Егоров Николай
Григорьевич, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕхудожникĕ,Чăваш Республикин халăх художникĕ, Казахстан Республикин Асет
Найманбаев ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ ÿнер тĕнчинче ырми-канми
тăрăшнăшăн, Карай кану çуртĕнче хăй картинисен галерейине уçнăшăн, Трак тăрăхĕнчи Çырмапуçпа Яманак таврашĕнчи тата Сурăм
вăрманĕпе Шупашкарăн Чантăр пĕви сăнланнă картинăсемшĕн тата çуралнăранпа 80
çул çитнĕ май тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх
правленийĕ тăратнă.
Егоров Николай Григорьевич 1946 çулхи пуш
уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕн Çырмапуç Карай
ялĕнче çуралнă. Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Карайри 8 çул вĕренмелли
шкула, Сĕнтĕрвăрринчи 11№-лĕ профтехучилищĕне, Шупашкарти художество училищине,
Владивостокри Инçет хĕвел тухăç искусство институтне вĕренсе пĕтернĕ.
«Печорстрой» организацире чукун çул тунă çĕрте, Семипалатинскри педагогика
институтĕнче илемлĕхпе графика факультечĕнче преподавательте, Чăваш патшалăх
педагогика университечĕн илемлĕхпе графика факультечĕнче преподавательте,
доцентра, живопись кафедрин пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Вăл нумай-нумай картина авторĕ,
вĕсене Чăваш Республикин пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ чылай курав-выставкăна тăратнă..
Никонорова Антонина Николаевна, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн ертÿçи юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн, чăваш юррине халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата
2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейскимуниципалитет округĕн культура ĕçченĕсен
профессиллĕ комитечĕ тата Красноармейски салин культура çурчĕ тăратнă.
Никонорова Антонина Николаевна 1976 çулхи
кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç
ялĕнче çуралнă. Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ
музыка училищине, Санкт-Петербургри политехника университетне, Шупашкарти
И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх университечĕн музыка факултетне вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкар
хулин Калинин районĕнчи «Ача-пăча пултарулăх центрĕнче «Путене» ансамбльпе,
Тюмень облаçĕн Тюмень районĕнчи Горький хулин культурăпа кану центрĕнче «Янрав»
ансамбльпе ĕçлене. 2007 çултанпа «Трак ен» халăх фольклор солисткинче, тепĕр
пилĕк çултан тытăнса паян кунчченех çак ансамблĕн ертÿçинче тăрăшать. Çав
вăхăтрах Культура çурчĕ çумĕнче «Тантăш» ача-пăча фольклор ансамбльне йĕркелет,
«Хавал» халăх музыкин ансамблĕнче солисткара хăйĕн пултарулăхне кăтартать.
Антонина Николаевна – Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха
аталантарнăшăн» медальне тата тĕрлĕ ведомствăн нумай-нумай Хисеп хучĕсемпе
дипломĕсене тивĕçнĕ.
Марков Анатолий Егорович, Красноармейски
халăх хорĕнсолисчĕ тата «Трак
ен» фольклор ушкăнĕн пайташĕ, юрă-кĕвĕ
тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн, чăваш тата вырăс юррисене халăх хушшинче анлă
сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейскимуниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ
культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕ тата асăннă пĕрлĕхĕн музыка
секцийĕ тăратнă.
Марков Анатолий Егорович Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи
Чатукасси ялĕнче 1966 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Нумай-нумай çул хушши Красноармейски
Халăх хорĕн солисчĕнче, «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн йышĕнче тата Чатукасси Кану çурчĕн
«Телей» фольклор ансамблĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене савăнтарать.
Анатолий Егорович – Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха
аталантарнăшăн» медальне тата тĕрлĕ ведомствăн Хисеп хучĕсемпе дипломĕсене
тивĕçнĕ.
Дмитриева Альбина Ильинична, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн пайташĕ,
нумай çул хушши юрă-кĕвĕ тĕнчинче
ырми-канми тăрăшнăшăн, чăваш халăх
юррине тĕрлĕ хутлăхра анлă сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк
çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат
ятне пама Красноармейскимуниципалитет
округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх
правленийĕ тата асăннă пĕрлĕхĕн музыка секцийĕ тăратнă.
Дмитриева Альбина Ильинчна Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Хурăнлăх
ялĕнче 1953 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Нумай çул хушши Красноармейски
район экономикинеаталантарас, уйрăмах
райпо системине тĕреклетес тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă, экономистра,
Чăвашпотебсозăн инженерĕнче, общепит директорĕнче, КПСС райкомĕн инструкторĕнче
тата пай заведующийĕнче, Сбербанк управляющийĕнче тата райпо канашĕн
председателĕнчетимленĕ.
Альбина Ильинична Красноармейски районĕнче халăхăн юрă-ташă пултарулăхне
аталалантарас енĕпе те чылай ырă ĕç тунă.Вăл «Трак ен» («Йыхрав») халăх фольклор ансамблĕн пĕрремĕш пайташĕ
пулнă, ăна пуçарма сĕнÿ параканĕ шутланать.
Захарова Любовь Михайловна, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн пайташĕ, нумай çул хушши юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми
тăрăшнăшăн, чăваш халăх юррине
тĕрлĕ хутлăхра анлă сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем
тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне
пама Красноармейскимуниципалитет
округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх
правленийĕ тата Красноармейски салин культура çурчĕ тăратнă.
Захарова Любовь Михайловна 1953 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш
Республикин Красноармейски районĕнчи Çĕньял Карай ялĕнче çуралнă. Нумай çул
хушши Красноармейски типографийĕн ĕçченĕнче, каярах – Красноармейски культура
çурчĕн администраторĕнче вăй хунă.
Любовь Михайловна
Красноармейски районĕнче халăхăн юрă-ташă пултарулăхне аталалантарас енĕпе те
чылай ырă ĕç тунă.Вăл «Трак ен»
(«Йыхрав») халăх фольклор ансамблĕн чи малтанхи пайташĕсенчен пулнă, ăна
пуçарма сĕнÿ параканĕ шутланать. Паян кунчченех юрă-ташăпа туслă.