|
Ванюкпа Санюк
Ванюкпа Санюк пĕрле Хăвăрт çитрĕç шыв хĕрне. Ларчĕç пĕлтĕрхи тĕле, Хăвалăх ÿснĕ енне.
— Тĕлĕк куртăм иртнĕ каç, — Тет Санюк хăлаçланса. — Кĕнĕ вăлтана карас! — Йăл! кулать хăй мухтанса.
— Ан шавла-ха, шăпăрт пул, — Тет Ванюк хирĕçлесе. — Пулăсем хăраççĕ пуль, Вăлтуна пăх тимлесе?
— Ванюк, пăх-ха, ку мĕскер, Ишет шывра шăртлăскер?.. Асăрхамасть вăл пире, Ишсе çитрĕ шыв хĕрне!
Сăмсипе нăш-нăш! туртать, Ешĕл курăка татать. Пире курчĕ те çакскер, Шыва чăмрĕ шиклĕскер.
Тепре тухать-ши тесе Шăп ларатпăр итлесе. Халăм пĕтрĕ сыхласа, Ăман тиртĕм васкаса.
Салху юлчĕ ăшăмра, Çухатнăшăн вăхăта. Хăвалăхри ăтăра Çаклатаймăн вăлтапа.
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (07.11.2013)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 288
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|