Поэтăмăрăн сăваплă ячĕ яланах ентешсен чĕринче упранать. Районта 1989 çулта Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿ йĕркеленĕ. Н.Янкас ячĕпе хисепленекен премипе 1990 çултан пуçласа чысланă. Н.Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячĕллĕ премин те пĕлтерĕшĕ пысăк. Паян вăл литературăпа искусствăри вуншар ĕçчене чыспа хисеп кÿрсе тăрать.
Районти культурăпа исскуствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, чăваш халăх ырă йăли-йĕркине çирĕплетес: наци культурине аталантарас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ (1990)
Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Аслашшĕсен çĕрĕ», «Хĕвел тата çынсем» триптих, «Юрату» графика ярăмĕсемшĕн, Н.Янкас пĕрлĕхĕн эмблемине туса хатĕрленĕшĕн (1990) тивĕçнĕ.
* * * * *
Çав кун Николай Витальевич Кривошеева гимназире тĕл пулаймарăмăр. Ачасемпе Шупашкара республикăри технологи олимпиадине кайнă иккен. Çапах та вăл вĕренекенсемпе хатĕрленĕ эскизсене, плакатсене, хăйĕн аллипе ăсталанă ĕçсене курса савăнтăмăр. Акă ăçта иккен вĕсем, чăн-чăн маçтăрсем. – Тем пек кирлĕ пире Николай Витальевич евĕр педагогсем, нихăçан та хирĕçлемест вăл, кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Ун пирки ыррине вĕçĕ-хĕррисĕр калама пулать, – терĕ Тракри чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ Е.А.Лемм. Н.Кривошеевпа тепĕр кунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче курнăçрăмăр. Унăн «ачисем» пуç çĕмĕрсех кăткăс ыйтусен хуравне шыранă вăхăтра паянхи шкул, вĕрентекенсене тĕрĕс воспитани парас пирки сăмах вакларăмăр. – Эсир Тутарстанран. Çапах та Красноармейскинче тымар янă... – Хама мĕн астăвассах художник пулас килетчĕ. Шкул хыççăн шăп çакăнта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута, ÿнерпе графика уйрăмне килтĕм. Алла диплом илсен Красноармейски 1-мĕш шкулне ячĕç «тĕрĕссипе, çакнашкал район пурри çинчен малтан илтмен те». 27 çул ĕнтĕ çак шкулта «халĕ гимнази». Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿременнипе ĕç кĕнеки те тап-тасах. Красноармейски чиперккине куç хыврăм та пĕр-пĕринчен уйрăлаймарăмăр. Вăл та кунтах юлма сĕнчĕ, хамăн та урăх ниçта та каяс килмерĕ. Мăшăрăм, Татьяна Филимоновна, Красноармейски вĕрентÿ управленийĕнче тĕп экономистра ĕçлет.
Чăваш композиторĕсен Ассоцийĕн членĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, творчествăри çитĕнÿсемшĕн, 1990 çулта çырнă юрăсемшĕн тивĕçнĕ.