Вырсарникун, 22.12.2024, 04:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2007 çул

Категорире миçе материал: 1
Миçе материал кăтартнă: 1-1

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе

Н.К. Янкас шăллĕ каласа парать

Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ. 

Ҫемьери пилӗк ачаран Гриша чи кӗҫӗнни пулнӑ. Тӑван ялӗнчи — Янкасри 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен, Ҫӗрпÿри фельдшерсем хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. Унтан пӗлӳ илсе тухсан 1939 ҫулхи кӗркуннеччен Вӑрнар районӗнчи Уравӑшри участок больницинче амбулатори фельдшерӗ пулса ӗҫленӗ. Унтанах ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ.

Ултӑ ҫул хушши — 1939 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1945 ҫул вӗҫленичченех Г.Кириллова ҫар хӗсметӗнче тӑма тӳр килнӗ. Малтанах Смоленск хулинчи полк шкулӗн курсанчӗ пулнӑ. 1940 ҫулхи июньте сержант званине илнӗ виҫӗ кӗҫӗн командира 288-мӗш стрелоксен полкӗнчен 12-мӗш арми штабне куҫараҫсӗ. Кунти 622-мӗш полк йышӗнче Ҫурҫӗр Буковинӑна Румыни ҫарӗсенчен ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӗсен полкӗ яланлӑхах Житомир хулине таврӑннӑ. Анчах та тӗнчери лару-тӑру лӑпкӑ маррине сиссе, вӗсен 124-мӗш дивизине Германи чиккинчен илсе кайнӑ. Вӗсем Буг юхан шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ.

Фашистла Германи хамӑр ҫӗр-шыв ҫине вӑрӑ-хурахла тапӑнса кӗрсен юнлӑ, калама ҫук хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ ӑна. Киев еннелле тапӑнса пыракан тӑшмана чарса Украина ҫӗрне хӳтӗленё операцисене хутшӑннӑ. Киев хули таврашӗнчи хуран-ункӑна та лекнӗ вӑл. Кӑнтӑр-Хӗве-ланӑҫ фрончӗн командующийӗн приказӗпе ҫак тамӑкран пӗчӗк ушкӑнсемпе тухса хӗвел тухӑҫнелле талпӑнма ирӗк панӑ. Кирилловсен ушкӑнӗнче тӑваттӑн пулнӑ. Ҫав самантра, кӗтмен ҫӗртен, вӗсем тыткӑна лекнӗ. Вара Украинӑпа Белоруссинчи нумай лагерьсенче асап курасси пуҫланнӑ. Ҫапла 1943 ҫулчченех асаплантарнӑ тӑшмансем совет салтакӗсене.

1943 ҫулхи июнь уйӑхӗнче, тӗплӗн хатӗрленсе, вӗсем нимӗҫсен тьггкӑнӗнчен ӑнӑҫлӑ тарса тухнӑ. Хӑйсене сыхлакансенчен пулеметпа 2 винтовка патронӗсемпе пӗрле туртса илнӗ. Нумаях та пьгганса ҫӳремен — Белоруссири Туровски районӗнче йӗркеленнӗ партизансен "За Родину" ятлӑ отрядне тӗл пулнӑ. Кунта ӑна взвод командирӗ пулма та шаннӑ. Ҫакна партизансен юхӑмӗн Белоруссири штабӗн отряд командованийӗ панӑ справкӑпа характеристика та аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсене Григорий Кириллович типтерлӗн упрать.

1944 ҫулхи октябрьччен ентешӗм асӑннӑ районти истребительсен отрячӗн боецӗ пулса ҫапӑҫать. Икӗ хутчен ҫӑмӑл аманать. Сывалса ҫитсен ӑна Туровски районӗн сывлӑха сыхлас ӗҫ пайӗн заведующине лартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫар комиссариачӗ ҫумӗнче яшсене ҫара илмелли комисси врачӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫлать, тӑшман района мӗн чухлӗ сиен тунине шута илекен комисси йышне те кӗрет.

Анчах та ҫакăн пек гражданла позици килӗшмен ӗнерхи командира. Полесье облаҫӗнчи ҫар комиссариачӗ унӑн рапортне тивӗҫтерет — фронта яма ыйтнӑ хута алӑ пусать. Ҫапла хӑй ирӗкӗпе тепӗр хут ҫапӑҫу хирне тухса каять те — мӗн вӑрсӑ пӗтичченех фронтра малти ретре пулать. Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Пруссин тӗп хулине — Кенигсберга — ирӗке кӑларнипе кӗтсе илет.

1945 ҫул вӗҫӗнче демобилизаци йӗркипе киле таврăнсанах, ҫӗнӗ ҫулхи кӑрлачра Григорий Кирилловича Красноармейски районӗнчи санитарипе эпидемиологи станцине ертсе пыма лартаҫҫӗ. Кунта вӑл 4 ҫул хушши хӑйӗн пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне парать. 1950 ҫулхи февральтен пуҫласа 33 ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр ҫуралнӑ ялти — Янкасри — фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫи пулса вӑй хурать, кунтанах тивӗҫлӗ канӑва тухать. Ҫапах та юратнӑ ӗҫрен уйрӑлас темест — тепӗр 5 ҫул газ уҫлакансен "Заволжски" станцине тӑвакансен поселокӗнчи медицина пунктӗнче тӑрӑшать. Кунпа та ҫырлахмасть-ха вӑл: Хӗрлӗ Хӗрес обществӑн районти организацийӗнче вӑй хурать 70 ҫула ҫитекен медицина ӗҫченӗ.

Вӑрҫӑри тата мирлӗ ӗҫри тава тивӗҫлӗ кӑтартусемшӗн Г. Кириллова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ, "Салтак Мухтавӗн III степеньлӗ" орденӗсемпе, юбилей медалӗсемпе, "СССР санитари оборонин отличникӗ" тата "СССР сывлӑха сыхлас ӗҫ отличникӗ" хисеплӗ ячӗсемпе чысланӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

 

2007 çул | Миçе çын пăхнă: 589 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz