Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн тата чăваш юррисене халăх хушшине сарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пынăшăн тивĕçнĕ (1995).
ЧР писательсен Союзĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, Алманч тăрăхĕн историне халăх патне çитернĕшĕн тивĕçнĕ (1995).
Республикăри «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, тăван ен культурине тата литературипе чĕлхине аталантарас енĕпе сумлă тÿпе хывнăшăн, ку ĕçе ентешсене анлăн явăçтарнăшăн (1995).