Шăматкун, 28.12.2024, 20:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 28
Миçе материал кăтартнă: 21-25
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Тавралăхĕ хитре: 
Куç умĕнче — шап-шур... 
Хаваслă сăн-питре — 
Илем теме май пур. 

Çанталăкĕ чипер: 
Кăштах çăвать-ха юр... 
Çитес çĕре — çитер! 
Тесе утма май пур. 

Ял халăхĕ ĕçчен: 
Ĕçре кашни маттур... 
Пуян пулас тесен — 
Кунта татах май пур. 

Патшалăхĕ лăпках: 
Мал ĕмĕтлĕ — ав, кур... 
Çав шухăш-кăмăлпах 
Чăн пурăнма май пур.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 296 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Космоса вăл Виççĕмĕш çĕкленчĕ -
Чăваш ячĕ кайрĕ ян та ян!..
Унтанпа çĕр-шывăмăр çĕнелчĕ -
Пирĕнпе пĕрлех эс, Андриян!

Пурăннă чухне килсех çÿретчĕ -
Тăванла кĕтеттĕмĕр ялан...
Ырă ĕçсемпе тĕрев кÿретчĕ -
Пирĕнпе пĕрлех эс, Андриян!

Вăл вилсен - чуна йăлт хурлăх тулчĕ,
Шутласассăн - тĕлĕнсе каян...
Чапĕ те мухтавĕ ĕмĕр юлчĕ -
Пирĕнпе пĕрлех пек Андриян!

Паттăра нихçан манмасть патшалăх,
Халăх та асра тытать паян...
Пĕрлехи вăйпа халь лартрĕç палăк -
Пирĕнпе пĕрлех эс, Андриян!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.09.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сывă чух вăхăт çук ватăлма,
Майĕ пултăр ĕçпе савăнма.
Иртнине хумханса асăнатпăр,
Малалла тинкерсех ватăлатпăр.

Пурнăçра çул кăтарттăр ватти,
Ватă çынсăр килте мĕн латти.
Кашни çыншăн пĕрех килет ватлăх,
Пурнас мар çĕр çинче кăшт çеç ятлăх.

Тарпа пиçнĕ эсир яшлăхра,
Ма ыр кун курас мар ватлăхра?
Ахальтен каламасть-çке ват халăх:
«Ватлăхра ан пăрахтăр патшалăх!»

Сывлăх пултăр сире, Ватăсем!
Ырлăх пултăр сире, Ватăсем!
Ман усрасчĕ сире ватăлмасăр,
Пурнăçран нихăçан татăлмасăр.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 365 | Author: Николай Гаврилович Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ик куç тулли — çывăх тăван...
Тăван пулсан — чунра аван.
Савăнтарать тăван пурри,
Асра юлать ташши-юрри!

Сĕтел тулли — ĕçме-çиме...
Йышпа пулсан — кĕрлет ниме.
Савăнтарать тăван пурри,
Асра юлать ташши-юрри!

Йĕри-тавра — хăна-вĕрле...
Хăна пулсан — эпир пĕрле.
Савăнтарать тăван пурри,
Асра юлать ташши-юрри!

Çаплах кĕтетпĕр аттене
Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Тултармаллачĕ — шăп çĕр çул!
Вут-вăрçăра вăл пуçне хунă —
Пулман киле килме ун çул.

Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Вăл пурăннă — шăп хĕрĕх çул!
Вут-вăрçăра ун юхнă юнĕ —
Ăна телей пӳрмен кун-çул.

Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Аттесĕр эпĕр — утмăл çул!
Пирĕнпелех пурнать ун чунĕ,
Аса илсен — тухать куççуль.

Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Тултармаллаччĕ — шăп çĕр çул!
Атте çуртийĕ ĕмĕр çунĕ:
Кĕтетпĕр, кĕтрĕмĕр кун чул...
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кăнтăртан вĕрсен ăш çилĕ,
Атăл лăпкăн хумхансан,
Шупашкарăмăрăм çийĕн
Ирхи кĕвĕ пуçлансан —
Ытарма çук ырă туйăм
Вăй-хăватлăн çĕкленет..
Чăваш Ен — тăван çĕршывăм
Ешерсе чечекленет!

Ирсерен Мускав сассийĕ
Ĕçлеме вăй-хал парсан,
Чăвашсен те пулассийĕ
Тата чаплă çывхарсан —
Ытарма çук ырă туйăм
Вăй-хăватлăн çĕкленет...
Чăваш Ен — Тăван çĕршывăм
Ешерсе чечекленет!

Çут хĕвелĕмĕр хĕлхемлĕн,
Тараватлăн йăл кулсан,
Уй-хирте тыр-пул илемлĕн
Хумханса ларать пулсан —
Ытарма çук ырă туйăм
Вăй-хăватлăн çĕкленет...
Чăваш Ен — тăван çĕршывăм
Ешерсе чечекленет!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 332 | Author: Николай Гаврилович Ершов-Янкер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz