2000 çулта çырнă сăвăсен ярăмĕсемшĕн тата райхаçат çумĕнче тухнă «Атте-анне пилленĕ ен» кĕнекешĕн тивĕçнĕ. Вăл 1920-мĕш çулта Васнар ялĕнче çуралнă.
Пурăннă пулсан, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче (2010 ç.) Лука Семенович Семенов 90 çул тултармаллаччĕ. Шел çак вăхăта пурăнса çитереймерĕ вăл. Анчах çывăх çыннăн çутă сăнарĕ асран тухмасть. Çуралнăранпа 90 çул тултарнă май ентеш çинчен кăштах та пулин ăшă сăмахсемпе асăнас килет.
Лука Семеновича чи малтанах Васнар ял çыннисем лайăх пĕлнĕ. Халĕ те асра тытаççĕ. Вăл ку ялта 1920 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Ял çыннин пурнăçĕ ăна пĕчĕкренех паллă пулнă. Ачаранах çурлапа тырă вырнă.
Акă шкул çулĕсем те çитнĕ. Трак вăтам шкулне пĕлÿ пухма çÿренĕ Лука. Тавра курăмне пуянлатма нумай вуланă. 1940 çулта шкулăн 10 класне "пиллĕк” паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çамрăк литература енне туртăнни сисĕннĕ. Ахальтен мар "Çамрăк вăй” литература журналĕ кăларса тăнă. Унăн редакторĕ вара никам та мар, Лука Семенов пулнă. Журнала кăларма Эшкер Толь учитель сăвăç пулăшнă. Лука литературăн пĕрремĕш урокĕсене илнĕ, хăйĕн пултарулăхне тĕрĕсленĕ.
Вăрçă малалла вĕренес çутă ĕмĕте татнă. Шкул пĕтернĕ çулах Лукана Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Бакури зенитлă çар училищинчен офицер (лейтенант) званине илсе тухсан фронта ăсатнă. Архангельск портне, Петрозаводск, Таллин, Инстербург хулисене нимĕç самолечĕсенчен хÿтĕленĕ. Çĕнтерÿ кунне аслă лейтенант зенитчик Хĕвел тухăç Пруссире кĕтсе илнĕ.
Вăрçă хыççăн Лука Семенов Васнарти Сталин ячĕллĕ колхоз бригадирĕ, унтан районти культура çурчĕн директорĕ, культура пайĕн инспекторĕ. 1950 çулсенче КПСС райкомĕн пропагандисчĕ, парткабинет заведующийĕ, республикăри "Пĕлÿ” обществăн районти уполномоченнăйĕ.
6 çула яхăн Лука Семеновичăн районти "Коммунизм çулĕпе” (халĕ "Ял пурнăçĕ”) хаçат редакцийĕнче иртнĕ. Сăвă çыраканскер редактор ĕçне те пултарнă вăл, çамрăк йыша литература тĕнчине çул кăтартнă. Ентеш, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хăйĕн малтанхи вĕрентекенĕсенчен пĕрне Л.Семенова хаçат юбилейĕ çывхарнă май ăшшăн аса илсе çырнă. Редакторта ĕçленĕ тапхăртах Семенов партин тĕп комитечĕ çумĕнчи аслă шкултан (журналистика специальноçĕпе) вĕренсе тухнă.
Пĕр вăхăт район çĕрпÿсемпе пĕрлешнĕ. Лука Семеновича ял хуçалăх производство управленийĕн кадрсемпе ĕçлекен аслă инженерне, унтан парти райкомĕн организациллĕ пай заведующине лартаççĕ.
Района çĕнĕрен туса хурсан ентеш тăван тăрăха ĕçлеме таврăнать. Ăна районти халăх контроль комитечĕн председательне шанаççĕ. Ку ĕçре 15 çул, мĕн пенсие тухичченех, вăл.
Лука Семеновича эпĕ 1974 çултан пуçласа вăл мĕн пурнăçран уйрăличченех аван пĕлнĕ. Унпа çывăх юлташсем пулнă. Халăх контроль комитетĕнче чухне вăл район хаçачĕпе çыхăну тытассине пĕртте манман. Хаçат çумĕнче комитетăн ятарлă страницисем тăтăшах тухса тăнă.