2006 çулта пичетлесе кăларнă «Упи тăрăхĕ - çĕр-шыв мухтавĕ» ятлă историлле очерксен кĕнекишĕн тивĕçнĕ. Вăл 1961 çулта Упи ялĕнче çуралнă, Красноармейски салинче пурăнать.
КИЛĔШŸПЕ ЮРАТУРА ПУРĂНАКАНСЕМ ("Çамрăксен хаçачĕ"), нарăсăн 29-мĕшĕ, 2008 çул, эрнекун: КĔТМЕН çĕртен паллашнă вĕсем. Юрий Борисов Красноармейски район хаçатĕнче ĕçленĕ. Татьяна вара "Ял пурнăçне” пĕрмай çырса тăнă, ÿкерчĕксем ярса панă. "Мĕнлерех-ши çак пике, çырать те çырать пирĕн пата, паллашасчĕ унпа”, - вăрттăн ĕмĕтпе пурăннă яваплă секретарьте ĕçлекен йĕкĕт. Материалĕсене çырупа янă çамрăк автор, редакцие хăй пĕрре те пырса курăнман. Ун чухне Пичет кунне çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче уявланă. Район хаçачĕпе çыхăну тытакансене шăп çав кун пухăва чĕннĕ. Хайхи нихçан килсе курăнман Татьяна Григорьева та çитнĕ. Чăн-чăн тĕлĕнтермĕш мар-и-ха? Тахçанах çак тĕл пулăва кĕтекенскер пикене тÿрех асăрханă. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнни пирки йыхравланă Татьянăна. "Халĕ те ас тăватăп, 4 тенкĕ те 80 пус пачĕç, унпа сĕтел-пукан сăрламалли лак туяннăччĕ”, - тет Татьяна Ивановна. Ун чухне вăл Кÿкеçри 2-мĕш шкулта ĕçленĕ, "Ылтăн хохлома” кружок ертсе пынă. Ав мĕншĕн лак хаклă пулнă уншăн.