Фёдоров Анатолий Павлович 1944 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Хĕлеç ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Янкасри çичĕ çул вĕренмелли тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1966 çулта çар хĕсмечĕ витĕр тухнă хыççăн конкурсра çĕнтерсе Чăваш патшалăх музыкăпа драма театрне хор артисчĕн ĕçне кÿлĕннĕ. 1967 çулта профессиллĕ пĕлĕве туптас тесе Ленинградри патшалăх театр институтне вĕренме кĕнĕ. 1969 çултан паян кунчченех хор солистĕнче тата режиссёр пулăшуçинче, каярах режиссёр управленийĕн заведующийĕнче тăрăшать. Пурĕ 57 çул пĕр вырăнта пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ!
Артист пурĕ 30 ытла роль вылянă, калăпланă паллăрах сăнарсем çаксем: Граф Чепрано «Риголеттора», Джузеппе Верди тата Нотариус «Севильский Цирюльникре», Джоаккино Россини, Микс «Сильвăра», Имре Кальман тата Патриарх «Борис Годуновра», Модест Мусоргский оперинче, Судья «Тоскере», Джакомо Пуччини тата Лакей Иоганн Штраусăн «Летучая мышь» оперинче. Асран тухман сăнарсем вара музыкăллă комедисенче калăпланнă: Чудеев (Тимофеей Фандеевăн «Виçĕ туй»), Хĕлип (Юрий Кудаковăн «Кăвак сирень айĕнче»), Антун (Геннадий Терентьевăн «Çимĕк умĕнхи каç»), Кукшумов (Аристарх Орлов-Шуçăмăн «Юратнă Шупашкар») тата Миша (Геннадий Максимовăн Энĕш хĕрринче»).
Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), «Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул» медаль кавалерĕ (2020).
Степанова Татьяна Платоновна 1956 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче çуралнă. Янăшри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине театроведени уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн пĕр хушă Кÿкеçри Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче вăй хунă. 1977 çулта пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Институтра алла илнĕ профессипе Трак енри Карай вăтам шкулĕнче, Шупашкар районĕн Янăшри сакăр çул вĕренмелли шкулта, Шупашкарти 31-мĕш номерлĕ шкулта ĕçленĕ. Шупашкарти электроаппаратура завочĕн коммуналлă хуçалăх системинче воспитательте, хулари 6-мĕш шкулта хушма пĕлÿ паракан педагогра, çав шкулти пукане театрĕн ертÿçинче, Чантăр ялĕнчи клуб заведующинче, Чăваш Республикин ĕçлев министерствин социаллă хÿтĕлев учрежденйĕнче воспитательте тимленĕ.
Вăл 20 çул ытла ĕнтĕ Трактор тăвакансен завод çумĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн артистĕнче вылять. Нумай спектакльте тĕрлĕ енлĕ сăнар калăпланă, «Мыскарасăр туй пулмасть», «Пуçа килсен пуçана», «Хĕрсĕр ялта хĕсĕр мар», «Таврăнатăп, кĕт мана» кинофильмсенче ÿкерĕннĕ. Пултаруллă çын таçта та пултаруллă: сăвă çырать, юрă кĕвĕлет, хăй юррисемпе концертсенче халăха савăнтарать. Юрă-кĕвĕ дискĕ те кăларнă. Кунсăр пуçне виçĕ сăвă кĕнеки кун çути кăтартнă: «Пурнăçри тĕрленчĕксем», «Тÿпере тăри юрларĕ», «Çуркунне çитсессĕн». Çĕнĕ сăввисене тĕрлĕ пичет хатĕрĕсенче вырнаçтарать.
Халĕ çемйипе Красноармейски муниципалитет округĕнчи Алманч территори пайĕн Супар ялĕнче пурăнать.