Степанов Александр Иванович (Пăртта) 1963-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ Кӑштахран çемье Туҫи-Чуракасси ялне куҫса килнӗ.1970 ҫулта ҫав ялтах пуҫламӑш шкула кайнӑ. Ялта виҫҫӗмӗш класс таран кӑна вӗрентнӗрен малалла Алманчри вӑтам шкула ҫÿреме пуҫланӑ. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ-калав ҫырас туйăм вӑраннӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленӗ. 1980-мӗш ҫулта вунӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти тракторсем тӑвакан завода ЧПУ станокçă вӗренекенĕ пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. 1985-мӗш çултан Ярославльти театр институчӗн студенчӗ тата пукане театрӗн артисчӗ пулса тӑрать.
Пукане театрӗнче артистра вӑй хунӑ вӑхӑтра ача-пӑча журналӗсене валли чылай сӑвӑ-калав хайлать. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат», «Коммунизм ялавӗ», «Пионер сасси» тата ытти хаҫат-журналсенче пичетленет.
1990 -мӗш ҫулта вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме куҫать. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки «Ҫил ҫунат» журналта «Эс - ман хӗвел» ятпа 1994-мӗш ҫулта пичетленсе тухать. 1997-мӗш ҫулта «Турӑ пурмен юрату» пьесине Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче лартаҫҫӗ. Ҫав ҫулах Александр Пӑрттана Раҫҫей писательсен союзне илеҫҫӗ.
Ҫамрӑксен театрӗнче 1993-мӗш ҫулта «Качча кайиччен» икӗ пайлӑ лирикӑлла драма, 2001-мӗш ҫулта ҫав сцена ҫинчех «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх» драми тухать. 2018-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Халӑх артисчӗ ята тивӗҫет. 2003-мӗш ҫулта ӑна Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ хисеплӗ ят параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Александр Пӑртта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче артистра вӑй хурать.
Драматургири çитĕнÿсем: «Турӑ пӳрмен юрату» (Запретная любовь) ЧПАДТ–1997; «Качча кайиччен» (До замужества) ЧПҪТ – 1998; «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх» (Потеренная юность) ЧПҪТ – 2000; «Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем» (Пораженные молнией сердца) ЧПАДТ – 2006; «Чӑн телей юратура» (Счастье в любви) ЧПҪТ – 2008; «Укҫа чул кастарать» (Деньги глаза слепят) ЧПАДТ – 2009; «Килех килчӗ тур ҫырни» (Суженая сама пришла) ЧПАДТ – 2010; «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» (Андеграунд) ЧПҪТ – 2011; «Ылтӑн кӗрӳ» (Золотой зять) ЧПҪТ – 2012; «Сансӑрах санпа» (С тобой и без тебя) ЧПАДТ – 2016; «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» (Быстро деньги - голова кругом) ЧПАДТ – 2017; «Çил ачисем» (Дети Ветра) ЧПАДТ – 2018. Пурĕ 12 пьеса çырса пичетлнĕ.
Театр сцени çинчи тӗп рольсем: Йӑкӑнат («Шупашкарти савни») Н. Сидоров, Гаврила («Ҫынна каласан ҫын та ӗненмӗ») М. Ворфоломеев, Сергей («Пирӗн телей ҫавнашкал») Е. Еллиев, Игорь («Ма кӗске-ши яш ӗмӗр») Н. Угарин, Африкан («Пушмак пӑру мыскари») Н. Сидоров, Гена («Ма тӗл пултӑм-ши санпа») Н. Угарин, Якуш («Юратусӑр телей ҫук») Н. Сидоров, Репников (« Прощание в июне») А. Вампилов, Хведюк (« Шӑнкӑрав курӑкӗ») Н. Сидоров, Хуан («Тапса тӑмасть текех ҫӑлкуҫ») Г. Лорка, Слава («Мӑкӑнӗм, чунӑм, савниҫӗм») А. Зайцев, Алтаким («Чуп-чуп уйӑхӗ») Н. Сидоров, Сергей («Ҫураҫнӑ хӗр валли парне») В. Коровкин, Волк («По зеленым холмам океана») С. Козлов, Кот Шараф («Где живет театр») С. Белов, С. Куваев, Петух («Не хочу быть собакой») С. Белов, Павел Петрович («Отцы и дети») И.Тургенев, Глостер («Лир патша») У. Шекспир, Александр Петрович («Ылтӑн кӗрӳ»). Пурĕ 70 ытла сăнар калăпланă.
Пичетленсе тухнă кӗнекесем:
2001-мӗш ҫулта «Юратса юратман юрату» сӑвӑсен пуххи кӗнекине кӑларать. 2005-мёш ҫулта виҫӗ авторӑн сӑввисен пуххи «Уйӑх ачи». 2010-меш ҫулта «Пирӗн урам» сӑвӑсен пуххи. 2015-мӗш ҫулта «Атьӑр туслашар» сӑвӑсен пуххи. 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» повесть, калавсем, пьесӑсем.
Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.