Юнкун, 08.05.2024, 15:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Лука Семенов пултарулăхĕ

Мăн Шетмĕ ÿпкевĕ
Шӑнкӑр-шӑнкӑр Шетмӗ теҫҫӗ,
Тек ҫыраҫҫӗ сӑвӑсем.
Шӑнкӑрсассӑмра илтмеҫҫӗ
Манӑн упкеве вӗсем.

Мӗншӗн-ха мана ҫын манчӗ?
Ма эп ӗҫсӗр шӑнкӑрти?
Кунашкал ят-сумсӑр марччӗ
Астӑватӑн пуль, ватти?

Мӗн чул ҫын шьвра чухеннӗ,
Ярӑннӑ хур-кăвакал, 
Ҫыранпа хумсем пупленӗ,
Хум яма юлмарӗ хал.

Ҫӑвӗн-хӗлӗн хӑнтӑртатнӑ
Ман вӑйпа улт-ҫич арман.
Тырӑ авӑртнӑ, ҫӑм тапнӑ
Эп ахаль шӑнкӑртатман.

Эп ҫӗкпенӗ нӳрӗ варкӑш,
Сывлӑм шӑрҫисем акса.
Авӑтнӑ каҫ-ирӗн карӑш,
Пурҫӑн улӑха савса.

Шетмӗ — ГЭС тени пӗр хушӑ
Ҫутатсаччӗ Васнара.
(Тӑрӑшнӑ пӗр вырӑс уншӑн,
Ял усрать ятне асра).

Халӑх! Ӳпкеве илтсемӗр,
Пулӑшсамӑр: ҫӗкленем!
Яманак ял-йышӗн евӗр
Пулччӑр ҫирӗп пӗвесем.

Пулӑсем сиксе выляччӑр,
Тулӑхланччӑр улӑхсем.
Ырлӑхӑм ҫинчен ҫуралччӑр
Ҫĕнӗ сӑвӑ-юрӑсем.
Категори: Лука Семенов пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (30.11.2010) | Автор: Лука Семенов
Миçе çын вуланă: 389 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz