Леонтий Семенович Семенов çуралнăранпа кăçалхи çулла (2011) 90 çул çитет.
Эпĕ — Л. Семенов вĕренекенĕ. Пире Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта хаклă çыннăмăр физикăпа математика предмечĕсене вĕрентетчĕ. Питех те ăш пиллĕ çынччĕ вăл.
Класа кĕрсен урок пуçланиччен яланах шÿтлеме ăстаччĕ. Вăхăт малаллах шурĕ. Эпĕ Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ чухне музыка предметне Георгий Трофимович Трофимов вĕрентетчĕ. Вăл пире чăваш, вырăс юррисене мандолинăпа каласа юрлаттаратчĕ. Хор кружокне йĕркелесе ячĕ. Çавăн чухне эпĕ хут купăспа калама пуçларăм. Леонтий Семенович та мандолинăпа, хут купăспа питех те ăста вылятчĕ.
Кушкăри 8 çул тата Мăн Шетмĕри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан эпĕ комсомол путевкипе Магнитогорск хулине ĕçлеме кайрăм. Унта пилĕк çул ытла электросварщикре ĕçлерĕм, каярах тăван яла таврăнтăм. Ун хыççăн Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 10 çул хушши ачасене музыкăпа вĕрентрĕм. Шăпам Кушкăри культура çуртне илсе çитерчĕ. Çав хушăрах Л. Семенов директор чĕннипе кунти сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене музыкăпа вĕрентме пуçларăм. Эпĕ вăл вăхăтра хамăрăн ентешпе, чăвашсен паллă композиторĕпе Ф. М. Лукинпа тачă çыхăну тытаттăм. Филипп Миронович манăн çĕнĕ юрăсене хаçат-журналта пичетлеме сĕнÿсем çырса паратчĕ. Пурăна киле мана Леонтий Семенович хăй çырнă сăвăсене кăтартма пуçларĕ. Мана вĕсем питех те килĕшрĕç. Каярах ентешĕн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕлерĕм. "Савнă шкул”, "Кĕтетĕп”, "Тăван ялăн хĕрĕсем”, "Кушкă шкулĕ”, "Юратасчĕ пурнăçа”, "Мăшăрăма”, "Ĕмĕр иртет”, "Икĕ çăлтăр” ятлисене халĕ те художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Л. Семеновпа "Ай, юрлар-и?” ятлă юрă кĕнеки кăлартăмăр. Ăна кун çути кăтартма пире РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов пулăшрĕ. 75 çул тултарнă май учитель-сăвăç "Чун ăшши” ятлă сăвăсен кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Тепĕр пилĕк çултан 80 çулхи юбилейĕпе унăн Красноармейски типографийĕнче "Шухăшпа çÿретĕп вĕçĕм” ятлă сăвăсен кĕнеки тухрĕ.
Леонтий Семенович ÿссе çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас, ачасене тĕлĕнтермĕш тĕнчене илсе кĕрсе çут çанталăкпа пĕр чĕлхе тупма вĕрентес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшрĕ. Вăл чĕрĕк ĕмĕр Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул коллективне ертсе пычĕ, виçĕ çул тăван "Мичуринец” хуçалăх пуçлăхĕнче тăрăшрĕ.
Л. Семенов ултă çул хушши çар службинче тăнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, икĕ хутчен аманнă, пĕрре контузи илнĕ. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн чылай наградăна тивĕçнĕ. Вăл çĕре кĕнĕренпе вăхăт самаях иртрĕ пулин те, Л. Семеновăн сăнарĕ асăмран каймасть.