Михайлова Галина Яковлевна, «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленнĕ илемлĕ калавсен ярăмĕшĕн, 2024 çулта хаçатăн дизайнне илемлетессипе тăрăшса ĕçленĕшĕн тата пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.
Михайлова Галина Яковлевна Чăваш Республикин Красноармейски округĕн Трак ялĕнче 1975 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ пухнă. 1993 çултанпа Красноармейски типографийĕн наборщикĕнче, каярах «Ял пурнăçĕ» район хаçачĕн компьютер пайĕн редакторĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра «Хыпар» Издательство Çурчĕ» филиалĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат дизайнерĕнче вăй хурать. Вăл темиçе хут та Трак чăвашла-нимĕçле гимназин, Иоанн Çуралнă Чиркÿн тата «Газпром-Чулхула» предприятин хаçачĕсене кăларма вăй хунă. Кунсăр пуçне Трак енри пултаруллă çыравçăсен хаçатри кĕнекисене калăпланă. Хăйĕн ĕçĕнче 31çул тăрăшса чăн-чăн профессионала çитнĕ. Писатель-çыравçă шайне те хăпарнă пултаруллă хаçатçă. Унăн 2021-2024 çулсенче 33 калав пичетленнĕ, вĕсене вулавçăсем питĕ юратса вулаççĕ, тепĕр калав тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ĕçчен çынна хисеп кĕтет. Хисеп хучĕсем те сахал мар унăн: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Культура министерствин, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ министерствин, Республикăри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн, Красноармейски район администрацийĕн тата ыт.те
Романова Мария Сильвестровна, «Карай ен» пултарулăх ушкăнĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн, чăваш тата вырăс юррисене халăх хушшинче анлă сарнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатра ентешсен ĕçне-хĕлне тĕплĕн çутатса тăнăшăн тата 2024 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Карай территори пайĕн Кану центрĕ тăратнă.
Романова Мария Сильвестровна 1964 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски округĕнчи Сурăмхĕрри ялĕнче çуралнă. Карай вăтам шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче «Чăваш чĕлхи тата литератури» специальноçпа пĕлÿ пухнă, алла професси дипломĕ илнĕ. Хăйĕн ĕçне культура учрежденийĕсен ĕçĕпе çыхăнтарнă, тĕрлĕ клубра директор, заведующи, методист, менеджер ĕç вырăнĕсенче тимленĕ. Карай клубĕнче «Аваллăх кĕтесĕ» музей уçма пултарнă. Хальхи вăхăтра «Ял пурнăçĕ» район хаçачĕн журналист-корреспондентĕнче тăрăшать, округри пултаруллă çынсен ĕç-хĕлне пичетре çутатса вĕсене хавхалантарать. Пушă вăхăтра «Карай ен» пултарулăх ушкăнне çÿрет, чăвашла тата вырăсла юрăсем шăрантарать. Унăн репертуарĕнче 35 юрă, вĕсенчен паллăраххисем: "Ҫырмапуҫсем", "Карайсем чӗнеҫҫӗ хӑнана", "Килсе кур, тӑванӑм", "Тӑван кил", "Шурӑ лили", "Икӗ хурӑн", "Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ", "Телей хӗвелӗ" тата ыт.те.
Афанасьева Любовь Владимировна, юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн, чăваш юррине халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата 2024 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ территори пайĕн Кану центрĕ тăратнă.
Афанасьева Любовь Владимировна 1960 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски округĕнчи Ванюшкасси ялĕнче çуралнă. Красноармейски (Трак) вăтам шкулне пĕтернĕ, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тата ытти промышленность предприятийĕсенче вăй хунă. Юлашки çулсенче тĕрлĕ пултарулăх çурчĕсенче методист, аслă администратор, ушкăн ертÿçи пулнă. Чăваш эстрада юрăçи. Тĕрлĕ фестивальсен çĕнтерÿçи, «Кĕмĕл сасă» конкурсăн лауреачĕ, Кĕçĕн Шетмĕ территори пайĕн хисеплĕ гражданинĕ. Унăн анлă сарăлнă юррисем: «Анне», «Кайăк пулăттăм», «Мăшăр кайăк», «Мĕншĕн, мĕншĕн», «Савнă ялăм», «Тăвансем пĕрле пулсан», «Шупашкар», «Çуралнă кун», «Çуркунне», «Эп пуçлатăп юрлама» тата ыт. те. Вăл Чăваш Республикин Культура министерствин, Пушкăртстан, Тутарстан, Челябинск, Екатеринбург тата Санкт-Петербург регионĕсен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн филиалĕ – «Ял пурнăçĕ» Красноармейски район хаçачĕн редакцийĕ Красноармейски муниципалитет округĕн экономикăпа социаллă политика аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн тата хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 90 çул çитнĕ май тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн филиалĕ – «Ял пурнăçĕ» Красноармейски район хаçачĕн редакцийĕ хăйĕн 90 çулхи ĕмĕрĕнче Красноармейски муниципалитет округĕн экономикăпа социаллă политика аталанăвне çĕклеме чылай пулăшнă. 1935 çулта Трак районĕнче 108 ял, 26 ял Совечĕ пулнă, вĕсенче 32 пин 800 çын пурăннă. Хаçат район/округ кун-çулне (летопиçне) тĕплĕн çырса пынă, уншăн вăл виçĕ хутчен «Прессăн ылтăн фончĕ» паллăна тивĕçнĕ тата 1985 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тата 1996 çулта Чăваш Республикин Информаципе пичет министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Паянхи кун хаçат тиражĕ 1300 экземплярпа тухать, унăн дизайнĕпе содержанийĕ вулакансене тивĕçтерет.