Вырсарникун, 22.12.2024, 05:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2004 çул

Категорире миçе материал: 1
Миçе материал кăтартнă: 1-1

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе
Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) чăваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ-академик, çутлăх ĕçченĕ, тăлмач, культура деятелĕ. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Республикăн кăнтăр енчи чăваш ялĕ Сăкăт - пысăк ял. Юхма вăл хушма ят. Мĕншĕн-ха литература анине пырса кĕнĕ çамрăк çыравçă çак хушма ята суйласа илнĕ? Юхма пĕчĕк кăна юханшыв, Патăрьел витĕр юхса тухать те Пăлана шăппăн кăна шăнкăртатса юхса кĕрет. "Эпĕ çитрĕм сан патна, йышăнсам мана, пиччем", - тесе лăпкăн калаçать. Патăрьелĕнче вара кашни эрнекун шавлă пасар. Юхма пасарĕ теççĕ ăна. Таврари ялсенчен пухăнаççĕ пасара Юхма хĕррине. Юхма пурне те кăмăллăн йышăнать, пасар саланнă чухне ырă сунать, кĕтсе илме хатĕр вăл халăха. Лăпкăн юхать, Юхма Михаил Николаевич кăмăлĕ те Юхма юханшывĕпе пĕр кĕвĕллĕ мар-и вара! Халăхпа, ялан халăхпа вăл. Чăваш халăх писателĕн пĕтĕм пурнăçĕ иксĕлми хăватлă çак пĕчĕк юханшывăнни пекех. Юхать Юхма, юхать халăха вăй парса. Юхма хĕрринче нумай тăтăм, ун юххине пăхрăм. Шăппăн, лăпкăн юхать ёмĕрсем хушши. Михаил Николаевич та çавнашкалах. Ырми-канми ĕçлет, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Халăх кун-çулĕ, ун историйĕ çине тарăн куçĕсемпе тинкерсе пăхать. Чăваш литературинче, чăваш литературинче кăна мар, Атăлпа Урал хушшинче, тĕнче литературинче палăрмалла йĕр хăварчĕ хăйĕн тĕлĕнмелле хăватлă хайлавĕсемпе. Вăл нумай-нумай юмахсен, калавсен, повеçсен, романсен, пьесăсен, юрă-такмак, сăвă-поэмăсен авторĕ. Унăн хайлавĕсене тахçантанпах шкулсенче вĕренеççĕ. «…» 

2004 çул | Миçе çын пăхнă: 1387 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/5 | Комментарисем (1)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz