Шăматкун, 30.11.2024, 09:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 28
Миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Кĕçĕн Шетмĕри хăйсен ентешне,Чăваш халăх поэтне — Юрий Сементере хисеплесе пỹлĕм уçнă уяв ячĕпе

Савса ỹстернĕ Кĕçĕн Шетмĕ

Вышкайсăр чаплă çынсене.

Тавралăхпа хитре çĕнетнĕ —

Куратпăр паллă сăнсене.

 

Çак хутлăх вăл —сăваплă вырăн,

Çавна чун-чĕрепе сисеп.

Ентешсене чыслаççĕ ыррăн,

Тăван кĕтес парни — хисеп.

 

Паян кунта уçатпăр пỹлĕм—

Сементере сума суса.

Вăл музеех пулать, ав, ỹлĕм,

Хăварăпăр халь — тав туса.

 

Асрах тытать çуралнă Танăш.

Мухтавлă улăпĕсене.

Тăванлăх туйăмĕ ку — шанăç:

Манса каймаççĕ вĕсене!

 

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 308 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шурă лаша çулĕ —

Кашниех хĕпĕртесе

Кĕтсе илчĕ пулĕ...

Хăнасем паян нумай,

Кĕреке те тулăх...

Кив çула ăсатнă май,

Усалли, ан çулăх!

Тăвансем йĕри-тавра —

Кăмăла уçаççĕ...

Юрласассăн пĕр çавра —

Ташлама пуçлаççĕ.

Савăнаççĕ ваттисем,

Çамрăксем те йышлăн...

Ĕмĕтсем — çунатлисем

Пурнăçланччăр чыслăн!


Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 326 | Author: Н.Г.Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

 Çĕнĕ Выççăлккăри Николай Ункай сăвăçа халалласа

Эп хушма ятпа çыраттăм,
Пĕлĕр — Микулай Улай.
Эс те хăвна ят шыраттăн,
Тупрăн — Микулай Ункай.

Çĕнĕ Выççăлккă — ялу сан,
Манăн — Упи ен Янкас.
Ункăпа Çавал татуллăн
Пĕрлешсе юхаç хавас.

Çавăн пек эпир те иккĕн
Тахçанах çывăх туссем...
Ватăлмашкăн вăхăт çитнĕ —
Пурпĕрех пырар ÿссе...

Эп çĕн ят улăштарсаттăм,
Халĕ — Николай Янгер.
Эс ан улăштар, тархасшăн,
Ман пек "çылăха" ан кĕр!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Районти тĕп культура çурчĕн "Трак ен” фольклор ушкăнĕн ертÿçине
Николай Михайлович Никонорова 

Талантна таçта та эс кăтартрăн —
Яту кайрĕ сан Тюмень таран.
Тăван ен чысне çÿле хăпартрăн —
Халăхшăн мĕн пур вăйна паран...

"Трак ене” мала эс кăларатăн — 
Тĕлĕнтертĕр аслă Мускава. 
Тарăн йĕр хăв хыççăн хăваратăн —
Чăннипех те тивĕç мухтава!

Ырă тĕслĕх те эс шутланатăн —
Вĕрентетĕн çамрăк ăрăва...
Чунупа çунатăн — вутланатăн —
Тав тăваççĕ Никонорова!

Яланах пире эс кирлĕ пулнă —
Малашне те пулăн пирĕнпех.
Несĕлсен хăвачĕ санра юлнă —
Усса кĕрĕ вăл ĕмĕрĕпех!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 304 | Author: Николай Ершов_Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Вера Филипповна Алексеева юрăçа, 70 çул тултарнă май

Савнă ен сан — Шетмĕ ен, 
Тăван ял сан — Типçырма. 
Сĕткен илнĕ Шетмĕрен, 
Çавăнпа сăну — çырла. 

Эс çуралнă юрлама —
Ĕмĕрлетĕн юрăпа.
Сăмах çитмĕ ырлама —
Тав тăватăп Турăпа.

Чаплă юрлама пĕлни —
Пурнăçри паха тупра.
Ан çухат пули-пулми,
Сассуна ялан упра.

Эс хĕрарăм телейне
Тупса куртăн чăн, ара.
Мăшăрун юбилейне
Пырса курăп Кăнара.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 314 | Author: Николай Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz