Вырсарникун, 22.12.2024, 11:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 1990 çул

Николай Витальевич КРИВОШЕЕВ художник
[ ] 03.05.2009, 18:12
nullРайонти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Аслашшĕсен çĕрĕ», «Хĕвел тата çынсем» триптих, «Юрату» графика ярăмĕсемшĕн, Н.Янкас пĕрлĕхĕн эмблемине туса хатĕрленĕшĕн (1990) тивĕçнĕ.

*   *   *   *   *
Çав кун Николай Витальевич Кривошеева гимназире тĕл пулаймарăмăр. Ачасемпе Шупашкара республикăри технологи олимпиадине кайнă иккен. Çапах та вăл вĕренекенсемпе хатĕрленĕ эскизсене, плакатсене, хăйĕн аллипе ăсталанă ĕçсене курса савăнтăмăр. Акă ăçта иккен вĕсем, чăн-чăн маçтăрсем.
– Тем пек кирлĕ пире Николай Витальевич евĕр педагогсем, нихăçан та хирĕçлемест вăл, кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Ун пирки ыррине вĕçĕ-хĕррисĕр калама пулать, – терĕ Тракри чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ Е.А.Лемм.
Н.Кривошеевпа тепĕр кунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче курнăçрăмăр. Унăн «ачисем» пуç çĕмĕрсех кăткăс ыйтусен хуравне шыранă вăхăтра паянхи шкул, вĕрентекенсене тĕрĕс воспитани парас пирки сăмах вакларăмăр.
– Эсир Тутарстанран. Çапах та Красноармейскинче тымар янă...
– Хама мĕн астăвассах художник пулас килетчĕ. Шкул хыççăн шăп çакăнта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута, ÿнерпе графика уйрăмне килтĕм. Алла диплом илсен Красноармейски 1-мĕш шкулне ячĕç «тĕрĕссипе, çакнашкал район пурри çинчен малтан илтмен те». 27 çул ĕнтĕ çак шкулта «халĕ гимнази». Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿременнипе ĕç кĕнеки те тап-тасах. Красноармейски чиперккине куç хыврăм та пĕр-пĕринчен уйрăлаймарăмăр. Вăл та кунтах юлма сĕнчĕ, хамăн та урăх ниçта та каяс килмерĕ. Мăшăрăм, Татьяна Филимоновна, Красноармейски вĕрентÿ управленийĕнче тĕп экономистра ĕçлет.
– Хăвăр мĕнле çемьере çитĕннĕ?
– Аттепе анне – ял хуçалăх çыннисем. Вĕсен вĕренме май килмен. Атте енчен вара чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ. Пÿрт лартма укçа кирлĕ пулнă та аттепе анне вербовкăпа Тюмень облаçне тухса кайнă. Эпĕ те унтах çуралнă. Асанне ватă пулнăран ăна шеллесе каялла куçса килнĕ. Питĕ ырă кăмăллă та сăпайлă хĕрарăмччĕ. Сăмах май каласан, çемьере ватă çын пур тăк ачасем те «тĕрĕс» ÿсеççĕ, сăпайлăрах темелле-ши, тыткаларăшĕпе те урăхларах, чун-чĕри те пуянрах.
«Ачамсем, часах аçу таврăнать, вăл ывăнса килет, кил-çурта тирпейлĕр, хытă ан шавлăр», – тесе каланисем халĕ те асрах-ха.
– Сирĕн хăвăрăн автор методики, автор программи пуррине илтнĕччĕ... Ун пек ĕçлеме, тен, çăмăлрах пуль.
– Çапла. 1992 çулта чăваш шкулĕсем валли сăнарлă искусство енĕпе автор программи хатĕрлерĕм.
Унăн тĕллевĕ – шкул ачисене ÿнерпе пурнăç пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнса тăнине уççăн кăтартса парасси. Çавăн пекех – вĕренекенсен тавра курăмне аталантарасси, чăваш тĕрри-эрешне вулама вĕрентесси, ÿсекен ăрăва наци культурипе интереслентересси, йăли-йĕркине упрама, хаклама хăнăхтарасси.
– Николай Витальевич, пытармасăр калăр-ха, вĕренекенĕрсен хушшинче чунăра ыттисенчен çывăхрах ачасем пур-и?
– Кирек мĕнле учителĕн те юратнă «тĕпренчĕкĕсем» пур. Лайăх вĕренекен, ашкăнса тарăхтарман, учителе итлекен ачана мĕншĕн вăрçмалла-ха? Мĕншĕн юратмалла мар тата? Ун пек ачасемпе урок та чăн-чăн уяв евĕр иртет.
Учитель ачана килĕштернине вĕренекен хăй те, класри ытти ача та ан систĕр. Мана хама та шкулта уйăрса хаклани пулкаланă. Пĕр урокра физика учителĕ харăсах виçĕ «5» лартрĕ. Тантăшсем тĕлĕннипе çăвар карса пăрахрĕç. «Вара мĕн, тен, эпĕ ăна юрататăп», – терĕ хĕрарăм учитель.
– Юлашки вăхăтра ачасене воспитани парассине йăлтах шкулпа учительсем çине тиенĕ пек туйăнмасть-и?
– Ачана урамра милици тытсан тÿрех: «Шкул ăçта пăхать-ши?» – теççĕ. Каçхине 9 сехетре, паллах, класс ертÿçи е директор вĕренекене урама сыхлама тухса тăраймасть. Ачан ашшĕ-амăшĕ пур-çке тата, шкултан таврăннă чун тĕпренчĕкĕшĕн вĕсен яваплă пулмалла пек. Ача япăх енчен палăрсан шкула айăплаççĕ-ха, ырă сăмаха тивĕçсен хăш шкултан пулнине асăнма васкамаççĕ.
– Çапах та эпир учительсенчен вăтаннă. Вĕрентекене уроксем хыççăн урамра курсан хăвăртрах кил хушшине кĕрсе пытаннă. Яла кайсан, хамăра вĕрентнĕ учительсене тĕл пулсан халĕ те чĕрере йăшăл! туса илет.
– Учителе хисепленипе çыхăннă-ха ĕнтĕ ку. Çапах та, вĕрентекен монстр та, шуйттан та мар, унран мĕншĕн хăрамалла! Паллах, хальхи ачасен вăтанасси, аванмарланасси çук. Хуларисемпе ял ачисен хушшинче паян та уйрăмлăх пур, хуларисемпе ĕçлеме йывăртарах. Çавăнпа та «Школа» сериалта ытлашши ÿстерсе кăтартаççĕ тесе каласах та килмест. Çÿлтен учитель ят-сумне пикенсех пĕтерме тăрăшаççĕ пулсан ăна çухатасси йывăрах та мар. Çĕнĕрен чыс-хисеп çĕнсе илме ансат теме çук.
– Паян педагогикăра ытларах хĕрарăм учитель. Хăвăра вĕсен хушшинче мĕнле туятăр?
– 15-20 çул каялла шкулта арçын учительсем нумайччĕ, юлашки çулсенче саланса пĕтрĕç. Çапах та арçын çемьене тытса тăракан, шалăвĕ вара пĕчĕк, укçа-тенкĕ сахалли шкултан пăрса ячĕ пулинех. Хальхи вăхăтра ачасене килте те, шкулта та ытларах хĕрарăм воспитани парать. Тем тесен те, пуçтахрах ачасене хушăран вырăна лартма шкулта арçын педагог кирлех. Физкультура, ĕçпе технологи, информатика урокĕсем арынсем валли тесе шутлатăп.
– Урок ирттернипе çеç çырлахмастăр пек туйăнать. Сирĕн Турă пани пур, вăй, пултарулăх тапса тăраççĕ.
– Шкула килнĕ кунах юрă-ташăпа интересленетĕп. Çакă йăхранах пырать-тăр – аптрамасть пулать ман. Çавăнпах ĕнтĕ шкулти тĕрлĕ мероприяти паянхи кун та ман çинче. Сăнчăрпа çыхса лартнă ĕнтĕ мана, халь тин ниçта та тарса хăтăлма çук. Анчах та ку ĕç – манăн пурнăç. Ывăнтармасть, йăлăхтармасть, киленÿ çеç илетĕп унран.
«Ăста алăсем» кружок ертсе пыратăп. Ятарласа кун палăртмастпăр ун валли, пĕр-пĕр лайăх шухăш пырса кĕрет те – уроксем хыççăн юлатпăр. Ачасене илемлĕ юрă-кĕвĕ ярса паратăп та кашниех хăй тĕллĕн ĕçлет.
– Пушă вăхăт пур-и сирĕн? Ăна мĕнле ирттеретĕр?
– Хăш-пĕр çын вăхăт иртменнишĕн пăшăрханать. Диван çинче, телевизор умĕнче кун кунлаççĕ. Çулсем иртнĕ май вăхăт хакне ăнланса илетĕн те вăл çитменни тарăхтарма пуçлать. Çулла кăмпана çÿреме юрататăп, анчах та кану вăхăтĕнче кашни кун шутра. Пуртă-пăчкă тыткалама пĕлнĕрен çурт-йĕр тунă çĕрте тăвансене те пулăшас килет. Хамăн çурт проекчĕпе пĕр хĕл тăрмашнăччĕ. Йывăçран та, кирпĕчрен те турăм ăна. Кил-çурт çеç мар, пахча та, картиш те илемлĕ пулччăр. Пÿрт ăш-чикне кашни çулах улăштарма тăрăшатăп. Çакă кăмăла çĕклет, тата та хитререх пурăнма хавхалантарать. Мăшăр пахчара чечексем ÿстерме юратать. Хăй евĕрлĕхе, ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăларах тăнине малти вырăна хуратпăр эпир. Çапах та каскалама, йывăçпа ĕçлеме юрататăп пулин те çурта музея çавăрман. Виçене пĕлмесĕр темĕн тĕрлĕ тĕспе усă курни те куçа йăмăхтарать, ывăнтарать.
– Чарусăр ачасемпе мĕнле пĕр чĕлхе тупатăр? Ун пеккисене хăвăр майлă çавăраятăр-и?
– Ашкăнчăкраххисем кашни шкултах, кашни класрах тĕл пулаççĕ. Итлемесен сас хăпартма тивет. Çав усал ачасене ытлашши япăх тесе те калас килмест, вĕсем чи вăйлă ĕçлекеннисем. Манăн пуçтахрах вĕренекенсем валли яланах саппас пур: хут-кăранташ та, линейка та...
Ачасем учитель урокра тĕрлĕ истори, пурнăç çинчен каласа панине кăмăллаççĕ. Çакă вĕрентекенпе çывăхрах пулма пулăшать, çавăн пекех тавра курăма та ÿстерет.
– Ĕлĕкрех шкултан вĕренсе тухнисемпе хальхи çамрăксен хушшинче пысăк уйрăмлăх пур-и?
– Паллах. Темиçе çул каялла ачасем ытларах урамра, клубра пулнă, каникулта уй-хирте, йĕтем çинче тăрăшнă. Хальхи ачасем вара тата та «ĕçлĕрех», вĕсем валли интернет пур. Вĕсен хăйсен тĕнчи, хупă вăл. Унта çамрăксем аслисене кĕртесшĕн мар. Кĕрсе пăхас пулсан хăраса йăванса та каятăн пуль. Манăн хамăн та ачасем пур, вĕсен тĕнчине вăрттăн, хăйсем сисмелле мар тĕрĕслемелле.

Е.АТАМАНОВА ("Хресчен сасси") калаçнă.
Категори: 1990 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 638 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz