хурăнсем, Анкарти хыçĕнче — тарăн вар... Ачаран илĕртсе астаран вырăнсем Чĕннĕ чух — ун патне таврăнар.
Тарăн вар тĕпĕнче — пĕчĕк çеç юхан шыв, Хум çапать унăн ик çыранне. Çĕмĕрес тĕллевпе урăх çул çук, ан хыв — Тÿрлетеймĕн тек çĕр суранне!
|
Эп яланах çапла калап: — Юрать-ха килĕм пур... Кил-çурт пуртан — çапла калап: Çĕнеймĕ вилĕм-мур!
Эп яланах çапла калап: — Юрать-ха мăшăр пур... Мăшăр пуртан — çапла калап: Чунра ман ăшă пур!
Эп яланах çапла калап: — Юрать-ха атьсем пур... Вĕсем пуртан — çапла калап: Ÿстер те — телей кур!
|
Чĕпĕтет кăрлачĕ — Хÿхĕм хĕл илемĕ. Çав çула кăларчĕ — Халь киле килем-и?
Манăçми кĕтесĕм, Палламасăр ан тăр. Хирĕç тух, аннеçĕм — Чун кăштах лăплантăр.
Пулаймарăм хам та Ялăмра пĕр хушă... Хăш чухне чăнах та Кÿрейместпĕр усă.
Кĕт, çуралнă хутлăх! Тăван çуртăм, пурăн! Патăр сана хÿтлĕх Атте лартнă хурăн...
|
Яланхи пек çанталăк лайăх пултăр паян... Саншăн уçă халь алăк — Хăв шкула эс каян.
Эх, илемлĕ-çке кунĕ: Йăл кулать çут хĕвел... Хĕпĕртет ача чунĕ: Пĕлÿ кунĕ — телей!
Çуллахи вăхăт шунă — Иртнĕ вăл ахаль мар... Çу каçа эс те тунă Ырă ĕç сахал мар.
Эх, илемлĕ-çке кунĕ: Йăл кулать çут хĕвел... Хĕпĕртет ача чунĕ: Пĕлÿ кунĕ — телей!
Сывлăхна çирĕплетнĕ — Чăнахах эс маттур. Вăй-хална тĕреклетнĕ — Вĕренме йăлт май пур.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 3 Хăнасем 3 Юзерсем 0 |
!--
|