Поэтăмăрăн сăваплă ячĕ яланах ентешсен чĕринче упранать. Чăваш Республикин Красноармейски районĕнче 1989 çулта Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿ йĕркеленĕ. Н.Янкас ячĕпе хисепленекен премипе 1990 çултан пуçласа чысланă. Н.Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енĕпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячĕллĕ премин пĕлтерĕшĕ пысăк. Паян вăл литературăпа искусствăри вуншар ĕçчене чыспа хисеп кÿрсе тăрать.
|